Ачасем класа илемлĕ кĕвĕ
янăранă май кĕрсе майлашăнса
тăраççĕ.
ВĔРЕНТЕКЕН:
Таймапуç
сире, юратнă аннесем!
Ырми-канми
ĕçленĕшĕн,
Ывăл-хĕр
ÿстернĕшĕн
Тавтапуç
сире!
Ырă
сăмахсемшĕн,
Çепĕç
аллăрсемшĕн,
Ăнланма
пĕлнишĕн
Тавтапуç
сире!
Тавтапуç
ĕçĕре пăхмасăр, вăхăта шеллемесĕр
паян пирĕн пата килнĕшĕн! Эпир паян чи ырă та чи
çутă уявсенчен пĕрне паллă тăватпăр! Паян
пирĕн «Анне кунĕ»!
1-мĕш ача.Саша Ырă кун,
савнă тăванăмăрсем!
2- мĕш ача. София Аван-и,
çывăх çыннăмăрсем!
Пĕрле: Пурне те хаваслă
кулă, ырă кăмăл, пысăк телей сунатпăр!
Наташа: Тем-тем сăмах каласшăн
Ача тăсать алне.
Вăл туртăнать хавассăн
Хăй амăшĕ патне.
Рома : Анне!
Çак ят чи çывăх,
Чи чаплă çĕр
çинче.
Пурнать вăл ĕмĕр сывă
Кашни çын чĕринче.
Оля: Хĕвел пек çутă
çыннăм, анне,
Çук санран çывăххи тĕнчере.
Эс кўретĕн кил-çурт илемне,
Юратса ўстеретĕн пире.
Эх, аннеçĕм, анне,
Яланах эс çĕклен чĕрене,
Тайма пуçăм сана.
Дима: Эс, анне, мана çуратнă
Ирхи шăпчăк пек пулма.
Çунат хушнă та ăсатнă
Çĕр çинче телей тума.
Катя:
Аннесем, ытарми хевелем,
Кун-сул
пиллерен эс мана,
Санпа
чухне эпир телейле,
Телейле
эс пуртан кана.
Аннесем,
йал кулан хевелем,
Пиллерен
эс мана кун-сул,
Эс
пуррипе эпир телейле
Эс
сук пулсан телей те сук.
Юрă
«Анне пурăн»
Максим:
Юрататaп анне куллине,
Aшшaн-aшшaн
куcран пaхнине,
Ыр
сaмах, пил парса суннине…
Тeнчере чих акли-ман анне
София
. Аннене эп юрататăп,
Чĕререн
cапла калатăп:
«Сывлăхлă
пулсам ялан,
Ан
чирле эс нихăcан».
Гордей: Кам ирттернĕ
маншăн куç хупмасăр
Çил-тăманлă вăрăм
каçсене?
Эсĕ мар-и чăтнă
çывăрмасăр
Талăкшарăн, хаклă çын – анне?
Аня: Пурнăç çулĕн
çĕн кун илемне,
Парнелерĕн сăпка юррине.
Ĕмĕр-ĕмĕр пурнан чĕрере,
Çепĕç чунлă юратнă анне.
Юра «С мамой я поссорился»
Саша: Инçете пурнăç
çулĕ чупсан,
Шурă çÿç тăнлава хупласан,
Ан хурланччĕ, анне, чĕререн
Ачусем аякка вĕçнĕрен.
Никита: Çунат хушнă ĕлккен
кайăкла
Таврăнатпăр тăван кил-çурта,
Çук санран çывăх çын
тĕнчер,
Пурте: Пурнăç панă юратнă анне!
Экран çинче: Анне –
пурнăç илемĕ!
Вĕрентекен: Анне… Мĕн тери
хаклă çын вăл! Мĕн тери çепĕç,
çывăх та таса сăмах вăл «анне»! Тĕнчери пур
чĕлхепе те вăл ачаш кĕвĕ пек янăрать. Шартлама
сивĕ çурçĕрте-и, тÿсейми шăрăх
кăнтăрта-и, вĕçĕ хĕррисĕр пуш хирте-и –
пур çĕрте те телейлĕ пуласлăх ачисем амăшĕн
кăкăрĕ еннелле кăпăшка аллисемпе
туртăнаççĕ.
Анне вăл – хĕвел
ăшши,
Анне вăл – тĕпел кукри,
Анне вăл – тĕнче
çути,
Анне вăл – пурнăç
тĕкки.
Вĕрентекен:Чÿк уйăхĕн
вĕçĕнче пирĕн çĕр-шывра Аннесен кунне
ирттереççĕ. Çак уявра вĕсене пурте
саламлаççĕ, телей сунаççĕ, парнесемпе
чыслаççĕ.
Экран çинче: Чÿк
уйăхĕн вĕçĕ — пирĕн çĕр-шыври
Аннесен кунĕ.
— Хăçан уявлама
тытăннă-ха çак чаплă уява?
— Аннесен кунне уявласси 19
ĕмĕрте Западная Вирджиния ятлă Америка штатĕнче
пуçланнă. Çавăнтанпа Америкăра пĕтĕм
çын çак кун хăйсен амăшĕсене уявпа саламлаççĕ,
чечексемпе парнесем параççĕ, открыткăсем çырса
яраççĕ.
Пирĕн çĕр-шывра
çак уява хальтерех çеç уявлама тытăннă . Уява
пуçарса яраканĕ Раççейĕн пĕрремĕш
президенчĕ Б.Н.Ельцин пулнă. (30 январь 1998çул). Аннесен
кунне ноябрь уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче паллă
тăваççĕ.Çак куна паллă туса эпир
хамăрăн аннесене чун-чĕререн юратнине, вĕсене хисепленине,
яланах пулăшма хатĕррине кăтартса паратпăр.Аннесен
уявĕ – çамрăк уяв, анчах та çулран çул уява
паллă тăвасси йăлана кĕрсе пырĕ тесе шансах
тăратпăр.
Вĕрентекен : Кашни
çыннăн пурнăçĕнче телейлĕ самант пур.
Аннесемшĕн вăл хăçан-ши? Тăнласа пăхар-ха.
(Ачасем хуравлаççĕ.)
Вĕрентекен: Çапла вара
аннесемшĕн чи ырă, чи телейлĕ самант – çĕр
çине эсир, вĕсен пепкисем, килни. Тин çеç
çуралнă пепке-и вăл, е ÿссе çитнĕ яш
каччă е пике, е самаях çулланнă çын- пуриншĕн те
анне чи хакли, чи çывăххи.
София : «Анне» тесенех пирĕн ума çĕр
çинчи чи илемлĕ те юратнă çывăх çын тухса
тăрать. Вăл пире ачашлать, йывăрлăхсене
çĕнтерме вĕрентет, ырлăхра пурăнма пиллет. Эпир унпа
чуна уçса калаçма, канашлама пултаратпăр.
Сценка
Ача Эп ыран çут тĕнчене курăп?
Турăçăм, пĕлтерсем тархасшăн, мĕн тумалла-ши
манăн, мĕн мана унта кĕтĕ-ши? Эпĕ питĕ
хăратăп?
Турă Ан кулян ачам? Эпĕ сана пирĕшти
парнелетĕп? Вăл ялан сан çумра пулĕ йывăр чухне
пулăшĕ Кичем чух савăнтарĕ.
Ача Тавтапуç. Вăл мĕн ятлă.
Турă Ун ячĕ питех кирлĕ мар? Эс ăна
анне тесе чĕнĕн:
Саша :Анне… çак тăватă сас паллинче
ырă та çепĕç туйăм пытанса тăрать. Анне – чи
ăшă сăмахсем те, чи хаклă парнесем те
çителĕксĕр пулĕç сана тав тума.
Ĕмĕр-ĕмĕр парăмра эпир аннесен умĕнче.
Конкурс «Анне ячĕ» Анне ячĕн
пĕрремĕш сас паллисемпе пуçласа илемлĕ сăмахсемпе
вĕсене мухтатпăр.
София:
Анне! Санра мĕн чул сăпайлăх,
Ачашлăх,
тÿсĕмлĕх хисеп,
Хыпса
çунатăн чун хаваллăн
Ачу
çын пултăрччĕ тесе.
Тен,
пирĕншĕн пăлханнăран – тăр
Пушшех
те йывăр чĕрÿне.
Саша:Пĕр
татăк юлнă çăкăра та
Пире
паран тепĕр чухне.
Анне!
Такамшăн та нихçан та
Санран
хакли никам та сук.
