Комарова Наталия Витальевна,
учитель чувашского языка и литературы
МБОУ «СОШ № 14 »г. Новочебоксарск
Чувашская Республика
САЛТАКА ĂСАТНИ
Тĕллевĕ:
Авалтан аталанса пынă, ламран лама куçакан чăваш халăхĕн салтака ăсатни йăли-йĕркипе, юррисемпе, сунса каланă пил смахĕсемпе паллаштарни.
Задачисем:
-
Ĕлĕкхи саманари рекрутсен йывăр шăпине, вĕсен юррисенчи сăмахсен пĕлтерĕшне ачасен чĕри патне çитерни; салтакăн çĕршыв умĕнчи тивĕçĕ çинчен ăнлантарни.
-
Юрăсенчи сăмах пуянлăхне, сăнарлăхне туйма вĕрентни; пил сăмахăн ытарлăхне, тĕп шухăшне туйса илме пулăшни.
Кирлĕ хатĕрсем: пÿрт ăшчиккин баннерĕ, ĕлĕкхи савăт-сапа, чăваш апат-çимĕçĕ, чăваш тумтирĕ, çăпата, сĕтел-пуканĕ, пир ал шăллисем, пукане, хут купăс, кĕвĕ, ал ĕç хатĕрĕсем, салтак парни, пир- авăр.
Вылякансем:
Йăкăнат Кÿршĕ
Йăкăнат амăшĕ Ват çын
Йăкăнат ашшĕ Каччăсем
Марье, йăмăкĕ Хĕрсем
Элюк Танюк
Йăкăнат асламăшĕ Пĕчĕк арçын ача
Йăкăнат хреснамăшĕ Йăкăнат хреснашшĕ
1-мĕш хĕр арăм
2-мĕш хĕр арăм
3-мĕш хĕр арăм
Пÿрт ăш-чикĕ. Кил хуçи çăпата тăвать. Арăмĕ чăлха çыхать. Ывăлĕ пукан ăсталать. Хĕр ача пуканепе вылять.
Марье:
Нянине-папине,
Папине –нянине.
Çывăр, çывăр, лăпкă пул,
Ырă, ăшă тĕлĕк кур.
Нянине-папине,
Папине –нянине.
Пурнăç ырă! Савăн,кул.
Ÿссе çитсен паттăр пул!
Марье «Анне» юррăн 1 куплетне юрлать. Амăшĕ хĕрĕпе киленсе ларать
Пÿрте ача чупса кĕрет.
Ача(хашкаса): Йăкăнат пичче, сана ыран салтака кайма вулăсрисем хут парса янă. Ирех çитме хушнă.(чупса тухса каять)
Амăшĕ: Ах, ывăлăм, каймах тивет пуль çав (Йĕрет, куçне саппун вĕçĕпе шăлкалать). Хветĕрсем, ав, пирĕн пек чухăн мар та, укçа парса ывăлне салтака илсе каясран хăтарса хăварчĕç.
Ашшĕ: Эс, карчăк, ан йĕр-ха, ывăла валли кутамка хатĕрле. (Ывăлне пырса çурăмран лăпкать) Çынсем кайнине каймаллах ĕнтĕ, пирĕн шăпи çавнашкал. Эп хам та салтакра пулнă. Салтакра пулнă çын халăхра хисепре.
Марье ашшĕне ыталаса илет: Эпĕ мĕнле пиччесĕр пулăп, атте.
Йăкăнат: Эпĕ юлташсем патне каям-ха, вĕсене хыпарлам-ха. Хреснаттепе хреснанне патне кĕрсе тухăп. Вĕсене кайса чĕнĕп.
Ашшĕ: Каях ывăлăм, каях.
Амăшĕ: Ялĕпех çаврăн, пурне те чĕнсе тух.
Ашшĕ хĕрне йăпатса: Ан кулян, Марье пурнăпăр мĕнле те пулин.
Амăшĕ: Эх, манас марччĕ. Сĕтел çи валли мĕн те пулин хатĕрлес пулать. Эс, Марье кÿршĕсем патне чуп-ха. Лисук инкене кайса чĕн.
II курăм
Сцена, пÿртре. Амăшă сĕтел çине апат-çимĕç хатĕрлет. Ашшĕ сăра илсе кĕрет. Пускилсем, тăванĕсем килеçĕĕ, кучченеçсене сĕтел çине лартаççĕ.
Амăшĕ: Часах хăнасем те килсе çитеççĕ пуль. Сĕтел çине тата мĕн лартма мантăм-ши? Пурте-пур пек-ха.
— Пирĕн килес. Чăкăта ăçта лартмалла-ши?
— Кукăль илсе килтĕм. Касса лартмалла-и?
-Эпир килтĕмĕр.
Килнĕ хăнасем сак çине лараççĕ, пĕр-пĕринпе калаçма пуçлаççĕ
Ашшĕ: Лисук. кÿршĕ пек пулса кил картинчи хăнасене сăра тухса ĕçтер-ха. (Пĕри сăра ĕçтерме зала анса каять)
-Мĕн шăпăрт ларатпăр, Танюк, юрла-ха.( Таня юрă юрлать.)
-Эх, маттур — та, çак Танюк.
-Сасси мĕне тăрать.
Салтак кĕвви хытăрах та хытăрах илтĕнет. Çав вăхăтра ача чупса кĕрсе кăшкăрать:
-Килеççĕ! Салтак ачисем килеççĕ! Марье! Пиччÿ çитрĕ!
Пĕри, сцена хыçĕнчен: шăнкăрав сасси
—Тр-р-р! Çитрĕмĕр.
Каччăсем пилĕкрен тытăнса юрласа кĕреççĕ, татах тепĕр çаврăм юрласа сцена тăрăх утса çÿреççĕ. Вĕсен умĕнче пĕчĕк ача чупкалать, каччăсене пăхса вĕсем хыççăн тутăра вашкăртма пуçларĕ. Хĕрсем чупса пырса Йăкăната парнесем парнелеççĕ.)
Ӑмӑрт-кайӑк вӗҫет, ай, малалла
Ҫунаттипе, ах суллать вӑл каялла.
Каяссӑмах килет ҫав тӑван ҫӗре
Ирӗксӗрех тӑрас пулать ҫакӑнта.
Вӗҫ-вӗҫ, кайӑк, вӗҫех ӑмӑрт-кайӑк
Чăваш çĕрне, ай, пĕрех те çитиччен.
Эп халь кунта тăратăп, ай, хесметре
Атте-анне, ах, йĕрет çав килĕмте.
Атте-анне, ах, йĕрет пуль çав килĕмте.
Тăван ялăн урамĕ, аслă урам
Ик айккипе те, ах, сар çеçке сарăлнă.
Хамăр касăн хĕрĕсем, сарă хĕрсем
Манпа калаçайманшăн та макăраç
Тăван килĕм чĕнет: «кил кил»—тесе
Ах, Тур çырлах та, ямаççĕ çав киле
Эпир вăрçă вăрçатпăр, ай, ют çĕрте
Пĕтĕм тăван кĕтет пуль çав ял çинче.
Пĕр каччă: Каччăсем, Йăкăнат, айтăр-ха, пÿрте кĕриччен хĕрсемпе ташласа илер. Эх!
Каччăсем ташă пуçлаççĕ. Хĕрсем те хутшăнаçăĕ. Кил хуçи , юрласа ташланă хыççăн:
Ашшĕ: Ну, ачамсем, ларса турра чыслас пулĕ. Униче карти çирĕп пулсан ял – йыш лайăх. Ку пирĕнтен тухнă йăла мар. Кĕрĕр, сĕтел хушшине ларăр. Сĕтел тавра вырнаçăр. Иртĕр, иртĕр кĕрекене. (Салтак ачине) Эсĕ турă кĕтессине лар-ха.
Кÿршĕ сĕтел хушшинче ларакансене сăра ĕçтерет. Салтака каякана сăра курки панă чух: Туллипе кайса туллипе çÿремелле пултăр, çакăн пек тулли çĕре кайса кĕмелле пултăр, —тесе курка тыттарать.
Хреснашшĕ: Эс, Илентей мучи, чи ватти пек пулса сăмах кала-ха
Илентей мучи: Эп ватă ĕнтĕ, тăн та ĕлĕкхи пек мар. Калас тенĕ сăмаха калам-ха, эппин.
Эй, пĕсмелле, çын çуратса çын ÿстертĕмĕр.Ÿснĕ çынна çын шутне кĕртсе сан аллуна паратпăр.
Çак Йăкăнатăн пуласлăхне сыхла, ăна сывлăх пар, унăн пуласлăхне сыхласа упра. Ашшĕ ватă, амăшĕ ватă. Йывăç хăрмасăр пулмасть, Çын вилмесĕр пулмасть. Ашшĕ-амăшĕн шăтăкне пуçласа таптама çирĕп сывлăхлă çавăрса кил.
Çак Йăкăнат каяс çулĕ пыл пултăр, каялла килме çу çулĕ пултăр. Униче карти çирĕп пултăр, лару-тăру лăпкă пултăр.- тесе пуç çапса сăра ĕçет.
Йăкăнат: Тавах сире мучи.
Асламăшĕ сăмах калать.
Эпĕ асламăшĕ пулса пил сăмахне калатăп.
Паянтан сана хамăртан уйăратпăр,
Турă панă шăпаран тарса хăтăлас çук,
Турă панă шăпаран пытанса юлас çук.
Çÿлти турă ырлăх парать, çĕрти-çĕр сыхлать.
Кутамка тени тулли пултăр,
Кутамка тени çирĕп пултăр,
Хырăм выççи ют пултăр,
Ларас вырăн типĕ пултăр,
Каяс çулу çу пултăр,
Утас вырăн çатма пултăр.
Ырă кăмăлпа, ырă туйăмпа
Каяс çулу пыл пултăр.
Ватă аçу – аннÿна
Чыспа пытарма тур çавăртăр.
Тăшман кулли ан пул,
Вăй çук тесе намăса ан юл.
Улăп вăйне кăтарт,
Çут тĕнчерен тăшмана çухат.
Пурте: Çапла пултăр.
Хĕрарăм: Ваттисен пилĕ çитет теççĕ.
Асламăшĕ: Халĕ çăкăр пуçлама та вăхăт. Эй, Турă, Йăкăната ырлăх-сывлăх пар, кун-çуллă ту, ăраскаллă-тĕветлĕ ту. Ах, мăнукăм, тыт-ха кăкăру çумне аннÿ пĕçернĕ çавра та ăшă, сипетле те çемçе, тĕнче тытан çавра çăкăра. Кас. (Çăкăра хрес хурса Йăкăната парать. Лешĕ çăкăра кăкри çумне тытса касать.)
-Çăкăр пуçларăм, пуçланă çăкăра çиме кил, Турăçăм, —тесе касать.
-Çавăн пек пултăр, —теççĕ ыттисем.
1-мĕш хĕрарăм: Çăкăр сăмсине салтак ачине çитермеççĕ, ăна пуçтарса хураççĕ. Салтак ачине çăкăра каялла таврăнса апат çитерме, çăкăр касма килтĕр тесе кастараççĕ. Çăкăр сăмсине Йăкăнат тухса кайсан, хампара маччаран çиппе тирсе кушак кайăк тивмелле мар çĕре çакăр.
2-мĕш хĕр арăм: Çăкăр çипрен тухса ан ÿктĕр, пирĕн салтак пуçне салтакра ан хутăр. Çакнă çăкăр сăмси Йăкăнат салтакран киличченех çакăнса тăтăр. Эсир Йăкăнат ячĕпе шăрттан тунă-и? Çăкăр сăмсипе юнашар çак шăрттана та çакар.
Марье: Мĕн тума кирлĕ тата вăл?
2-мĕш хĕр арăм: Йăкăнат салтакран таврăнсан пурте пĕрле çак шăрттана çийĕпĕр. Шăрттанĕ пăсăлсан вара инкеке теççĕ.
3-мĕш хĕр арăм: Эй, тем те пĕр калаçса ан лар-ха.
2-мĕш хĕр арăм: Эп ваттисем каланине çеç калатăп-çке. Хам шухăшласа тупман вĕт.
3-мĕш хĕр арăм: Айтăр-ха, ашшĕпе- амăшне сăмах парăпăр. Пурте ура çине тăраççĕ.
Амăшĕ: Мĕн калас–ха ывăлăм! Кăкăр сăчĕ парса çирĕм икĕ çула çитертĕмĕр. Аçу ырлăхĕпе ята кĕтĕн, аннÿ ырлăхĕпе ĕçре пултăн. Эпĕ ятланă пуль — каçар. Аçу çăпата пушăчĕпе юнанă пуль — каçар. Аçу-аннÿне усалпа ан асăн. Аçу-аннÿ ырă тума ыйăхсăр каçсем ирттернĕ. Çăтас çăкăра кăларса сана хыптарнă. Паян сана хамăртан уйăрма тиветех. Турă панă шăпамăртан хăтăлаяс çук. Пÿлĕх çырнă ăраскалăмăртан пытанса юлас çук. Сĕт çулĕпе тухса кайса, çу çулĕпе килсе кĕр. Пурнăçун кун-çулĕ сурпан пек вăрăм пултăр. Пехил, пехил, пехил. (Йĕрет.)
Ашшĕ: Эй, ачам! Çукрах пурнăçпа сире ÿстертĕм. Ял тăрăх ыйткалама ямарăм. Çирĕм иккĕре аçу, аннÿ çăкăрĕнчен уйрăлса, ырантан патшалăх çăкăрне çиме куçан. Аçу, аннÿ тумтирне хывса патшалăх тумтирне тăхăнăн. Аçу çăпатине хывса патшалăх сăран аттине çĕтме тытăнăн. Ырантан эсĕ патшалăх ывăлĕ шутланăн. Пирĕн йăха, яла намăс ан кăтарт. Мана, аннÿне ан ман, ял – йыша асран ан кăлар, тăван-пĕлĕшне умра, асра тыт. Патшаран ырлăх пултăр, самани лăпкă тăтăр, турăран сиплĕх пултăр. Эй, Çÿлти Турă! Пирĕн ывăлăмăра инкек-синкекрен сыхла, упра.
Ман пиллĕм çак пултăр. Манăн, аннÿн тăприне таптама килмелле пултăр. Пилрен пил, пехил.
Тăванĕсем, пускилсем:Çапла пултăр
1-мĕш хĕр арăм: Хырăм выççи ют пултăр, çăкăр-тăвар ялан умра пултăр.
-
мĕш каччă: Лайăх кайса, лайăх килмелле пултăр.
3-мĕш хĕр арăм: Мĕнле кайнă, çавăн пек килмелле пултăр.
2-мĕш хĕр арăм: Кайнă çĕрте çак сĕтел çинчи пек çăкăр — тăвар çителĕклĕ пултăр.
1-мĕш хĕр арăм: Улăп паттăр вăйна кăтарт.
Хреснашшĕ: Йăкăнат, халĕ аçу-аннÿн кĕрекинчен тухма вăхăт ĕнтĕ. Тухиччен аçу-аннÿн ăшă та тутă тытакан тата вăй- хăват кÿрекен сĕтелĕ тавра хĕвеле майлă виççĕ çаврăнса тух. Юлашкинчен уйрăлу сăмахĕ калама ан ман вара.
Каччă сĕтел тавра 3 хутчен çаврăнать, унтан сăмахне калать.
Йăкăнат: Салтак пулман-нуша курман, çара кайман – арçын пулман теççĕ… Аттеçĕм-аннеçĕм… Сирĕнтен уйрăлас вăхăт çитрĕ. Тавах сире, мана ăса вĕрентнĕшĕн, кирлĕ вăхăтра çирĕп ыйтнăшăн, ĕçе хăнăхтарнăшăн, куллен ырă пурăнма пехилленĕшĕн. Ман сире ÿкĕнес кăмăл пĕртте çук. Каялла ырă- сывă таврăнса çитме Турă пулăштăрах мана. Чипер пурăнăр!
Салтак ачи ашшĕпе амăшĕ умне чĕркуçленсе ларать, урисене тытать. Ашшĕпе амăшĕ сылтăм аллисене ывăлĕн пуçĕ çине хураççĕ. Унтан каччă ура çине тăрать.
Йăкăнат: Йăмăкăм, эс те кил кунта. Чипер хĕр пулса ÿс. Аллунтан ĕç ан ÿкер. Кайри ан пул. Чысна упра. Лайăх каччă тĕлне пул. (Мачча кашти çити çĕклет.)
Хреснашшĕ: Ывăлăм, пÿртрен тухнă чухне те, кил хушшинчен урамалла тухнă чухне те, алăк – хапха урати урлă малтан сылтăм урупа ярса пус. Ан ман çакна, çапла ту. Вăл ырра пĕлтерет.
Йăкăнат: Юрĕ, хреснатте.
Салтак ачисем юрласа картишне тухса каяççĕ, зала анаççĕ.
Кил картинче. Йăкăнат Элюк патне пырать, аллинчен тытать.
Йăкăнат: Элюк, лайăх юл ĕнтĕ, мана манса ан кай. Кĕтсех тăр эп таврăнасса.