(Катя, Наташа юрлаççĕ)
Экран çинче: Г.Н.Волков академикăн «Кил
илемĕ» кĕнеки
Вĕрентекен: Ĕлĕк çынсем
кĕнеке тавраш вулайман. Апла пулин те ачисене тĕрĕс воспитании
пама пултарнă. Чăвашсен паллă ăсчахĕ Г.Н.Волков
академик «Кил илемĕ» кĕнекере çапла çырнă.
(Малалла вĕренекенсем черетпе пĕрер предложении
калаççĕ.)
« Тăван килте анне хĕвел пулса
çÿрет, ачисене хĕвел пулса пăхать».
«Анне çук тăк хĕвел яраймăн ху
тĕлне, анне пур тăк чĕрÿне те хĕвел кĕрĕ».
«Виçĕ çулхи хĕр пĕрчи
сана пулăштăр, виçĕ çулхи арçын ача
хăвна хÿтĕлетĕр».
«Амăшĕ ĕçлĕ чух ачи ахаль
ан лартăр».
«Çакна ас ту амăшĕ: чи лайăххи –
ачасем валли».
« Амăшĕн мĕн чухлĕ
ĕçлеме тивнине ача-пăча пĕлсе тăтăр, вĕсен
ĕшеннĕ аллисемпе ывăннă куçĕсене курса
тăтăр».
Саша: Анчах темшĕн-çке хăш чухне эпир
аннесем ĕçрен ывăнса килни, вĕсене кăштах та пулин
пулăшмалли çинчен манатпăр. Аннесем яланах
çамрăк, илемлĕ пулччăр тесен пирĕн вĕсене май
килнĕ таран пулăшмалла. Мăн туса пулăшма
пултаратпăр-ха эпир вĕсене?
( Ачасем амăшĕсене мĕнле
ĕçсем туса пулăшни çинчен каласа
параççĕ.)
София: Кил-çурт аннесем çинче
тытăнса тăрать. Акă мĕн пĕлтерет кун çинчен
статистика. Пирĕн аннесем (çемьере икĕ ача пулсан) пĕр
çулталăк хушшинче 18000 çĕçĕ, вилка,
кашăк, 13000 тарелка, 8000 чашăк
çăваççĕ. Çак чашăк-тирĕк
йывăрăшĕ 5 тоннăна çитет. Лавккана
апат-çимĕç туянма утнă çул тăршшĕ 2000
çухрăмпа танлашать. Паллах, эпир аннесене пулăшсан çак
хисепсене пĕчĕклетме пултаратпăр.
Саша, Рома юрлаççĕ
Ертÿçĕ: Ачасем, Шупашкарта залив
хĕрринче мĕнле палăк пур?
Ачасем: «Управçă анне».
Ертÿçĕ: Ун çине çапла
çырса хунă: « Пĕр- пĕрне юратса,
тăнăçлăхра пурăнакан ачасем, пехил сире».
Экран çинче: «Управçă анне»
палăкĕ, ун çине çырнă сăмахĕсем.
— Юнашар юратнă атте-анне пулсан, шкулта
лайăх вĕренсен, юлташсем нумай пулсан сирĕн чĕрĕрте
телейпе киленĕç хуçаланать.
Ачасем «Виçĕ
амăш « сценка лартса параççĕ.
Вылякансем: Таня, унăн
амăшĕ, асламăшĕ тата автор.
Автор: Каç пуласпа Таня
урамран кĕрет. Хăйĕн пукани сĕтел айĕнче выртнине
курать.
Таня: Хĕрĕм,
ĕçÿсем мĕнле?
Каллех сĕтел айне ларнă
пытанса,
Каллех çимесĕрех
лартăн-и çапла?
Капла пурăнсан кайăн
чирлесе.
лар-ха ман çума,
çийĕпĕр пĕрле.
(Пуканине хăйĕн
çине çиме лартать.)
Автор:Таньăн амăшĕ
ĕçрен таврăнать. Ачи пуканепе выляса ларнине курать.
Амăшĕ: Хĕрĕм,
ĕçÿсем мĕнле?
Каллех урамра ирттертĕн-и
куна?
Каллех çимесĕрех
чупрăн-и çапла?
Капла пурăнсан чирлĕн эс
часах.
Лар-ха çумарах: капла
тутлăрах.
(Хĕрне çумнерех лартать
те çиме пуçлаççĕ.)
Автор: Часах асанне те
çитет.
Асанне: Ĕçÿсем
мĕнле, хĕрĕм? Каллех вăл ĕçре-
Пулман ĕнтĕ
вăхăт çиме апатне.
Хăв тухтăр- пĕрех
сывлăхна
Пĕлместĕн эс,
хĕрĕм, пачах упрама.
Часах кунашкал кайăн чирлесе.
Лар хам çума, çиер
апатне.
( Пурте сĕтел хушшине
лараççĕ, пĕр-пĕрин çине
пăхаççĕ.)
Пурте: Анне пулма
çăмăл мар!
Саша:
— Анне! Унăн ячĕпе темĕн чухлĕ
ырă та çепĕç сăмах калас килет. Анне
хăйĕн чун-чĕринчи мĕн пур лайăх енне пире халаллать,
куллен-кун телей пиллесе пурнăç пурăнма вĕрентет.
«Атте-анне паман ăса кĕнеке те параймĕ», — тенĕ ваттисем.
Мĕнле ваттисен сăмахĕсем
пĕлетĕр эсир атте-анне çинчен?
Экран çинче: ваттисен сăмахĕсем.
-Атте-анне сăмахĕ пăсăк мар.
-Ашшĕ-амăшне йĕртекен пархатар курман.
-Анне пуртан кил-çуртăм ăшă.
-Анне — чи хаклă çын.
-Аçупа аннÿне хисепле, хăвнах
ырă пулĕ.
-Аçу аннÿ пур чухне пыр та тутă,
çи-пуç та питĕ.
-Халĕ ачасем аннесем çинчен
çырнă такмаксем шăрантараççĕ.
Аннепе эпир ялан
Пурăнатпăр пит аван.
Яшкине вăл пĕçерет:
«Кил-ха, хĕрĕм, çи эс
,-тет.
Анаталла-тăвалла
Анне килет лавккаран,
Илсе килчĕ пан улми,
Мана лекрĕ чи тутли!
Лар, аннеçĕм, юнашар,
Çуммăн ларса юмахлар,
Юмах юман тăрринче,
Хамăр хапха çумĕнче.
Эпĕ хамăн аннене
Юрататăп чĕререн.
Ак тыттарăп парнине
Хам алăпа тунине.
(Ачасем амăшĕсене хăйсем
аллипе тунă парнесене параççĕ.)
София: Анне -çĕр çинчи чи ырă
сăмах. Ача та калаçма вĕренсен чи малтан «анне» тет.
Çĕр çинче пур чĕлхере те çак сăмах
çепĕççĕн, ачашшăн янăрать. Анне
чĕри- чи ырри, анне алли- чи ăшши…
Гордей, Максим, Дима, Никита
юрлаççĕ
Саша:Халĕ вара вăйăсем ирттерме те
вăхăт.
«Аннÿне уйăрса ил». Сцена çине
амăшĕсемпе ачисем тухаççĕ. Ачисен
куçĕсене çыхаççĕ.Вĕсен алăсем
тăрăх хăйсен амăшĕсене тупмалла. Тупаймасан е
сăвă каласа, е юрă юрласа, е ташă ташласа памалла.
«Тĕлĕнмелле скульптурăсем».
Тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсенчен скотч тата фломастер
пулăшнипе çын кĕлетки тумалла. Пуçне тутăр
çыхтарма юрать. Кам маларах тата интереслĕрех пурнăçлама
пултарĕ?
«Çепĕç сăмахсем».Ертсе
пыраканăн аллинче- шур чечек. Çак шур чечекĕн кашни
çеçкине татмассерен аннене юратса çепĕç
сăмахсем каламалла.
София : Пирĕн уяв вĕçленсе пырать.
Аннесене, асаннесене, кукамайсене тепĕр хут уявпа саламлатпăр,
ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр.
— Атьăр-ха пурте пĕрле экран çине
пăхса сăвă йĕркисене харăс вулар.
Экран çинче: сăвă йĕркисем.
Тусăмсем! Ак
мĕн сире калатăп
Аннĕре ан манăр
нихăçан.
Юратма та упрама ыйтатăп:
Пурнăç лайăх аннесем
пулсан!
Хĕвел
шевли – анне кулли,
Анне
сасси – чĕкеç юрри.
Анне
пулсан – хаваслăрах.
Чи
хаклă мул – анне пурри.