Элюк: Йăкăнат тусăм, ан пăшăрхан, чипер çаврăнса килмелле пултăр. Çыру çырсах тăрăп. Ак сана инçетре мана аса илме, пĕчĕк парне. Вăл сана питĕ кĕтсе тăнине систерсе-пĕлтерсе тăрĕ.
Йăкăнат:Тавтапуç, Элюк.(Хĕре ыталаса илет, Элюк йĕрет.)
Хреснамăшĕ: Йăкăнат, ывăлăм, каялла çаврăнса килейĕн-ши?(Йĕрет)
Йăкăнат: Ан йĕр-ха, хреснанне. Тен, чиперех каялла тавăнăп. Турă кăна ан пăрахтăр, çиес çăкăрăм килех çавăрса килтĕр, çуралнă çĕр-шыва татах курам.
Хреснашшĕ: Ывăлăм, ашăм юпи-кĕтнеççи тавра хĕвеле май виççĕ çаврăнса кил, тăван çĕрпе сыв пулашнă май пĕр çăвар хура çĕр илсе хып. Ан ман,аçу-аннÿ çĕрне, унăн çăкăр-тăварне…
Хреснамăшĕ: Марье, пиччÿ ури йĕррисене ял хапхинчен тухичченех пусса йĕрлесе пыр. Тек çак килтен рекрут-салтак ан тухтăр ĕнтĕ. (Йĕрет)
Марье: Юрĕ, Наçтук аппа, çавăн пек тăвăп.
Хреснашшĕ: Çул курки тытса пар-ха, Йăкăнат. ( Курка тĕпне пĕр кĕмĕл укçа ярса парать.) Çак кĕмĕл укçа сан каяс – килес çулна çутатса тăтăр.
Йăкăнат: Ял-йыш, пускил, тăвансем! Чунтан юратнă атте-анне! Йăмăкăм! Элюк! Сывă пулăр!
Йăкăнат сăрине ĕçет те куркине пуç урлă ывăтать, курка çĕмĕрĕлет. Укçи ăмăрт кайăклă енне çаврăнса ÿкет.
1-мĕш хĕр: Курка çĕмĕрĕлчĕ. Чиперех таврăнать.
2-мĕш хĕр арăм: Укçи те ăмăрт кайăк еннеле çаврăнса ÿкрĕ. Ырра.
2-мĕш каччă: Лайăхах çаврăнса килет.
Йăкăнат салтак ачисемпе юрласа тухса каять.. Ял-йыш ăсатса ярать. Ял халăхĕ:
-Çитнĕ çĕрте ырă курмалла пултăр!
-Каялла тĕрĕс – тĕкел çаврăнса таврăнмалла пултăр!
Усă курнă литература:
Э.И. Патмар. Чăваш халăх календарĕ.- Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд.-ви.1995.
Э.И. Патмар, И.А. Патмар. Чăваш салтакĕ.- Ш.: «Çĕнĕ вăхăт», 2012
И.А. Патмар. Кукаçин пурнăç кĕнеки. Канаш.1994
Халăх йăли-пурнĕç йĕрки. Сценарисем. I пай. Шупашкар, 2003.
Культура родного края. Часть 1: Учебное пособие/ В.П. Иванов, Г.Б. Матвеев, Н.И. Егоров и др. – Чебоксары: Чув кн. изд-во, 1994
Чăваш халăх сăмахлăхĕ. 6 том. Юрăсем.-Шупашкар:Чăв. кĕн.изд.-ви.-1979
Салтак ӑсатни
Обряд проводов рекрута на службу
Хальхи пӑтранчӑк саманара ҫамрӑк ӑрӑва тěрěс утӑм ҫине тӑратасси ҫивěч тӑракан ыйту шутланать. Ҫак ěҫе пурнӑҫлама чӑваш халӑх юррисен ача-пача самахлӑхěн, йӑли-йěркисен вӑй-хӑвачě пулӑшать.
Салтак ӑсатни кашни ҫыншӑн хумхантаракан саманчě. Пулас салтак сума суса килнĕ тǎванĕсем умĕнче аслӑ тивĕҫне аван туйса салтак ятне чыслӑ тытма, юратнӑ Тǎван ҫĕршыва ҫирěп сыхлама сǎмах парать. Юлташ ачисем салтак юрри юрласа ǎна килĕнчен илсе тухаса каяҫҫě.
Тěллевсем. Чӑваш халӑхěн авалтан пынӑ йӑли-йěркисене упраса хӑварасси; ҫамрӑксене халӑхӑмарӑн чи илемлě, чи паха йěркисемпе усӑ курса пӑхса ӳстересси; салтак сӑвви-юррисем урлӑ ачасен кӑмӑл-туйӑмне ҫирěплетесси. (Сцена ҫинче амӑшěпе ашшě тата ывалě калаҫаҫҫě.)
Амӑшě. Ачамҫӑм, манӑн паттӑрӑм. Пире те черет ҫитрě. Кайсам, ачам, ял-йышсемпе сывпуллашса кил.
Ашшě. Ватӑ, чухӑн, тесе ан тӑр, пурин патне те кěрсе тух!
Амӑшě. Хӑшне-пěрне урӑх курма та тивмě, килес текенсене, киле чěн!
Ашшě. Ну, салтак амӑшě, сěтел пуҫтарар! (Сěтел пуҫтараҫҫě.)
Ашшě. Ну, амӑшě, килеҫҫě! Пирěн Мěтри кӑна мар, тата икě каччӑ каяҫҫě, тет. Пěрле пулсан аван-ха, вӑл! (Ачасем кěреҫҫě.)
Ашшě. Каян салтака сěтел хушшине чěнетпěр, эсир те, тӑвансем, иртěр, ларӑр, мěн пуррипе сӑйланӑр.
– Тавтапуҫ, апатран пысӑк пулас мар.
– Ҫамрӑк салтакӑн ҫулě такӑр пултӑр тесе укҫа-тенкě хурар!
– Тӑван киле таврӑнма та ҫулу ӳктěр!
– Хамӑр ӑрӑва ҫěклет, тӑшмансене ан парӑн!
– Аҫу-аннӳ пехилне асра тыт!
Амӑшě. Салтак пӑтти ҫитěнчě, тутанар, ҫиер. (Ӑсату юрри юрлаҫҫě.)
Пӑттисем пиҫнě, антарса лартнӑ,
Ҫиессиех килмест мěн тӑвас?
Лашисене кӳлнě, ҫавӑрса тӑратнӑ,
Каяссиех килмест, мěн тӑвас?
Эй, касаҫҫě Вӑрмансем, касаҫҫě
Кассан-кассан ларса та канаҫҫě.
Эй, каяҫҫě Салтаксем, эй, каяҫҫě
Кайсан-кайсан ларса та макраҫҫě.
Салтак. Тавах сире, тӑвансем, ентешěмěрсем.
Тавах атте-анне! Сирěн сӑнӑр ялан пулě ман чěрере!
Ан кулянӑр, хамӑр ӑру ятне кая ямӑп! (Салтак юрри янӑрать.)
А, ма та макран эс, атте,
Лаша та ыйтать тиятӑн-им?
А, ма та макран эс, анне,
Кěлет те ыйтать тиятӑн-им?
(Ашшě-амӑшě пехил сӑмахě калаҫҫě.)
Амӑшě. Ҫӑкӑртан асли ҫук, ачам, инҫетре, ютра ҫӳренě чух ҫӑкӑртан татӑлмалла ан пултӑр. Сана пиллесе пěҫернě ҫӑкӑра касатпӑр, ҫыртсам пěр ҫӑвар (ҫыртать).
– Ҫак ҫӑкӑр эсě таврӑниччен кěтсе тӑрě, тур умне кайса хурам. (Юлнӑ ҫӑкӑрне кутамккине хураҫҫě.)
– Алса-чӑлха хурар, супӑнь катӑкě яланах кирлě пулě.
Хěр. Тантӑшсем, ытла хурланар мар-ха. Каян-килен ҫулě такӑр пултӑр, тесе такмакласа, юрласа илер! (Юрлаҫҫě, ташлаҫҫě.) Ӑсатаҫҫě!
– Юлташсем, ӑсатса ярар Мěтрие ҫӳлти хир таран!
Амӑшě. Ҫӳлти хире ҫитсен, ваттисене асӑнма ан манӑр!
Салтак. Юратнӑ тусӑма-хураҫкана сӑйласа хӑварам!
– Кил-хуҫалӑха лайӑх сыхла. (Юрлаҫҫě.)
Атте, тесе, ай, кайрам та.
Килех, ывӑлӑм, ай, темерě,
Чун хурланчě, макӑртӑм та.
Анне, тесе, ай, кайрӑм та.
Килех, ывӑлӑм, ай, темерě,
Чун хурланчě, макартӑм та.
Савни, тесе, ай, кайрӑм та.
Килех, савни, ай, темерě,
Чун хурланчě, макӑртӑм та.
– Ҫӳлти хире ҫитрěмěр. Ĕмěрхи йӑлапа ваттисене асӑнар! (Икерчě ҫиеҫҫě.)
– Тӑван киле таврӑнма ҫул ӳкме пӑхӑр укҫасем пӑрахар!
– Микулай йысна, кайрě пирěн паттӑр.
– Чей ěҫер те саланар! Ыран ěҫе каймалла!
– Салтак ěҫě хěсметре тӑма, пирěн ěҫ – ҫӑкӑр-тӑвар тупма! (Юралса тухса каяҫҫě.)
Пит хитре-ҫке пилеш те, пӑхма хитре!
Ҫиме те тӑрсан, ай, йӳҫě-ҫке!
Пит хитре-ҫке салтакӑн ячě, хитре
Кайма та тӑрсан, ай, пит йывӑр!
Е.Н. ГРИГОРЬЕВА,
учитель чувашского языка и литературы школы с. Старосеменкино
Белебеевского района
Муниципальное бюджетное
образовательное учреждение
Средняя
общеобразовательная школа с.Степановка
Аургазинский
район
Научно-исследовательская
работа на тему:
« Салтака ăсатни»
( «Проводы в армию»)
Выполнил ученик 8 класса
МБОУ
СОШ с.Степановка
Артемьев Вадим
Научный
руководитель
Учитель чувашского языка и
литературы
А.П. Артемьева
Степановка-2016
Кÿртĕм
Чăваш несĕлĕсем епле кĕрнеклĕ,
Юман тымарĕ мĕн тери тĕреклĕ,
Пĕвÿпеле эс çавăн пек пулсам,
Ачам.
Ю.Сементер.
Çапла
çирĕп те кĕрнеклĕ пулма сунать кашни ашшĕ-амăшĕ хăй ачине. Çапла тĕреклĕ те
сывлăхлă пулма тăрăшать кашни ача. Çирĕп те сывă ачасем – çĕр-шыв тĕрекĕ,
çĕр-шыв малашлăхĕ. Çирĕп те сывă ачасем салтака каяççĕ, çĕр-шыва тăшманран
хÿтĕлеççĕ. Вĕсем çĕр-шыва тытса тăраççĕ.
Манăн
ĕçĕн тĕллевĕ: Чакăллă тата Юламан ялĕсенчи çамрăксене салтака ăсатас
йăла-йĕркене тĕпчесси, салтака ăсатас йăла-йĕркене упраса хăварасси.
Ĕçĕн
задачисем: Интернетри, литературăри тата вырăнти материалпа паллашса
тĕрлĕ вырăнта салтака мĕнле ăсатнине пĕлесси, танлаштарасси; хамăр ял тата
Юламан ялĕнчи йăлине хак парасси; анкета ыйтавĕсене хуравлани тăрăх ял
халăхĕшĕн çак йăла мĕнле пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртасси.
Ĕçĕн
эксперимент пайĕ: Чакăллă тата Юламан ялĕсенчи çыннисемпе
тата шкул ачисемпе анкета ирттересси, интервью илесси.
Тĕпчев объекчĕ: Чакăллă тата Юламан ялĕсенчи йăли-йĕрки
Ĕçĕн мелĕсемпе меслечĕсем: тĕрлĕ источниксенче салтака ăсатнин йăли
çинчен çырса кăтартнине тупса вуласси, танлаштарасси; ял çыннисемпе тĕл пулса
калаçасси.
Хальхи
вăхăтра халăх йăли-йĕркине упраса хăварасси актуаллă ыйтусенчен пĕри пулса
тăрать.
Кашни салтака каякана ял йăлисене пăхăнса ăсатма тăрăшаççĕ. Ывăлĕ салтак ятне
илтсен ашшĕ-амăшĕ кÿршĕсенчен, ялти ватăрах çынсенчен, ывăлĕсене салтака
ăсатнисенчен хăçан мĕн тумаллине ыйтса пĕлет. Çапла ăруран ăрăва тăсса пыраççĕ
салтака ăсатас йăлана. Çавăнпа вăл манăçа тухмасть.
Халиччен пирĕн ялта мĕнле йăласемпе салтака ăсатни çинчен пичетленнĕ ĕç пулман.
Хăш чух вара салтак ачисемшĕн йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ: мĕн тумалла, мĕнле
юрăсем юрламалла? Эпĕ çак йăлана тĕпчесе ун çичен çырнă хыççăн, салтак юррисене
пĕр çĕре пухса çырнă хыççăн салтака каякансене те, ашшĕ-амăшне те çăмăлрах пулĕ
тесе шутлатăп. Салтак юррисене эпĕ пичетлесе, файл ăшне чиксе салтак тутрин
çыххине çыхас тетĕп: салтака каякансем те, ăсатакансем те вĕсене вуласа тухчăр,
вĕренччĕр. Хамăн ĕçĕн актуаллăхĕ çакăнта тесе шухăшлатăп. Эпĕ ял çыннисене,
салтака каякансене пулăшасшăн. Çамрăксен салтака каяс, çĕр-шыва хÿтĕлес туйăмне
аталантарасшăн.
Маларахри вăхăтра салтак юррисене пурте пĕлнĕ, вĕсем манăçа тухман, мĕншĕн
тесен ялтан салтака каякансем нумай пулнă, вĕсене час-часах юрланă. Халĕ вара
салтака сахалрах ача каять, çавăнпа юррисене час-час юрламаççĕ, вĕсем манăçа
тухаççĕ, вĕсене пĕлекенсем те çукпа пĕрех.
Cыпăк I.
Рекрута ăсатни.
Çĕнĕ килнĕ
салтаксене Петр I вăхăтĕнче рекрут
тенĕ. Вăл вăхăтра салтаксем 25 çул çар арминче тăнă.(1793-1834çç.)
Н.И.Ашмаринăн 17 томлă Чăваш сăмахĕсен
кĕнекинче ( Словарь чувашского языка ) салтак пирки питĕ анлăн çырса кăтартнă :
« Салтака лекекен ачасем куçне çыхса хапхаран тухаççĕ» е « Салтака мĕне тухса
кайнă чухне каякан çынни çăкăр сăмси касса илет те , çурмараран уйăрать.
Çуррине çисе ярать, çуррине амăшне парать. Амăшĕ тата каякан ачи кăссиничен
вăрттăн укçа кăларса илет. Вара çав çăкăр сăмси юлашкине, ачи кайсассăн, кĕлете
çип çине çакса ярать.Çăкăрĕ çине хăй вăрттăн кăларса илнĕ укçана хурать. Вара
кайнă ачи чирлесессĕн, çав укçа хуралса тăрать, чирлемесессĕн-çуттипех выртать
, тет. Ачи вилсессĕн , çав çине çакнă çăкăр сăмсипе укçа хытă сулланма
тапратаççĕ, тет». Тата çакăн пек хыпар тупрăм : « … манăн атте николаевский
салтак пулнă. Вăл салтакра вунпилĕк çул пурăннă…»( 1834-14-15 çул). Эппин ,
кашни патша вăхăтĕнче çарта тăрасси тĕрлĕрен пулнă.
Тĕслĕхрен, Александр II
патша ( 1855-1872çç.) вăхăтĕнче çарта тăрасси 12, 10, 7 çул пулнă. 1831 çултан
пуçласа ялсенчен 1000 çынран 5-7 сывă , таса, çÿллĕшĕ- 155 см-тан пĕчĕккĕ
пулман çынсене рекрута илнĕ. Ялсенчен 3-4 арçын кăна салатака илĕннĕ. Çавăнпа
вĕсем салтакран таврăнсан вĕсен ячĕсем çумне салтак сăмах хушса каланă.(
Иван-салтак, Якур-салтак).
Çамрăксем 12 е 10, 7 çула каякан салтака
ташласа , юрласа , савăнса ăсатма тăрăшнă. Çĕрĕпех вайă каçĕ ирттернĕ , ир енне
пĕтĕм çамрăк , ял-йыш салтак ăсаннă пÿртре пуçтарăннă , вĕсене сĕтел хушшине
лартса хăналанă. Хăнасем килнĕ çĕре килтисем салтака икĕ хул пуççи урлă
алшăллисем çыхса янă. Тăванĕсем, ытти çынсем хурлăхлă салтак юррисене юрланă:
Хура чĕкеç килет ай юр кайсан,
Эпĕ килес çук пĕр кайсан.
Сĕтел хушшинчен тухсан такмаксем юрласа
ташланă.