Упрасчĕ аннесене… Вăл юнашар пулсан
тĕнче илемлĕ. Аннесене нихçан та манас марччĕ, вĕсен
чĕрисене çунтарса кун-çулне кĕскетесрен
сыхланасчĕ. Хамăрăн ырă ĕçсемпе кăна
чунĕсене савăнтарасчĕ, уявсенче те, ахаль кунсенче те аннесене
пĕчĕк парнепе, ăшă сăмах каласа чун-чĕрисене
ăшăтасчĕ. Вĕсен илемлĕ çўçĕ
вăхăтсăр ан шуралтăр, хитре сăнĕ-пичĕ ан
тĕксĕмлентĕр.
Аннесен уявĕ валли çырнă сценарий.
Ведущий
1.Ырă кун пултăр, хаклăран та
хаклă аннесем!
Ведущий
2.Сире чунтан-чĕререн аннесен уявĕ ячĕпе саламлатпăр.
Ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей, пурнăçра ăнланупа килĕшÿ сунатпăр.
Ведущий
1. Тăван çĕршыва юратасси те
аннерен пуçланать, этемлĕх те аннепе çыхăннă. Кашни çыншăн «анне» тени пĕрремĕш
сăмах, пĕрремĕш çын, пирвайхи туйăм…
Ведущий
2. Анне…Аннеçĕм… Чи юратнă
çынна кăна çапла çепĕç чĕнме пулать. Çак асамлă сăмахра чун-чĕре ăшши, пурнăç
кунçулĕ.
Ведущий
1.Аннесем, пире эсир ырă та, ăслă та
пултаруллă, йăваш та сăпайлă пулма вĕрентетĕр. Пăхса ÿстеретĕр, ура çине
тăратса телей парнелетĕр.
Ведущий
2. Яланах ырă канашсем парса пурнăçри
кăткăс лару-тăрура упратăр, çавăнпа эпир сире чунтан-чĕререн (вместе) ЮРАТАТПĂР!!!
Ведущий
1.______ эсĕ аннÿне юрататăн-и?
Ведущий
2. Эпĕ унсăр пурăнма
пултараймастăп.
Ведущий
2. Эсĕ вара, аннÿне юрататăп
тесе каланă- и?
Ведущий
1. Тен, каламан та пулĕ, анчах эпĕ
уншăн тем тума та хатĕр.
Тав
сăмахсемпеле аннесене парнелеме васкаще
2-4
класс Ачисем юрă юрлаççĕ.
Ведущий
1. сан аннÿ мĕнле çын?
Ведущий
2. Вăл пуринчен те илемлĕ,
ырă кăмăллă, алли вара ылтăн.
Ведущий
1. аннесемшĕн чи хакли мĕн-ши?
Ведущий
2.Темле япалана та туянма пулать,
амăшĕшĕн ачисенчен хакли ним те çук. Кашни пепки ылтăнран та хаклăрах. Эсир
килĕшетĕр-и манпа?
Ведущий
1.Çаплах, аннен çепĕç аллисем
лăпканине, ачашланине мĕн çиттĕр енте.
Анне
пуртан эпир телейлĕ.
1-3
класс Ачисем юрă юрлаççĕ.
Ведущий
1.Калаха мана, эсĕ аннÿне
час-часах пулăшатăн-и?
Ведущий
2.Паллах, хуçалăхра ĕç нумай.
Аннесем ан ватăлччăр тесен вĕсене яланах пулăшмалла. Пирĕн пулăшу вĕсене пите кирлĕ.
Ведущий
1.Санăн аннÿ тума пĕлмен ĕç пур-и?
Ведущий
2. Манăн анне пур ĕçре те маттур.
Ларса канма пĕлмест, эреветлĕ-теветлĕ чĕкеç тейĕн. Пире те мĕн пĕчĕкрен ĕçе
хăнăхтарать, ĕç вăл- пурнăç илемĕ-çке.
Ведущий
1.Аннÿне мĕнле савăнтаратăн?
Ведущий
2.Эпир лайăх вĕренсен аннесем
пуринчен ытла савăнаççĕ, мĕншĕн тесен амăшĕсем хăйсен ачисене ăслă-тăнлă, пысăк
культурăллă, анлă тавракурăмлă курасшăн.
5
класс Ачисем сăвă, вулаççе, тата юрă юрлаççĕ.
(Анне
есе ир таран)
Ведущий
1.Манăн анне те тĕнчере чи ырри,
айăпа кĕрсен те каçарать. Ачасем, ан кÿрентерĕр аннĕрсене! Вĕсем хисепе тивĕç.
Ведущий
2. эсĕ чи çывăх çынран каçару
ыйтса курнă-и?
Ведущий
1.Астумастăп, анчах халĕ çак уявра
эпĕ каçару ыйтасшăн. Каçар, аннеçĕм, кӳрентернĕ пулсан.
Ведущий
2,
аннÿне
тав тăвас килет-и?
Тавах
сана, анне, пире çуратнăшăн,
Пĕчĕкренех
тӳрĕ çула тăратнăшăн.
Эс
маншăн тĕнчере пĕр чи хакли,
Чечексенчен
те эсĕ чи хитри.
Тавах
сана, анне, эсĕ пурришĕн,
Çемçе те
ырă кăмăллă пулнишĕн.
Санăн
хитре, илемлĕ йăл-кулли
Сар
пысăк хĕвелтен те чи ăшши.
Эс
нихăçан ан ватăл, ан куллян,
Эс пур
пулсан, эп пуринчен пуян.
5
класс Ачисем ташлаççĕ.
Ведущий
1.Тата камăн тав тăвас килет? Кам
тав сăмахĕ каласшăн?
Назаров
Илья, Назарова Дарина сава калассе
Ведущий
1.Эпир анне умĕнче парăмра,
çавăнпа та яланах хисеплесчĕ, юратасчĕ, ĕмĕрех пĕрле пуласчĕ, нихăёан та сире
сăмахпа та, ĕçпе те кӳрентерес марччĕ.
(9
класс ачисем юрра юрлаççĕ.)
Борисов
А.Манăн анне питĕ ырă.
Куçĕ
хăмăр, çӳçĕ çырă.
Мана
ăшшăн çупăрлать,
Хăйĕн
çумне чăмăртать.
Унпа
лайăх калаçма,
Пĕрле
çырма, вулама.
Сăвă
çырма вĕрентет,
Лайăх
пулсан хĕпĕртет.
Терентьев
Н.Ырă кăмăллă аннеçĕм,
Тав
тăватăп пуç тайса
Пире
пăхса ӳстернишĕн.
Юратнишĕн
лăпкаса.
Ыррине
çеç вĕрентетĕн,
Тӳрĕ
кăмăллă пулма.
Петров
М.Яланах пире пиллетĕн
Пурнăçра
телей курма.
Çут
хĕвелĕм эс, аннеçĕм.
Сывлăху
сан пултăр çирĕп
Нумай-нумай
пурăнма.
Юрататпăр
пит сана.
Дмитриев
Н.Анне эс пире ӳстернĕ,
Пăхнă
пире ир те каç.
Ырă
пурнăç эс пилленĕ,
Çĕр
çултан та иртсе каç.
Тав
сăмахĕ шав калатпăр
Сана
анне кунсерен.
Ырлăх-сывлăх,
вăй сунатпăр,
Пулсам
пĕрле çулсерен.
5
класс печекке пуласче
Ведущий
1.Упрасчĕ аннесене… Вăл
юнашар пулсан тĕнче илемлĕ. Аннесене нихçан та манас марччĕ, вĕсен чĕрисене
çунтарса кун-çулне кĕскетесрен сыхланасчĕ. Хамăрăн ырă ĕçсемпе кăна чунĕсене
савăнтарасчĕ, уявсенче те, ахаль кунсенче те аннесене пĕчĕк парнепе, ăшă сăмах
каласа чун-чĕрисене ăшăтасчĕ. Вĕсен илемлĕ çўçĕ вăхăтсăр ан шуралтăр, хитре
сăнĕ-пичĕ ан тĕксĕмлентĕр.
Ведущий
2. Çакăнпа пирен уяв
весленче. Петем аннесене уяв ячепе тепер хут саламлатпар! Ырлах сывлах анаçу, еçре,
е семьере килешу сунатпар!
Данилова Елена Дмитриевна |
Предмет: Чăваш чĕлхи (вырăс чĕлхиллĕ шкул)
Ачасен ÿсĕмĕ: 4 класс
Анне кунĕ(класс тулашĕнчи мероприяти планĕ)
План:
1. Ум сăмах.