Амăшĕ, аппăшĕ- йăмăкĕсем , хресне амăшĕ
салтак валли кутамкка пуçтарнă: аппăшĕ е йăмăкĕ салтак ури ан шăнтăр тесе
, асăнса тăхăнтăр тесе хăйсем çыхнă ăшă çăм нуски панă, хресне амăшĕ хресне
ывăлне валли çул çинче çимешкĕн шурă çăнăхран кулач пĕçерсе типĕтсе сухари туса
парса янă, амăшĕ вара вунă çул какай çисе кураймĕ тесе ывăлне валли тин пуснă
сурăх ашĕнчен шăрттан хатĕрлесе панă.
Унтан вара салтак ашшĕпе амăш умне
чĕркуççи çине ларнă, ăна пиллесе çакăн пек сăмахсем каланă : «Ывăлăм !
Сана паян салтака ăсататпăр. Вунă çул сансăр пурăнма пире пит йывăр пулĕ! Мĕн
тăван ! Патши çапла хушать, патшана сыхлама салтаксем кирлĕ. Ывăлăм! Лайăх
çÿре! Ырă-сывă киле таврăнмалла пултăр ! Салтакра çирĕп пул. Хăвăнтан аслисене
итле. Лайăх çул сана». « Эй, иккĕмĕш Александр патша! Ма илет-ши çакăн пек
çамрăксене! Вĕсен çамрăк ĕмерĕ патшана сыхласа иртет. Ма пур-ши çак çут тĕнчере
вăрçă тени? Вунă çула каять ывăлăм. Халĕ эсĕ çирĕмре. Ырă- сывă таврăннă çĕре
эсĕ вăтăрта пулатăн. Сывă пул, ывăлăм!». Ашшĕ ывăлĕ патне иккун илсе пынă,
ывăлĕ вара чуп тунă.
Хресне амăшĕ пехиллесе çапла каланă: «
Ырă çул пултăр сана. Ак манран сана çутă укçа, çак çутă укçа пек çулу çутă
пултăр! Ак сана алшăлли, мана асăнса çак алшăллипе шăлăн», хĕрес хывса ăсатнă.
Ытти ăсатма килнĕ хăнасем те алшăллипе укçа панă.
Çамрăксем
килтен тухичченех юрла пуçланă:
Улăха
та тухрăм та утă çултăм-
Килĕшет-и
пирĕн сулăнни.
Юрă,ах,
та пуçласа юр юрларăм-
Килĕшет-и
пирĕн юрлани.
Ма тухать-ши вăйлă çил , ма тухать-ши
Ма тухать-ши ку вăрçă, ма тухать-ши
Пирĕн çамрăк чунсене макăртса.
…И
каятпăр , тăвансем, и каятпăр
Кайăк хурсем кайнă еннелле.
Кайăк хурсем каяççĕ те час килеççĕ
Эпир кайсан часах килес çук.
Йĕкĕт нумай çуллăха çар хесметне е хаяр
вăрçа тухса кайни кил-йышшăн пысăк хуйхă çитнине пĕлтернĕ.Çавăнпа салтака
чыслă, пысăк хисеп туса, тăванĕсем тăрăх ĕрет çÿретсе , пиллесе, калаçса
ăсатнă.
Ăсату кĕлли , пилĕ, юрри-сăмахĕ авлтан
килет. Кашни сăлтава пула вăл улшăнса пырать. Хĕсметре е вăрçăра пулнă ватăсем
хăйсен пурнăçĕнчен илсе калаççĕ, вĕсен пил сăмахĕ, палах , ыттисенчен урăхла
пулать.
Амăшĕсен , юратнă хĕрĕсен хÿхлевĕ (
причитания) ятарлă хÿхлевçĕ сăмахĕсемпе пĕр килмессе пултарнă. Çапах та салтак
ăсатăвĕнче çирĕпленсе ларнă йĕркесем пур.Ваттисем салтака каякан çыншăн кĕлĕ
туни, пиллесе-сунса калани, пăтă пĕçерни,çăкăр пуçлани , çăкăр сăмсине упрама
çакни, сĕтел тавра çаврăнни, укçа тата тум парса яни, уй хапхинче ялпа уйрăлни-
кусем пăрăнми тăвакан ĕçсем. Вĕсене халĕ те тытса пыраççĕ.
Сыпăк II. Кукамай
каласа панисем.
А.Савельев – САСăн
асаилÿ тĕрленчĕкĕсем .
Повестка.( XX-мĕш ĕмĕр,
50-мĕш çç.)
Юламан
ялĕнчи çамрăксене салтака ăсатас йăла-йĕркене тĕпчес тесе, эпĕ хамăн
кукамайран , Федорова Мария Васильевнăран( вăл унта пурăнать), ватăсенчен тата
паллă чăваш çыравçинчен , Александр Сергеевич Савельев- САСран , ыйтса пĕлес
терĕм.
Кукамай
каласа панинчен эпĕ çак йăла – йĕркесене астуса юлтăм : ачана салтака ăсатас
умĕн тăванĕсем , кÿршĕ-аршисем хăйсем патне яшка çиме чĕннĕ , хăналанă ,
парнесем панă , пехиллесе алшăллисем çыхнă, хашĕсем пулăшу пултăр тесе укçа та
панă. Пулас салтак вĕсене хăйне ăсатма хăнана чĕнсе хăварнă. Килтисем вара
ывăлне пехиллесе ырă сăмахсем каланă ,çут укçана пуç урлă виççĕ çавăрса иккун
кĕтессине хунă. Ваттисем каланă тăрăх, çав укçа салтак çартан таврăниччен
выртнă. Турă умĕнче выртнă укçа салтака çăмăллăх , çутă çул кÿнĕ , каллех киле
ырă- сывă таврăнма пулăшнă .
Пĕррехинче «Урал сасси» (хăш номĕрĕнче астумастăп) хаçатра кÿршĕ
ялта пурăнакан паллă чăваш çыравçин , А.Савельев- САСăн , « Çул сукмакран
пуçланать» ятлă статьине вуласа тухрăм. Хăйĕн асаилĕвĕсенче вăл салтака ра йон
центрĕнчи ( Талпасра)вăтам шкулта 8-мĕш класра эрне вĕреннĕ хыççăн аллине
повестка тыттарни çинчен çырса пĕлтерет. Ку информации мана питĕ кăсăклантарчĕ.
Вара эпĕ ун патне шăнкăравласа тĕл пулма ыйтрăм. Александр Сергеевич чăваш
çамрăк ачи чăвашла хаçат вуланине пĕлсен хĕпĕртенчĕ, шутсăр савăнчĕ, тĕл
пулса калаçма килĕшрĕ.
Сани пичче хăй сăмахне çапла пуçларĕ : «
Район центрĕнчи вăтам шкулта 8-мĕш класра эрне вĕреннĕ хыççăн иккĕмĕш урокран
чĕнсе кăларчĕç те алăранах повестка тыттарчĕç: ыранах салтака ăсанмалла. «
Вĕренесси çакăнпа вĕçленчĕ-шим ?» — текелесе яла таврăнса кайрăм. Пĕччен маар
иккен-ха. Ялтан Кĕркури Константиновăн каймалла. Эп салтака каяссине илтсе пĕлнĕ
тăвансемпе кÿршĕсем авалтан килекен йăла тăрăх пĕри те тепри те хăнана иле-иле
каяççĕ , ырă- сывă çаврăнса килме пил параççĕ , çул çине тесе кăшт укçа та
сĕнеççĕ( вăл вăхăтра укçи –тенки те пулман). Пичче хĕрсех çăпата тăвать. Анне
кутамкка хатĕрлет. Тепĕр кун ирпе Кĕркурин Миккалай пиччĕшĕ, конюхра
ĕçлекенскер , чи лайăх лаша кÿлсе, 30 ытла çухрăмри Ак-куль станцине леçсе
хăварчĕ. Салтака каякансене унта пухăнма хушнăччĕ. Çĕрле поездпа Ĕпхĕве илсе
çитерчĕç. Кунта тухтăрсем кашни çамрăка тепĕр хут тĕплĕн тĕрĕслерĕç.
Хăшне-пĕрне каялла тавăрса яни те пулчĕ».
Тен, каялла тавăрса янă салтаксем чирлĕ
те пулнă пуль? Ĕлĕкхи пекех салтак çирĕп сывлăхлă пулмалла пулнă. Унтан вара
салтакра хăй çăпатипе сывпуллашни пирки те каласа пачĕ.
Çапатапа
сывпуллашни.
«Салтака юрăхлисене тепĕр хут строя
тăратрĕç, темиçе офицер строй умĕпе иртеççĕ. Хăйсем , темшĕн-çке, ытларах
урасем çине пăхаççĕ.Çакăн вăртăнлăхĕ часах паллă пулчĕ: çăпаталлисене стройран
кăларчĕç, совет салтакĕн ятне яратăр тесе, халех магазина кайса ура тумтирĕ
туянма хушрĕç.