2. Тĕп пайĕ:а) 4 класри ачасем сценка кăтартаççĕ;
ă) 1 класри ачасем сăвăсем калаççĕ;
б) хĕр ачасем сăпка юрри юрлаççĕ;
в) Конкурс «Анне ячĕ»;
г) 4 класри ачасем сăвăсем калаççĕ;
д) ачасем анне юрри юрлаççĕ;
е) ваттисен сăмахне пуçтарни;
е) ача сăвă калать, хĕвел пайăркисем пуçтараççĕ;
3. Хыç сăмах.
Пĕлÿ тĕллевĕ:
1) аннесен уявне хăçан пуçарни çинчен пĕлтересси: ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарасси, çĕнĕ сăвăсемпе, юрăсемпе пуянлатасси;
Аталантару тĕллевĕ:
2) ачасен тавра курăмне анлăлатасси, пултарулăхне аталантарасси.
Сапăрлăх тĕллевĕ:
3) аннене юратма, хисеплеме, ĕçе юратма, ун пек пулма вĕрентесси?
Усă курнă технологисем:
1. Информаципе хутшăну;
2. Проблемăллă вĕренÿ;
3. Сывлăха упракан;
4. Харпăрлăха аталантармалли;
5. Ушкăнпа хутшăнса ĕçлемелли;
Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, шырав, тишкерÿ, предложенисем, калаçу.
Курăмлăх хатĕрĕсем: теттесем, пуканесем, ваттисен сăмахĕсем, хĕвел макечĕ.
Кăтарту хатĕрĕсем: компьютер, проектор.
Урок юхăмĕ:
_ Ырă хĕвел ăшjavascript:insertTags(‘
‘,’
‘,»,’text’);шипе
_ Ирхи хĕвел куллипе
— Ырă кун пултăр пурне те!
2- мĕш ертсе пыракан:
1998 мĕш çултанпа чук уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче аннесен уявне ирттереççĕ Ирĕк парсамăр сире уяв ячĕпе саламлама? Аннесен кунĕ ячĕпе пурне те хаваслă кулă, ырă кăмăл, пысăк телей сунатпăр.
Сценка
Ача Эп ыран çут тĕнчене курăп? Турăçăм, пĕлтерсем тархасшăн, мĕн тумалла-ши манăн, мĕн мана унта кĕтĕ-ши? Эпĕ питĕ хăратăп?
Турă Ан кулян ачам? Эпĕ сана пирĕшти парнелетĕп? Вăл ялан сан çумра пулĕ йывăр чухне пулăшĕ Кичем чух савăнтарĕ.
Ача Тавтапуç. Вăл мĕн ятлă.
Турă Ун ячĕ питех кирлĕ мар? Эс ăна анне тесе чĕнĕн:
1- мĕш ертсе пыракан:
Анне… çак тăватă сас паллинче ырă та çепĕç туйăм пытанса тăрать? Чăваш поэчĕсем те аннесене халалласа нумай сăвă-юрă çырнă
Пире кам ачашшăн
Лăпкать пĕчĕкрен:
Чипер çын тăвасшăн
Çунать чĕререн?
Кам тĕлĕкĕнче те
Курать-çке пирех:
Килте пуринчен те
Тăрать иртерех?
Е ăшă çи-пуç-и
Тимлет сан валли?
Пĕр-пĕр инкек пулчĕ _
Сиплет кам алли?
Кам ыррăн, хавассăн
Пурне те пире
çапла лăш курмасăр:
Пăхса ÿстерет?
Кам пултăр? Пĕлеççĕ
Туссем вăл камне,
Вăл – пирĕн телей-çке
Вăл пирĕн анне!
Анне таврăнать-и
Ĕç хыççăн киле:
Каллех тупăнать ун
Тем те пĕр килте?
Ик алăшăн пин ĕç
Вăл пĕр пушă мар?
Эпир ăна тивĕç
Куллен пулăшма?
Анчах та манатпăр
Çавна час-часах:
Ĕçрен прăнатпăр
Вăййа васкаса?
Вăл пур ĕмĕр-ĕмĕр
Тăвать хăй ĕçне
Çуратнё аннемĕр
Юратнă анне?
2- мĕш ертсе пыракан:
Амăшĕ чун тĕпренчĕкне юрла-юрла çывăрттарать. Лăпкă ыйхă, ăшă тĕлĕк, телей сунать. Çакна ачасем пĕчĕкренех хăнăхса пыраççĕ. Халĕ çепĕç сăпка юррипе хĕр ачасем паллаштараççĕ.
Сĕм вăрманĕ каш та каш,
Сулхăн çилĕ ваш та ваш,
Эс ан çуйăх, ан çухраш,
Çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш!
Урупа ан тапкалаш,
Аллупа ан çапкалаш,
Аннӳпе эс ан тавлаш,
Çывăр, Аптраман тавраш!
Вырăспа та тăванлаш,
Тутарпа та эс туслаш,
Пурте — пирĕн хурăнташ,
Çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш!
1- мĕш ертсе пыракан:
Анне – чи ăшă сăмахсем те, чи хаклă парнесем те çителĕксĕр пулĕç сана тав тума. Ĕмĕр-ĕмĕр парăмра эпир аннесен умĕнче.
Конкурс «Анне ячĕ» Анне ячĕн пĕрремĕш сас паллисемпе пуçласа илемлĕ сăмахсемпе вĕсене мухтатпăр. ()
2- мĕш ертсе пыракан:
Поэтсем аннене ахахпа та, çутă çăлтăрпа та, чи хитре чечекпе те танлаштараççĕ. Пирĕн ачасем те çавăн çинченех каласшăн.
1) Ылтăн мар-ши эс, анне?
Кĕмĕл мар-ши эс, анне?
Ылтăн пек ай хаклă-çке,
Кĕмĕл пек ай сумлă-çке?
2) Шăпчăк мар-ши эс, анне?
Е сар кайăк эс, анне?
Çут хĕвел, чечек, ахах-
Ырлама çитмест сăмах?
Эс нимрен те лайăхрах:
Пуринчен те хаклăрах?
1) Çăлтăр мар-ши эс, анне?
Уйăх мар-ши эс, анне?
Çăлтăр пек хĕлхемлĕ-çке:
Уйăх пек илемлĕ-çке?
2) Пăхрăм та анне çине —
Сар хĕвел пек ун кулли?
Ма тесессĕн ман анне
Çĕр çинче чи илемли?
Тата 4 куплет сăвă
Хыççăнах юрă
Чăваш поэчĕсем те аннесене халалласа нумай сăвă-юрă çырнă, композиторсем юрă кĕвĕленĕ, ваттисем вара анне çинчен хăйсен сăмахĕсене упраса хăварнă.
Амăшĕн юратăвĕ тинĕсрен тарăн
Анне самахĕ пăсăк мар.
Анне пуртан кил çуртăм ăшă.
Анне чи хаклă çын.
Аçупа аннÿне хисепле, хăвнах ырă пулĕ.
Анне ятне ярас мар.
Аçу-аннÿ пур чухне пыр та тутă, çи-пуç та типĕ.
Анне чĕри- чи ырри, аннен алли – чи ăшши.
Ача сăвă вулать:
Ырă тĕслĕх эс маншăн, аннем,
Пурăнсамччĕ ялан, пурăнсам,
Эсĕ панă пехил ĕмĕре
Упранать манăн чун-чĕремре
Ачасем, доска çине пăхăр-ха? Эпĕ хĕвел тăвасшăн пултăм, кунта сарă çаврака пур. Мана мĕн çитместь-ши? (Пайăркасем) Сирĕн умра пайăркасем. Вĕсем çине сăмахсем çырнă. Пирĕн аннесем мĕнлине эпĕ вырăсла калатăп, эсир чăвашла шыраса тупăр:
красивая илемлĕ
трудолюбивая ĕçчен
добрая ырă
веселая хаваслă
аккуратная тирпейлĕ
умная ăслă
ласковая çепĕç
стройная яштака
çапла ачасем пирĕн анне хĕвел пайăркисемпе çуталчĕ, илемленчĕ. Эпир те вĕсене паянхи пек ялан хитрелетесчĕ, упрасчĕ.
Çак ят чи çывăх
Чи чаплă çĕр çинче
Пурăнать ĕмĕр сывă
Кашни çын чĕринче.
Ертсе пыракансем:
Сывлёхлă, телейлĕ пулăр, аннемĕрсем!
Эпир сире питĕ юрататпăр!
Çыпăçтарнă файлсем:
Комментарисем:
► Галина (2022-11-22 20:33:33):
Пете
Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Варюхина Надежда Владимировна хатĕрленĕ.