Ман пек çăпаталлисем самаях пухăнтăмăр.
Ытларах ял ачисем. Эпир Нукасак ачипе , Сергеев Кăпитунпа,йÿнерех пушмак илесси
пирки канашласа пыратпăр. Телее, 5 тенкелĕх калуш пур. Кунта ăна юриех кÿртерсе
килеççĕ пулас. Пурте çавна илтĕмĕр. Çапла вара килтен вĕр- çĕнĕ çăпатапа
тухнăскер Ĕпхÿрен калушпа ăсантăм. Анчах ураран салтса илнĕ çăпатана та, пичче
кутамккана чиксе янине те пăрахма васкамарăм: тем пулать те тем килет.Ăçта
каяссине пĕлекен çук. Кайран тин пĕлтĕмĕр. Призывниксен пĕр ушкăнне Чкаловра
(халĕ Эрĕнпур) антарчĕç. Кĕркурипе Кăпитун çав ушкăна лекнĕ. Пире малалла илсе
кайрĕç. Вăрах каймарăмăр. Тоцкое-2 текен станцăра анма команда пулчĕ.Çара хир
тăрăх чылай утнă хыççăн хăмасенчен çапнă казармăсем курăна пуçларĕç. Ура айĕнче
типĕ хăйăр чăштăртатать, пысăк мар çырма юхса выртать. « Нивушлĕ çакăнта виçĕ
çул хăйăр ашмалла пулать?» текен шухăш кансĕрлерĕ мана. Хăмаран тунă мунчара
çăвăнкаланă хыççăн тумтир пачĕç. Темшĕн-çке пире ытти салтаксенни пек кирзă
атă маар , сăраннине, леш яловăй текеннине ,пачĕç. Пичиххи те брезентран мар,
чăн-чăн чĕн пиçиххи. Çăлтăрлă сарă тахаллă. Ик урана та чаплă атă тăхăннă
хыççăн тин ик мăшăр çăпатана тĕмсем хушшине кайса петĕм. Юламанта хуçса тирнĕ
çăпатасем Эренпурăн хăйăрлă хирĕнчи вăрман тăрăхĕнче выртса юлчĕç. Вĕсемпе кам
та пулин усă курчĕ-ши? Совет Союзĕнче çăпата ĕмĕрĕ иртесси аякрачче-ха ун чух.»
Патшасем вăхăтĕнче салтаксем 25 çул,
каярах 10-12 ,6-7 çул çарта тăнă пулсан, XX-мĕш
ĕмĕрте 50-мĕш çулсенче виçĕ çул службăра пулнă. Александр Сергеевич каласа панă
тăрăх, вăл виçĕ çул та виç уйăх Демократиллĕ Германи Республикинче çар
хĕсметĕнче тăнă. Унта та вăл сăвă çырас пултаруллăхне пăрахман. Салтакра çырнă
сăввисене уйрăм кĕнеке пичетлесе кăларнă, «Салтак сăмахĕ» ятлă, ăçта тата хăçан
çырнине те кăтартма манман. Сăввисенче салтак паттăрлăхĕ , тимлĕхĕ янăрать .Тĕслĕхрен,
1952 çулта çырнă « Хуралта» ятлă сăвăра салтак нимрен хăрамасть , çĕршывăн
каçхи канăçне , тутлă ыйхипе ун мирлĕ ĕçне сыхлать.
…Шиклĕ мар
ним те
Çамрăк салтака
Вăрман ăшĕнче
Хуралта тăма.
Кĕрхи вăрманăн
Кашни шăв-шавне
Салтак-хуралçă
Чикет хăлхине.
Кас-кас хытăрах
Сулхăн çил вĕрет,
Кашни тĕмене
Салтак тинкерет.
Сыхлать çĕршывăн
Каçхи канăçне:
Тутлă ыйхипе
Ун мирлĕ ĕçне.
Юратнă амăшĕ çинчен те « Аннене» ятлă
сăвăра ăшшăн çырать :
Эс,анне,çаплах
пăшăрханатăн,
Пĕрех
май шутлатăн ман çинчен.
Урама
тухсассăн та пăхатăн
Ял
вĕçне , тусанлă çул çине.
Шур
çÿçсем те нумайланнă санăн
Эп
кайсан тăнлавусем çинче.
Виçĕ
çул кĕтетĕн, ывăнмастăн,
Ывăлна
чикĕ тулашĕнчен.
Ирхине
те каçхине кĕтетĕн,
Час-часах
пăхатăн кантăкран.
Ывăлăм,
тен, килсе кĕрĕ тетĕн,
Апата
ларсассăн, ăнсăртран.
Ан
кулян, аннеçĕм, тек ан хуйхăр,
Ан
çухат пĕр çукшăн канăçа.
Нимĕнле
сăлтав çук хуйхăрмашкăн-
Халь
пăшал пемеççĕ анăçра.
Амăшĕн
шур çÿçĕсем те нумайланнă ывăлĕшĕн хуйхăрса, салтак ăна хĕрхенет, кулянмасса,
хуйхăрмасса ыйтать , мĕншĕн тесен « халь пăшал пемеççĕ анăçра» . Эппин вăрçă
пымасть , мирлĕ пурăнăç .
Сыпăк III. Салтака
ăсатни ( XXI –мĕш ĕмĕр).
Ĕлĕкренех пулнă-çке вĕсем
Ялсенче салтак амăшĕсем.
Çул çитсессĕн йышлăн аякка
Ывăлĕсем асăннă салтака…
А.Савельев-САС
Мĕнрен
пуçланать-ха ача салтака каясси?
Чи
пĕрремĕшĕ, паллах, ача сывлăхлă ÿснинчен. Кашни ашшĕ-амăшĕ ывăлне сывлăхлă
пăхса ÿстерме тăрăшать. „Чирлесен салтака каяймастăн вара”, — тенине час-часах
илтме пулать. 18 çула çитнĕ тĕле каччăсен сывлăхне военкоматра тĕрĕслеççĕ.
Салтака кайма сывлăхĕ çителĕклĕ пулсан, 18 тултарсан вара çав-çав кун 7 сехет
тĕлне военкомата çитмелле тесе повестка параççĕ.
Мĕн авалтан салтака каякан çамрăксене пĕтĕм тăванĕсем, кÿршисемпе тус-юлташĕсем
пĕрле пуçтарăнса ăсатса янă. Пирĕн ялта халĕ те çавăн пекех. Ыран военкомата
каймалла тенĕ кун салтака каяканăн килне тăванĕсем, кÿршисем, тусĕсем
пухăнаççĕ. Сĕтел хушшине вырнаçса ларсан ашшĕ е амăшĕ ачин хул пуççийĕ урлă
алшăлли çакать. Ялти ватăсем каланă тăрăх, алшăллие амăшĕн çыхса ямалла. Ăна
сулахай хул пуççи урлă ярса сылтăм аяк çине çыхаççĕ. Салтака каякан çăкăр чĕлли
касать, пĕр пайне хăй çиет, теприне амăшĕ турă кĕтессине хурать.( Н.И.Ашмаринăн
словарĕнче амăшĕ кĕлете çакать). Вăл вара унта салтак каялла киличчен упранать.
Ăна сăнаса тăраççĕ: кăвакарни салтакăн пурнăçĕ йывăррине пĕлтерет. Çамрăксене
ял тавра йĕркеллĕ кайса килме пил параççĕ, кам-кам патне кĕрсе тухмаллине аса
илтереççĕ. Унтан вара çамрăксем карталанса тăраççĕ, пĕр-пĕрне хул пуççичен
ыталаса тытса ял урамĕсемпе утаççĕ. Купăс каласа юрлаççĕ.
Ку
ĕнтĕ салтака каякан тăван ялпа сывпуллашни пулать. Çав вăхăтрах тата салтак ачи
мĕн пур тăванĕсене хăй ыран салтака каясса пĕлтерет, хăнана пыма чĕнет. Салтак
ачисен картине тăмалăх ÿсеймен пĕр-пĕр ачана вара ĕçме-çиме чикнĕ сумка
тыттараççĕ. Вăл салтак ачисем хыççăн çÿрет. Ку салтака каяканăн шăллĕ е кÿршĕ
ачи пулма пултарать. Урамсем тăрăх хĕвеле май çÿреççĕ: Юлашкинчен вара клубра
пухăнаççĕ. Урам тăрăх утнă май салтак юррисем юрлаççĕ :
Вун
иккĕллĕ явнă чĕн нухайкка
Мĕншĕн
сÿтĕлмелле явнă-ши?
Халиччен
те пĕрле пурăннине
Мĕншĕн
уйрăлмалла пулчĕ-ши?
Кайăк хурсем каяççĕ карти-карти ,
Кайри мала тесе ан калăр.