Аннесен уявĕ валли çырнă сценарий.
Тĕллевсем: Аннене хисеплеме, юратма, хаклама вĕрентесси; ашшĕ-амăшĕпе ачасем хушшинчи пĕр-пĕрне ăнланас, пулăшас туйăма вăйлатасси, ачасен çыхăнуллă пуплевне, лексикине, шухăшлавне аталантарасси.
Уяв йĕрки.
1-мěш ертсе пыракан: Ырă кун пултăр, хаклăран та хаклă аннесем!
2-мěш ертсе пыракан: Сире чунтан-чĕререн аннесен уявĕ ячĕпе саламлатпăр. Ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей, пурнăçра ăнланупа килĕшÿ сунатпăр.
1-мěш ертсе пыракан: Тăван çĕршыва юратасси те аннерен пуçланать, этемлĕх те аннепе çыхăннă. Кашни çыншăн «анне» тени пĕрремĕш сăмах, пĕрремĕш çын, пирвайхи туйăм…
2-мěш ертсе пыракан: Анне…Аннеçĕм… Чи юратнă çынна кăна çапла çепĕç чĕнме пулать. Çак асамлă сăмахра чун-чĕре ăшши, пурнăç кунçулĕ.
1-мěш ертсе пыракан: Аннесем, пире эсир ырă та вашават, ăслă та пултаруллă, йăваш та сăпайлă пулма вĕрентетĕр. Пăхса ÿстеретĕр, ура çине тăратса телей парнелетĕр.
2-мěш ертсе пыракан: Яланах ырă канашсем парса пурнăçри кăткăс лару-тăрура упратăр, çавăнпа эпир сире чунтан-чĕререн ( пурте пĕрле) ЮРАТАТПĂР!!!
1-мěш ертсе пыракан: Аня, эсĕ аннÿне юрататăн-и?
Аня: Эпĕ унсăр пурăнма пултараймастăп.
2-мěш ертсе пыракан: Эсĕ вара, Дима, аннÿне юрататăп тесе каланă- и?
Дима: Тен, каламан та пулĕ, анчах эпĕ уншăн тем тума та хатĕр.
1-мěш ертсе пыракан: Эсĕ вара, Милена?
Милена:
Юратнă аннеçĕм,
Эс ман чĕрере.
Эс маншăн илемлĕ
Çут çăлтăр пекех.
Мана эс çуратнă,
Вĕрентнĕ утма.
Юратнă аннеçĕм,
Ялан пул манпа.
Йывăр чух пулатăн
Ялан эс çумра.
Мана пулăшатăн
Чăн-чăн çын пулма.
(Ачасем юрă юрлаççĕ.)
1-мěш ертсе пыракан: Кирилл, сан аннÿ мĕнле çын?
Кирилл: Вăл пуринчен те илемлĕ, ырă кăмăллă, алли вара ылтăн.
2-мěш ертсе пыракан: Ирина, аннесемшĕн чи хакли мĕн-ши?
Ирина: Темле япалана та туянма пулать, амăшĕшĕн ачисенчен хакли ним те çук. Кашни пепки ылтăнран та хаклăрах. Эсир килĕшетĕр-и манпа?
1-мěш ертсе пыракан: Çаплах, аннен çепĕç аллисем лăпканине, ачашланине мĕн çиттĕр енте.
Света: Анне пуртан эпир телейлĕ.
Саша: Вăл манăн вĕрентекен, юлташ, чи çывăх тус, вăл манăн чи çывăх çын.
2-мěш ертсе пыракан: Радик, эсĕ аннÿне час-часах пулăшатăн-и?
Радик: Паллах, хуçалăхра ĕç нумай. Аннесем ан ватăлччăр тесен вĕсене яланах пулăшмалла. Пирĕн пулăшу вĕсене кирлĕ.
1-мěш ертсе пыракан: Майя ! Санăн аннÿ тума пĕлмен ĕç пур-и?
Майя: Манăн анне пур ĕçре те маттур. Ларса канма пĕлмест, эреветлĕ-теветлĕ чĕкеç тейĕн. Пире те мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарать, ĕç вăл- пурнăç илемĕ-çке.
2-мěш ертсе пыракан: Юля! Аннÿне мĕнле савăнтаратăн?
Юля: Эпир лайăх вĕренсен аннесем пуринчен ытла савăнаççĕ, мĕншĕн тесен амăшĕсем хăйсен ачисене ăслă-тăнлă, пысăк культурăллă, анлă тавракурăмлă курасшăн.
1-мěш ертсе пыракан: Аннен чи ырă чĕре теççĕ, тĕрĕсех-ши, Катя?
Катя:Манăн анне питĕ ырă.
Куçĕ хăмăр, çӳçĕ çырă.
Мана ăшшăн çупăрлать,
Хăйĕн çумне чăмăртать.
Унпа лайăх калаçма,
Пĕрле çырма, вулама.
Сăвă çырма вĕрентет,
Лайăх пулсан хĕпĕртет.
(Ачасем ташлаççĕ).
Коля: Манăн анне те тĕнчере чи ырри, айăпа кĕрсен те каçарать. Ачасем, ан кÿрентерĕр аннĕрсене! Вĕсем хисепе тивĕç.
2-мěш ертсе пыракан: Володя, эсĕ чи çывăх çынран каçару ыйтса курнă-и?
Володя: Астумастăп, анчах халĕ çак уявра эпĕ каçару ыйтасшăн. Каçар, аннеçĕм, кӳрентернĕ пулсан.
1-мěш ертсе пыракан: Ксюша, аннÿне тав тăвас килет-и?
Ксюша:Тавах сана, анне, пире çуратнăшăн,
Пĕчĕкренех тӳрĕ çула тăратнăшăн.
Эс маншăн тĕнчере пĕр чи хакли,
Чечексенчен те эсĕ чи хитри.
Тавах сана, анне, эсĕ пурришĕн,
Çемçе те ырă кăмăллă пулнишĕн.
Санăн хитре, илемлĕ йăл-кулли
Сар пысăк хĕвелтен те чи ăшши.
Эс нихăçан ан ватăл, ан куллян,
Эс пур пулсан, эп пуринчен пуян.
2-мěш ертсе пыракан: Тата камăн тав тăвас килет? Кам тав сăмахĕ каласшăн?
Регина: Эпĕ аннене саватăп:
«Юратап», — тесе калатăп.
Сăвăсем çырса паратăп,
Аннене савăнтаратăп.
Вăл та мана юратать,
Ăшăтать, сиплет, савать,
Юратать те кăмăллать,
Çепĕç сăмахсем калать.
Пирĕн анне пит маттур,
Вăл ĕçлет, сиплет, тимлет.
Апат тутлă пĕçерет,
Ăшă кукăль çитерет.
(Ачасем «Анне ялан чĕрере» юрра юрлаççĕ.)
1-мěш ертсе пыракан: Эпир анне умĕнче парăмра, çавăнпа та яланах хисеплесчĕ, юратасчĕ, ĕмĕрех пĕрле пуласчĕ, нихăёан та сире сăмахпа та, ĕçпе те кӳрентерес марччĕ.
Саша: Ырă кăмăллă аннеçĕм,
Тав тăватăп пуç тайса
Пире пăхса ӳстернишĕн.
Юратнишĕн лăпкаса.
Ыррине çеç вĕрентетĕн,
Тӳрĕ кăмăллă пулма.
Яланах пире пиллетĕн
Пурнăçра телей курма.
Çут хĕвелĕм эс, аннеçĕм.
Сывлăху сан пултăр çирĕп
Нумай-нумай пурăнма.
Юрататпăр пит сана.
Майя: Аннеçĕм,санпа канашласа чуна уçма пулать, чĕрери тунсăха пусарма пулать.
Света: Çулсем иртнĕçемĕн аннесен сывлăхĕ хавшать, çавăнпа та сире чĕререн каланă ăшă сăмахсемпе савăнтарас килет.
Катя:
Анне эс пире ӳстернĕ,
Пăхнă пире ир те каç.
Ырă пурнăç эс пилленĕ,
Çĕр çултан та иртсе каç.
Тав сăмахĕ шав калатпăр
Сана анне кунсерен.
Ырлăх-сывлăх, вăй сунатпăр,
Пулсам пĕрле çулсерен.
Анне, анне, аннеçĕм!
Сана эп юрататăп!
Пĕр саншăн çеç çурхи ир
Хире чупса тухатăп.
Хитре чечек тататăп,
Ăна сана паратăп.
Аннеçĕм, ман, аннеçĕм!
Сана чунтан саватăп!
(Пурте пĕрле)
Шӳтсем.
Ашшĕпе хĕрĕ. (Виктор тата Юля)
— Ыран шкулта пĕчĕк пуху пулать.
— Мĕншĕн пĕчĕк? Мĕне пĕлтерет ку?
— Унта эсĕ,эпĕ тата Иван Иванович пулать.
***
Ывăлĕпе ашшĕ канашлаççĕ. (Сашăпа Майя)
— Итлетĕн пулсан, ывăлăм, сана трактор илсе паратăп.
— Прицеппа- и?
— Аха.
— Хĕрлĕ- и?
— Аха.
— Питĕ лайăх. Урра!!! Манăн икĕ трактор пулать.
— Мĕншĕн иккĕ?
— Тепри ман кравать айĕнче ларать.
***
Амăшĕпе хĕрĕ (Катя тата Ксюша)
— Катюша! Сана ку усал сăмаха кам вĕрентнĕ?
— Хĕл Мучи! Вăл çĕрле пукан уринчен такăнса кайрĕ те… эпĕ кайран парнесĕрех юлтăм.
***
Ашшĕпе ывăлĕ. (Димăпа Саша)
— Сана шкулта паян доска патне чĕнчĕç- и?
— Чĕнчĕç.
— Вара мĕн хуравларăн?
— Ыран шкула сана чĕнеççĕ.
***
Амăшĕпе хĕрĕ çывăрма выртнă.(Катя В. тата Света)
— Анне,шыв илсе кил-ха.
— Тăр та хăв илсе кил.
— Аннеçĕм, илсе кил-ха.
— Каларăм сана, кайса илсе кил.
— Шыв кирлĕччĕ.
— Эп пиçиххи илсе килме пултаратăп.
— Ну, пиçиххи патне кайнă чух шыв илсе кил.
***
Икĕ арçын тĕл пулаççĕ.(Володя тата Коля )
— Эсир хăвăр ывăлăр валли алгебрăпа килти ĕç тунă-и?
— Тунă.
— Çырса илме парăр-ха.
***
Амăшĕпе хĕрĕ тухтăр патĕнче.( Регина, Аня, Катя)
— Кала-ха, кушакăн миçе ура?
— Тăваттă.
— Кушакăн миçе хăлха?
— Иккĕ.
— Кушакăн миçе куç?
— Иккĕ.
-Кушакăн хÿри пур-и?
-Анне, ку тухтăр кушаксене нихăçан та курман- и?
Такмаксем.
Аттене те хывман эп,
Аннене те хывман эп.
Шупашкарти артистсен
Кукамăшне хывнă эп.
Атте те вăрçать мана,
Анне те вăрçать мана,
Вĕсем вăрçни ним те мар,
Савни юратать мана.
Анне мана ма вăрçан,
Ху хĕр пулса ÿсмен-им?
Атте каччă пулман-им те
Иксĕр улах туман-им?
Эп юрлама юратап,
Эп ташлама юратап,
Юрланипе, ташланипе,
Аннене савăнтарап.
Утсассăн та, чупсассăн та,
Эпир шыва каяс çук.
Юрласан та, ташласан та,
Эпир намăс курас çук.
Эпир сире юрататпăр,
Уявпа саламлатпăр.
Сывлăх, телей, юрату
Сирĕн пултăр кашни кун.
Анне – пирĕн телей
(3-м.ш класра ирттермелли уяв сценарий.)
Хат.рлекенсем:
Залта «Аннене – парне» ятлё алё .=.н выставки пур: «Манён анне=.м» сён керч.кл. ха=атсем =акёнса тёра==.? Сценё =инче пысёк сас паллисемпе% «Анне – пир.н телей»:- тесе =ырнё? Анне =инчен юрёсем янёра==.?
1- м.ш ертсе пыракан%
Ырё х.вел ёшшипе
Ирхи х.вел куллипе
Ырё кун пултёр!
2- м.ш ертсе пыракан%
Мартён 8-м.ш. – х.рарёмсен кун.? Ир.к парсамёр сире =урхи уяв яч.пе саламлама? Аннесен кун. яч.пе пурне те хаваслё кулё: ырё кёмёл: пысёк телей тата юрату сунатпёр?
1- м.ш ертсе пыракан%
Анне??? +ак тёватё сас паллинче ырё та лайёх туйём пытанса тёрать? Чёваш поэч.сем те аннесене халалласа нумай сёвё-юрё =ырнё: композиторсем юрё к.в.лен.?
2- м.ш ертсе пыракан%
3-м.ш класс ачисем те уяв яч.пе ал .=.сем: ха=ат: сёвё-юрё: ташёсем хат.рлен.?
(Ачасем сёвёсем вула==.?)
1) Савёнса к.тсе илетп.р
Аннесен уяв кунне
Йышёнса илсем.р тетп.р
Парнине те саламне?
2) +ак ят чи =ывёх
Чи чаплё =.р =инче
Пурёнать .м.р сывё
Кашни =ын ч.ринче?
3) Анне: санпа эп мухтанатёп:
Пёхатён ёшшён: кёмёлтан:
Ачашласа чуппа тёватён:
Мана эс вёй-хёват паратён?
4) Анне=.м: ытарми анне=.м:
Эс пуринчен те хитререх?
Эс манён кён-кёвак чечек.м:
Тата та пул чипертерех?
-
м.ш ертсе пыракан%
/ссен эс. кам пулатён?
Ыйтать манран анне?
2- м.ш ертсе пыракан%
Кашни ача професси суйласа илме тив.=л.? +акён пек .м.тленет те .нт. ача амёш.? 3-м.ш А класри в.ренекенсем ссен космонавт пуласшён? «Митюк тухр. урама» юрё?
1- м.ш ертсе пыракан%
Анне=.м??? М.нле телей пир.нш.н эс пулни? Сансёр х.вел те ёшётмасть? Уйёх та =утатмасть: чечек те =е=ке =урмасть?
(Ачасем малалла сёвёсем вула==.?)
1) Пире кам ачашшён
Лёпкать п.ч.крен:
Чипер =ын тёвасшён
+унать ч.ререн?
2) Кам т.л.к.нче те
Курать-=ке пирех:
Килте пуринчен те
Тёрать иртерех?
3) Кам ир вучах ч.ртн. _
Апат п.=ерет:
,не суса к.н. _
Ёш с.т .=терет?
-
Е ёшё =и-пу=-и
Тимлет сан валли?
П.р-п.р инкек пулч. _
Сиплет кам алли?
5) Кам ыррён: хавассён
Пурне те пире
+апла лёш курмасёр:
Пёхса стерет?
6) Кам пултёр? П.ле==.
Туссем вёл камне%
Вёл – пир.н телей-=ке
Вёл пир.н анне!
7) Вёл кирек хё=ан та
Чи =утё тивлет:
Анчах ман =акна та
Калассём килет?
Хёш чух эпир темш.н
Ч.рес.р пекех:
+уратнё аннеш.н
Хыпмастпёр питех?
Анне таврёнать-и
,= хы==ён хиртен:
Каллех тупёнать ун
Тем те п.р килте?
Ик алёшён _ пин .=
Вёл п.р пушё мар?
Эпир ёна тив.=
Куллен пулёшма?
9) Анчах та манатпёр
+авна час-часах:
,=рен пёрёнатпёр
Вёййа васкаса?
Вёл пур .м.р-.м.р
Тёвать хёй .=не
+уратнё аннем.р
Юратнё анне?
2- м.ш ертсе пыракан%
Амёш. чун т.пренч.кне юрла_юрла =ывёрттарать? Лёпкё ыйхё: ёшё т.л.к: телей сунать? +акна ачасем п.ч.кренех хёнёхса пыра==.?Хал. =еп.= сёпка юррипе х.р ачасем пуканесене =ывёрттара==.?
(«Сёпка юрри» юрё?)
1- м.ш ертсе пыракан%
Анне – чи ёшё сёмахсем те: чи хаклё парнесем те =ител.кс.р пул.= сана тав тума? ,м.р-.м.р парёмра эпир аннесен ум.нче?
-
Тавах: аннем: =уратнёшён:
Юрла-юрла сиктерн.ш.н
Лёпканёшён: юратнёшён:
Ч.ке= ч.лхи пиллен.ш.н?
-
Тавах: аннем: =уратнёшён:
Ятла-ятла в.рентн.ш.н?
Ятланашён: юратнёшён:
Шёпчёк юрри пиллен.ш.н?
-
Тавах: аннем: =уратнёшён:
Салху чухне х.рхенн.ш.н?