Кайăк хурсем кайĕç , калле килĕç,
Эпир пĕр кайсассăн килес çук.т.ытти те.
Ку юрăсенчен чылайăшĕ авалтан упранса юлнă.
Нумайрах
чух вырăсла илтĕнет : « Через две , через зимы…», «Расцветали яблони и груши..»
тата ытти те.
Салтак
ачине тăванĕсем, юлташĕсен çемйисем хăйсен килне кĕртсе кăлараççĕ, хăналаççĕ,
пиллеççĕ, алшăлли çакаççĕ, укçа параççĕ. „Халĕ эпĕ сана парне (е укçа) паратăп,
салтакран килсен çак парнене мана каялла тавăрса памалла пултăр”, — теççĕ. Ку
ĕнтĕ каялла ырă-сывă таврăнса пире хăнана чĕнмелле пултăр тени пулать. Салтак
ачи кил хуçисемпе пĕрер çавра ташă ташлать те, каллех карталанса тăрса тухса
каяççĕ. Пÿрте кĕрсен сĕтел хушшине хĕвеле май çаврăнса кĕрсе ларнă. Каялла
тухнă чухне те хĕвеле май çаврăнса тухмалла. „Салтак чупакансен” йышĕ пысăк
пулсан кашни киле пурте кĕмеççĕ: пĕрисем пĕр киле, теприсем тепĕр киле черетпе
кĕреççĕ. Ыттисем вăл вăхăтра урамра тăраççĕ. Ялти хăш-пĕр çынсем вара, салтак
ачине киле кĕртме хатĕрленменнисем, салтак „чупакансене” урамра хăналаççĕ,
алшăллине те урамрах çакса яраççĕ.
Енчен те хăйсен килне кĕртсе кăларас текенсем нумай пулсан „салтак чупни” е
„салтак юрлани” пĕр куна çеç пымасть. Хăш чух икĕ е виçĕ кун та çÿреççĕ, кÿршĕ
ялсенче пурăнакан çывăх тăванĕсем те( салтакăн ашшĕпе амăшĕн пĕр тăванĕсем)
чĕнсе илеççĕ.
Кĕме палăртнă килсене кĕрсе тухса пĕтерсен, ял урамĕсене çаврăнса пĕтерсен,
салтак ачисем клуба пухăнаççĕ. Юлашки çулсенче йĕркеленнĕ йăлапа кунта вĕсене
культура ĕçченĕсем ырă сăмахсем каласа пиллеççĕ, парне параççĕ. Унтан салтака
каяканпа пĕрле мĕн пур халăх ташлать. Ку вăхăта валли клуба килте юлнă аслăрах
çулхи çынсем те тухаççĕ. Паллах, кунта ялти ытти çынсем те пухăнаççĕ. Салтак ачи
пухăннисене чăваш ташши ташлаттарать. Пĕр кана ташланă хыççăн каллех каччă
килне пуçтарăнаççĕ. Ире яхăн çеç килсенелле саланаççĕ. Салтак ачи хĕрне ăсатма
каять е юлташĕсемпе калаçса ларать. Ытларах чух салтак ачисем ирчченех куç
хупмаççĕ.
Ирхине каллех каччă килĕнче пухăнаççĕ. Салтак ачи çине пĕр алшăлли çеç çакаççĕ.
Ку амăшĕ чи малтан çыхса янă алшăлли. Ашшĕ-амăшĕ пилленĕ хыççăн çамрăксем
карталанса пÿртрен юрласа тухаççĕ. Вĕсем хыççăн ыттисем утаççĕ. Урам хушшинчи
çынсем те вĕсемпе пĕрлешеççĕ. Çапла ял вĕçне çитеççĕ. Унта мĕн пур ял-йыш
пуçтарăнать. Çынсем салтак ачине чипер каялла таврăнма, салтак вăхăтне лайăх
ирттеме сунаççĕ. Ăсатма тухнă çынсене сăрапа хăналаççĕ. Унтан вара салтака Талпаса
илсе каякан пĕр-пĕр машина пулать. И.Патмарпа Э.Патмар пухса хатĕрленĕ
„Чăвашсен 21-мĕш ĕмĕрти календарĕ” кĕнекенре çапла калать: „Салтак ачи урапа
çине тăрса малалла пăхса кайсан çав салтак е чирлесе килет, вилет теççĕ. Каялла
пăхса хытă сыв пуллашсан, салтак каялла сывах таврăнать теççĕ”. Пирĕн ялăн йăли
урăхларах пулнине куратпăр. Пĕр 5-6 çул каялла салтака ăсатнă чухне амăшĕ те,
ашшĕ те килтен тухман, вĕсен чÿречерен те пăхма юраман иккен. Халĕ вара ашшĕпе
амăшне военкомата чĕнеççĕ иккен, çавăнпа та вĕсем ытти халăхпа пĕрле машина çине
ларса Талпаса каяççĕ.
Военком шала кĕме чĕниччен вара салтак ăсатма тухнисем кунта юрласа ташлаççĕ,
фото ÿкерттереççĕ. Шала кĕмелли хушу пулсан салтака каяканăн алшăллине салтса
илеççĕ, мĕн пур çамрăксем ăна алă çине çĕклеççĕ те йăтса кĕреççĕ.
Çак ĕçе çырнă май , эпĕ хамăн Чăваш Республикинче пурăнакан Мишка пичче
патне шăнкăравласа унти йăла- йĕркесем çинчен ыйтса пĕлес терĕм. Акă мĕн
тĕлĕнтерчĕ мана: «Салтака ăсатнинче вĕсем патĕнче илем кÿрекенни вăл – тутăр
çыххи. Урам тăрăх юрласа утнă чух салтак ачин аллинче тутăр çыххи пулать.
Юрланă май вăл ăна сулласа пырать. Хальхи вăхăтра çав тутăр çыххи йывăрланнă,
пĕр çын çеç сулласа пырсан питĕ ывăнать, çавăнпа тутăра вăхăт-вăхăтпа юлташĕсем
те пулăшаççĕ. Ялта кашни салтака ăсатмассерен çав çыхха пĕрер тутăр хушăнать». Пирĕн
тăрăхра кун пек йăла çук.
Чăнах
, салтака каякана тутăр параканĕ ĕлĕк унăн савнă хĕрĕ пулнă. Хальхи вăхăтра
тутăра килтисем параççĕ. Тутри çине ача салтака хăçан тата ăçта кайнине çырса
хураççĕ.
Салтака ăсатнин йăли-йĕркине тĕпченĕ май пĕр ыйту интереслентĕм: кирлех-ши
хальхи вăхăтра салтака каякансене ĕлĕкхи йăлана тытса пырса ăсатни? Çак ыйту
çине хуравлас тесе эпĕ салтака кайса килнĕ çынсемпе тĕл пулса калаçрăм, ыйтса
пĕлтĕм. Эпĕ вĕсене çак ыйтусем çине хуравлама сĕнтĕм:
1)
Эсир миçемĕш çулта салтака кайнă?
2)
Салтака ăсатнă чухне сире ял тăрăх „салтак чупсах” ăсатнă-и?
3)
Ял тăрăх „салтак чупас” йăла Сире килĕшет-и?
4)
Аçу-аннÿ, тăванусем, тусусем ăс парса, сылăх, телей сунса, çирĕп пулма вĕрентсе
янисем Сире салтакра чухне пулăшрĕç-и?
Эпĕ калаçнă çынсем 1976-2011 çулсенче салтака кайнисем пулчĕç. Вĕсене пурне те
ял йăлисене пăхăнса ăсатнă иккен. Пĕри те вĕсенчен ку йăла кирлĕ марри çинчен
каламарĕ. Хăйсене çак йăлапа ăсатнипе те, ял йăлипе мĕн пур тăвана пухса шÿрпе
пĕçерсе çисе кĕтсе илнипе те кăмăллă вĕсем. Салтакра чухне ăсату каçне аса илсе
пайтах хавхаланнă иккен, пил сăмахĕсене те асра тытнă. Йывăр самантсенче
чăтăмлă пулма сунни те пулăшнă иккен. Апла пулсан авалхи йăласене упрамаллах!
Паянхи шкул ачасен, пулас салтаксен, шухăшне пĕлес тесе эпĕ вĕсемпе те ыйтăм
ирттертĕм. Ыйтăма 11-16 çулхи ачасем хутшăнчĕç. Вĕсене çак ыйтусене сĕнтĕм:
1. Çамрăксене миçе çула çитсен салтака илсе каяççĕ?
2. Эсĕ мĕнле шутлатăн, каччăсен салтака каймалла-и е каймалла мар?
3. Çамрăксене салтака мĕн тума илсе каяççĕ?
4. Санăн салтака каяс килет-и? Мĕншĕн?