Х.рхенн.ш.н: юратнёшён:
Чечексене пиллен.ш.н?
4) Тавах: аннем: =уратнёшён:
Мёшёр =унат стерн.ш.н:
/стерн.ш.н: юратнёшён:
Снми телей пиллен.ш.н?
-
Кам пире ёс-тён парать:
Ачашлать е хётёрать?
Вёл – анне: манми анне?
Тавтапу= сана: анне!
(«Пир.н анне» юрё янёрать)
2- м.ш ертсе пыракан%
Поэтсем аннене ахахпа та: =утё =ёлтёрпа та: чи хитре чечекпе те танлаштара==.? Пир.н ачасем те =авён =инченех каласшён?
1) Ылтён мар-ши эс: анне?
К.м.л мар-ши эс: анне?
Ылтён пек ай хаклё-=ке:
К.м.л пек ай сумлё-=ке?
2) Шёпчёк мар-ши эс: анне?
Е сар кайёк эс: анне?
+ут х.вел: чечек: ахах-
Ырлама =итмест сёмах?
Эс нимрен те лайёхрах:
Пуринчен те хаклёрах?
-
+ёлтёр мар-ши эс: анне?
Уйёх мар-шиэс: анне?
+ёлтёр пек х.лхемл.-=ке:
Уйёх пек илемл.-=ке?
-
Пёхрём та анне =ине _
Сар х.вел пек ун кулли?
Ма тесесс.н манн анне
+.р =инче чи илемли?
6) Анне кулли_
Х.вел =ути:
Анне кулли_
Чи илемли?
Анне кулсан
Чунра аван%
Юрлас килет:
Ташлас килет?
(Ташё?)
В.ренекен сёвё вулать%
Тпере пиншер =ут =ёлтёр
+уталать-=ке йёлтёр-йёлтёр?
Кам-ши =утнё в.сене?
Ма кме==. =.р =ине?
В.сене п.рле пухатпёр:
+ёлтёрсен пуххи тёватпёр:
Мартён саккёрм.ш кунне
Парнелет.п аннене?
(Амёш.сене парне пара==.?)
Ача сёвё вулать%
Ырё т.сл.х эс маншён: аннем:
Пурёнсамчч. ялан: пурёнсам:
Эс. панё пехил .м.ре
Упранать манён чун-ч.ремре?
Пурте ура =ине тёрса юрё юрла==.? («Пусть всегда будет мама» юрё?)
Яланах х.вел пултёр:
Яланах тпе пултёр:
Яланах анне пултёр:
Яланах эп пулам!
Ертсе пыракансем%
Сывлёхлё: телейл. пулёр: аннем.рсем!
Эпир сире пит. юрататпёр!
6
Анне — пирĕн телей
(литературăпа
музыка композицийĕ).
Шкулсенче тĕрлĕрен уявсем иртересси йăлана кĕнĕ.
Вĕсене кашни çын хăйне евĕрлĕ йĕркелеме пултарать.Хамăр сценарие эпир
8-9-мĕш классемпе ирттерме пăхнă.
Уява хатĕрленме малтанах тытăнмалла: ертсе
пыракансене, хутшăнакансене палăртмалла, литературăпа музыка композицийĕн
текстне ачасене пайласа памалла. Уяв умĕн кашни класрах калаçусем йĕркелесен
аван. Шкулти курăмлă вырăна мероприятии пуласси çинчен пĕлтерÿ çакмалла.
Пирĕн шкулта кашни çулах аннесене халалланă
стена хаçачĕсен конкурсне йĕркелеççĕ. Унта пурте хаваспах хутшăнаççĕ.
Уяв иртекен зала ятарласа илемлетнĕ.Сцена çинче плакат:
«Анне – ăшă кулă! Анне – çутă тĕнче! Анне – пирĕн телей!». Композицире
Г.Маркиянов, А.Никитин, Н.Григорьев, Ю.Шепилов, Е.Федоров композиторсем
А.Гордеев, Р.Сарпи, В.Урдаш, З.Михайлова, П.Çăлкуç сăввисем тăрăх çырнă
юрă-кĕвĕпе усă курнă.
Аннесене хисеплемелли çинчен аса илтересси,
вĕсене юратма, упрама вĕрентесси, вĕренекенсен пултаруллăхне тĕрлĕ енлĕ
аталантарасси – литературăпа музыка композицийĕн тĕп тĕллевĕ.
Залра «Анне сăнарĕ» юрă янăрать. (Сăвви
А.Гордеевăн, Кĕвви Г.Маркияновăн). Сцена çинче ертсе пыракансем тухаççĕ. Вĕсем
ятарласа çĕленĕ чăваш тумне тăхăннă.
1-мĕш ертсе пыракан: Ырă кун
пултăр, хисеплĕ юлташсем!
2-мĕш ертсе пыракан: Ырă кун.
Мартăн 8-мĕшĕ – хĕрарăмсен уявĕ. Ирĕк парсамăр
сире çак
çурхи уяв ячĕпе саламлама. Аннесен кунĕ ячĕпе
пурне те
хаваслă кулă, ырă кăмăл, пысăк телей тата юрату
сунатпăр.
1-мĕш ертсе пыракан: Анне… Кашни
çыншăн мĕн тери хаклă çын! Анне вăл- чи
хитри, чи
илемли, чи çепĕççи, чи маттури тĕнчере.
2-мĕш ертсе пыракан:
Анне… Çак тăватă сас паллире ырă та лайăх туйăм пытанса
тăрать. Мĕн чухлĕ юрă, сăвă, калав
хывнă-çырнă аннесем
çинчен.
1-мĕш вулакан:
Савăнса кĕтсе илетпĕр
Аннесен уяв кунне.
Пирĕнтен илсемĕр тетпĕр
Парнине те саламне.
(Н.Ытарай.)
2-мĕш вулакан:
Аттем-аннем, сире телей сунатăп!
Çуратнăшăн, ÿстернĕшĕн – тавах!
Аттем – аннем, эсир ман ик çунатăм…
Ялан асра тăван кил-шур йăва.
(Р.Сарпи).
3-мĕш вулакан:
Çут çăлтăр витĕр курăнаççĕ
Эпир çÿрес çулсем-йĕрсем.
Пире чун варринче усраççĕ
Асран кайми аннемĕрсем.
(Ю.Сементер).
4-мĕш вулакан: «Ачам,
çынна сума сусан,
Эс
пархатар, хисеп куран,»-
Анне манна çапла ялан
Хулен лăпкатчĕ çурăмран.
(В.Давыдов-Анатри).
5-мĕш вулакан:
Тăван аннене суйламаççĕ
Суйлас пулсан та ăна,
Эп
илĕттĕмччĕ суйласа,
Тăван аннеçĕм, сана!
(Р.Сарпи).
Юрă «Аннеçĕм»
(Сăвви Раиса Сарпин, кĕвви Анатолий Никитинăн).
1.
Чун тăвăнса, кÿтсе çитсессĕн,
Эп васкатăп, анне, сан патна.
Çут тĕнчере эсĕ маншăн чи хакли,
Хăват парса тăратăн манна.
Хушса
юрламалли:
Аннеçĕм, эсĕ маншăн чи
хакли.
Аннеçĕм, эсĕ маншăн чун
ăшши.
2.
Чĕрÿ çине пуçа хуратăп,
Эп йĕретĕп чунăм каниччен.
Аллусемпе эсĕ ăшшăн ачашлан,
Хăяймастăн ыйтма ман çинчен.
Хушса
юрламалли.
3.
Эс манна çуратнă пурăнма,
Телейпеле савăнăç курма.
Эс пилленĕ таса, çут хаваслăха
Манн упрасчĕ ĕмĕр-ĕмĕре.
Хушса
юрламалли.
1-мĕш ертсе пыракан:
«Анне! Çак ят чи çывăх, чи чаплă çĕр çинче. Пурăнать вăл
ĕмĕр сывă кашни çын чĕринче,» — çапла
çырнă А.Воробьев
поэт. Чăнах та, кам-ха манĕ тăван амăшне?
Никам та мар,
вăл-çке пире ачашласа ÿстернĕ, ăс панă.
2-мĕш ертсе пыракан:
Аннеçĕм! Мĕнле телей пирĕншĕн тĕнчере эсĕ пурри.Сансăр
хĕвел
те ăшăтмасть, уйăх та çутатмасть, чечек те çеçке
çурмасть.
6-мĕш вулакан: Çуркуннепе анне
сăнарĕ
Мана пĕр евĕр
туйăнать.
Теллей сунса,
аннемĕр мар-и
Çурхи кун пек пире
лăпкать.
Çут хĕвелпе анне
сăнарĕ
Мана пĕр евĕр
туйăнать.
Ытарайми аннемĕр мар-и
Пире вăй – хал парса
тăрать.
Çĕр – шывпала анне
сăнарĕ
Мана пĕр евĕр
туйăнать.
Çĕр – шывăмăр пек
аннемĕр мар-и
Пире вăй –хал парса
тăрать.
(П.Афанасьев).
7-мĕш вулакан:
Атте-анне юратнă пек
Пире никам та
юратман.
Атте-анне юратнипе
Эпир наста та хур
курман.
(В.Урташ).
1-мĕш ушкăн: Анне –
ăшă хĕвел!
2-мĕш ушкăн: Анне —
çутă тĕнче!
Пурте: Анне – пирĕн телей!
«Тавах, аннем» юрă янăрать(сăвви
В.Урдашăн, кĕвви Н.Григорьевăн).
1.
Тавах, аннем, çуратнăшăн,
Юрла-юрла
сиктернĕшĕн,
Лăпканăшăн,
юратнăшăн,
Чĕкеç
чĕлхи пилленĕшĕн.
2.
Тавах, аннем, çуратнăшăн,
Ятла-ятла
вĕрентнĕшĕн,
Ятланăшăн,
юратнăшăн,
Шăпчăк
юрри пилленĕшĕн.
3.
Тавах, аннем, çуратнăшăн,
Салху
чухне хĕрхеннĕшĕн,
Хĕрхеннĕшĕн, юратнăшăн,
Чечек
сăнне пилленĕшĕн.
4.
Тавах, аннем, çуратнăшăн,
Мăшăр
çунат ÿстернĕшĕн,
Ўстернĕшĕн,
юратнăшăн,
Сÿнми
телей пилленĕшĕн.
1-мĕш ертсе пыракан: Пирĕн
аннесем тĕрлĕ вырăнта ĕçлеççĕ. Вĕсем –учительсем ,
колхозниксем , инженерсем , врачсем, рабочисем.
2-мĕш ертсе пыракан: Ĕмĕр-ĕмĕр
парăмра эпир аннесен умĕнче. Вăрçă çулăмĕ витĕр
çĕнтерÿпе
тухнă вĕсем. Тылра ырми-канми ĕçленĕ.
1-мĕш вулакан: Тăван анне, эс
мар-и маншăн
Çÿреттĕн шăппăн
ирхине.
Хăвпа пĕрле питех
хавассăн
Илсе тухаттăн ĕç
патне.
(С. Ильин).
2-мĕш вулакан: Юратнă аннесен мĕн
чухлĕ юхнă
Куçĕсенчен вĕри
куççÿль,
Çапах та
çирĕпленнĕ, тÿснĕ, чăтнă,
Тÿсеймĕ ун чухлех
нимле вутчуль.
(В.
Тимаков).
3-мĕш вулакан: Ун пек хисеплĕ,
ырă ят
Пулман та, пулмĕ
тĕнчере.
Вăл маншăн тăванран
тăван,
Ялан вăл манăн
чĕрере.
(А.Каттай).
5-мĕш вулакан: Аннем чĕри тапать
манн кăкăрта,
Тасалăхĕ ун-ăшă
кăмăлта,
Эп саврăм унпала
этемлĕхе,-
Мухтав сана, анне,
ĕмĕрлĕхе!
(Энтип Ваççи).
6-мĕш вулакан: Чи хакли кам
тĕнчере?
Пурте: Вăл — анне!
7-мĕш вулакан: Вăл упранĕ чĕрере
Пурте: Ĕмĕрех.
Юрă«Пурнăç лайăх аннесем пулсан»
(Сăвви Зинаида
Михайлован, кĕвви Юрий Шепиловăн).
Хаклăран та хаклă эс, аннеçĕм,
Халĕ эп инçе-инçе санран.
Тунсăхлать, çунать вĕри
чĕремçĕм,
Куçа-куçăн тĕл пуласчĕ ман.
Юнашар ялан манпа
тăратăн,
Куç умнее тухать
йăваш куллу.
Ырлăх-сывлăх та
телей сунатăн,
Асăмрах тăрать сан
çут сăну.
Çырупа çеç çыхăну тытатăп –
Çепĕç сăмахсем чĕре туллии.
Пурнăçра хăват парса тăратăн –
Нимĕн те шел мар хĕрÿ валли.
Тусăмсем! Ах мĕн
сире калатăп:
Аннĕре ан манăр
нихăçан.
Юратма та упрпма
ыйтатăп:
Пурнăç лайăх
аннесем пулсан!
1-мĕш ертсе пыракан: Анне… Чи ăшă
сăмахсем те, чи хаклă парнесем те çителĕксĕр
пулĕç
сана тав тума. Хăвăн вырăнта ÿтлентерсе кун çути
кăтартнăшăн,
чунна парса ÿстернĕшĕн ачусем сан умра ĕмĕр-ĕмĕр
парăмра.
2-мĕш ертсе пыракан: Анне вăл –
пирĕн телей. Аннесĕр çын мĕнле пуян пулсан та,
телейсĕр пулаймасть.Унăн ырă сăмахĕсене, ĕçĕсене, вĕрентĕвĕсене
эпир
нихăçан та манас çук.
1-мĕш вулакан: Атте те пур ман, йăмăк
та, аппа та,
Телейлĕ эп
тăванăмсем пур чух.
Пурне те пĕчĕк
чĕремре усратăп,
Санран хакли, аннем,
никам та çук.
(Н.Сандров).
6-мĕш вулакан: Анне алли ĕçчен те
ырă,
Ачаш та, ăшă та
çемçе.
Анне алли ÿстернĕ
тырă,
Пире вĕрентнĕ пур
ĕçе.
(А.Савельев-Сас).
7-мĕш вулакан: Юрататăп анне
куллине,
Ăшшăн-ăшшăн куçран
пăхнине.
Ыр сăмах, пил парса
суннине,
Тĕнчере чи хитри –
манн анне.
(В.Круглов).
8-мĕш вулакан: Мăнуксем паян
хавассăн
Выляççĕ сан чĕрçи
çинче.
Эс ху малашлăхна
курасшăн
Вĕсен хитре
куллисенче.
(а.Савельев-Сас).
1-мĕш ертсе пыракан: Ĕмĕр пурăн
эсĕ, аннеçĕм! Эсĕ манн çумра пулсассăн, манна
юратсассăн, телей сунатăн пулсассăн-эпĕ телейлĕ!
2-мĕш ертсе пыракан:
Упрар аннесене, ачасем! Вĕсенче пирĕн малашлăх, ытарайми
илемлĕ кун-çул! Анне пурри пирĕншĕн-
телей.
1-мĕш вулакан: Çăлтăр пек çутă
çыннăм- анне,
Çук санран лайăххи
тĕнчере.
Сывлăм пек таса чун
хавалне
Пурнăçра парнелетĕн
пире.
(В. Давыдов- Анатри).
2-мĕш вулакан: Хĕвел пек хĕрÿ
çыннăм — анне,
Çук санран çывăххи
тĕнчере.
Эс кÿретĕн кил-çурт
илемне,
Юратса ÿстеретĕн
пире.
(В. Давыдов- Анатри).
1-мĕш ушкăн: Ах, аннеçĕм – анне,
Пĕртен – пĕр эс, анне.
2-мĕш ушкăн: Яланах эс çĕклен
чĕрене,
Тайма пуçăм сана.
Пурте: Тавах, çуратнă аннемĕр, юратнă
анне!
«Аннеçĕм, ытарайми хĕвелĕм» юрă
янăрать.
(Сăвви Петĕр Çăлкуçăн,
кĕвви Евгений Федоровăн).
1. Аннеçĕм, ытарайми хĕвелĕм,
Кун-çул пиллерĕн эс мана.
Санпа чухне çеç эп телейлĕ,
Телейлĕ эс пуртан кăна.
2.
Кунсем пĕр чарăнми иртеççĕ,
Кĕскетнĕçемĕн ĕмĕре,
Аннеçĕм, кăмăллă аннеçĕм,
Ялан, ялан эс чĕрере.
3.
Таçти инçе çĕре çитсен те
Туйса тăратăн ăшшуна,
«Тайма пуçах сана, — теетĕн
Ăс панăшăн куллен мана.»
4.
Аннеçĕм, йăл кулан хĕвелĕм,
Пиллерĕн эс мана кун-çул,
Эс пуррипе çеç эп телейлĕ,
Эс çук пулсан телей те çук.
вверх