5. Эсĕ камран та пулин салтак служби мĕнле иртни çинчен илтнĕ-и? Мĕн илтнĕ?
6. Çамрăксене салтака мĕнле ăсатаççĕ? Сана çакă килĕшет-и?
7. Санăн салтак ачисемпе пĕрле ял тăрăх çÿрес килет-и?
Респондентсенчен 100% çамрăксене салтака 18 çул тултарсан илсе кайнине пĕлеççĕ,
пурте вĕсем каччăсен салтака каймаллах тесе шутлаççĕ, салтака каякансем
çĕр-шыва хÿтĕлеме кайнине те пурте пĕлеççĕ. Пурин те вĕсен салтака каяс килет,
пĕри çеç унта кайма шикленет, мĕншĕн тесен унта вĕлерме пултараççĕ. Салтак
служби çинчен ыттисем мĕн каласа панине пĕри те илтмен, пĕр çын çеç Эдик
салтакра чухне автомата питĕ хăвăрт пуçтарнине кăтаратакан видео курнă, унăн та
çавăн пек тума вĕренес килет. Ыйтăма хутшăннисенчен 87%-чĕ салтаксене ял тăрăх
юрласа çÿресе ăсатнине курнă, çакă вĕсене питĕ килĕшет, вĕсем те, салтака кайма
вăхăт çитсен, „салтак чупсах” службăна каясшăн. Хальлĕхе вара икĕ çыннăн çеç
салтак ачисемпе пĕрле ял тăрăх юрласа çÿрес килет. Ыйтăма хутшăннă хĕр ачасем
салтака каясшăн мар, ку ĕç хĕрсене валли мар тесе шутлаççĕ, хăшĕсем вара
аннерен уйрăлас килмест тесе хуравларĕç.
Салтака ăсатнин йăли-йĕркине тĕпченĕ май эпĕ Чакăллă ялĕнчи çамрăксем юлашки
çулсенче миçе çын салтакра пулнине те тупса палăртрăм:
2015-мĕш çулта каякансем иккĕн пулнă. Вĕсенчен маларах 2014 ç. -2, 2013ç. — ,
2012ç. – , 2011ç. — , 2010ç. — , 2009ç. — , 2008ç. – , 2007ç. — ,
2000-2006çç.– çын çар службинче пулнă .
1981-1983-мĕш
çулсенче виçĕ çын ( Артемьев Борис, Степанов Валерий) Афган вăрçине хутшăннă,
2000-мĕш çулсенче вара Чечен вăрçине 1 çын хутшăннă – Мартынов Михаил.
1970-1980-1990-мĕш çулсенче салтака каякансем çулсеренех йышлă пулнă пулсан,
халĕ вара вĕсем сахалăн. Ку ачасен йышĕ сахалланннипе тата нумайăшĕ салтака
кайма юрăхсăр пулнипе çыхăннă. Сăмах май каласан, пирĕн ялтан Тăван çĕр-шывăн
аслă вăрçине хутшăннисенчен ( 25 кайнă) 16-шĕ вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă.
Вĕсем пирĕн çĕршыва тăшмансенчен хÿтĕленĕ. Мирлĕ вăхăтра вара ялти ачасенчен
пурте салтакран ырă-сывă таврăннă. Вĕсем пирĕн мирлĕ пурнăçа сыхлакансем, вĕсем
çинче çĕршыв тытăнса тăрать.
Пĕтĕмлетни
Çапла вара, эпĕ салтака ăсатас йăла-йĕркене тĕпчерĕм. Ку йăла ялта авалатан
упранса пырать. Хальхи вăхăтра та çынсем çав йăлана тытса пыраççĕ. Ку хальхи
çамрăксене те килĕшет. Малашне те салтака каякансем çав йăласемпех ăсату каçне
йĕркелесшĕн. Апла пулсан, Чакăллăсемпе Юламансем халăх культурине упраса
пурăнакансем. Эпир Г.Н.Волков каланă „Без памяти — нет традиций, без традиций —
нет культуры, без культуры – нет воспитания, без воспитания – нет духовности,
без духовности – нет личности, без личности – нет народа», — тенине асра тытса
пурăнатпăр.
Хамăн ĕçе тума пулăшнăшăн, салтака ăсатас йăла-йĕрке çинчен каласа панăшăн эпĕ асаннепе
кукамая ,ялти çынсене, паллă чăваш писателе Александр Сергеевич
Савельев-САСа, Ташлыкуль ялĕнче пурăнакан , районти « Мерчен» чăваш ансамбльне
ертсе пыракан Васильев Николай Семеновича тав тăватăп.
Усă
курнă литаратура:
1.Н.И.Ашмарин.
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. (Словарь чувашского языка). 11-12 том.- Чебоксары ,
2000г.
2.Н.С.Васильев.
Чăваш фольклор сценарийĕсен пуххи.-д.Ташлыкуль, 2013г.
3.
И.Патмарпа Э.Патмар. „Чăвашсен 21-мĕш ĕмĕрти календарĕ”, Шупашкар, 2011ç.
4.В.Цветков.
Асавпуç ахахĕсем ( Жемчужины Асавбаша).-Уфа, 2006г.
5.
Чăваш халăх пултарулăхĕ. Пилсемпе кĕлĕсем.- Шупашкар: Чăваш кĕнеке
издательстви, 2005.
Хушса пани( приложени)
Салтак
юррисем.
Манăн ват мăнаккана Иванова Клавдия
Васильевнăна ашшĕ ( манăн ват кукаçей) вăрçа кайнă чух çичĕ çулта анчах
пулнă. Кашни кун салтак ăсатасси йăлара пулнă, ялта ( Авăркас районне кĕрекен
Треппел ялĕ) кунĕн- çĕрĕн хурлăхлă юрăсем янăранă :
Улăха та тухрăм та
утă çултăм-
Килĕшет-и пирĕн
сулăнни.
Юрă,ах, та пуçласа
юр юрларăм-
Килĕшет-и пирĕн
юрлани.
Ма тухать-ши вăйлă
çил , ма тухать-ши
Аслă çулăн тусанне
тустарса?
Ма тухать-ши ку
вăрçă, ма тухать-ши
Пирĕн çамрăк
чунсене макăртса.
Вун иккĕллĕ явнă
чĕн нухайкка
Мĕншĕн сÿтĕлмелле
явнă-ши?
Халиччен те пĕрле
пурăннине
Мĕншĕн уйрăлмалла
пулчĕ-ши?
Сĕтел çине лартнă
çуллă пăтă
Çиес килмест,
аннеçĕм, мĕн тăвас?
Лашисене кÿлсе
çавăрса тăратнă,
Каяс килмест
,аннеçĕм, мĕн тăвас?
Ăсататăр пулсан,
час ăсатăр,
Хапхăр умне тухса
тасатăр.
Эпĕ хăш çулпала
кайнисене
Ик хура куçупа
пăхса юл.
Кайăк хурсем
каяççĕ карти-карти,
Кайри мала тесе ан
калăр.
Ак çакăнтан эпир
кайса пырсан,
Кайни лайăх тесе
ан калăр.
…И каятпăр ,
тăвансем, и каятпăр
Кайăк хурсем кайнă
еннелле.
Кайăк хурсем
каяççĕ те час килеççĕ
Эпир кайсан часах
килес çук.
Акăнать, тăкăнать
шурă тулă пучахĕ
Иртсе каять
çамрăкăн ĕмĕрĕ.
Ăсатса яр,
тăванăм, ăсатса яр
Укăлча хапхинчен
тухиччен.
Укăлчаран тухсан
пăхса юлăн
Эп курăнми ,ах, та
кайиччен.
Пăхса-пăхса ,ах,
та курăнми пулсан
Ик аллупа лаштах
сулса юл.
Ашшĕ-амăшĕ
панă пил сăмахĕсем
Салтак ачине пуçламан çăкăр парса пĕр чĕлĕ
çăкăр сăмси кастараççĕ. Çăкăр сăмси – чĕлли – çĕре ÿкет.Чĕлли месерле ÿксен –
лайăх, ÿпне ÿксен – начар паллă. Çакăн хыççăн салтак ачи ашшĕ-амăшне
тĕпеле лартса пуççапать, юрлать:
Кăвак
лашисене ай кÿлер-и,
Хÿрисене
çавăрса çыхар-и?
Атте-аннене
вырăна лартар-и
Ик
уринчен тытса тайлар-и?
Сулахайĕнчен
тытса ай тайласан
Сума
сумас тесе ан калăр.
Сылтăмминчен
тытса ай тайăлсан,
Укçа
ыйтать тесе ан калăр.
Мана
сирĕн укçăр ай кирлĕ мар,
Пехилĕре
парсамăр.
Хальхи
саманара ку юрра юрламаççĕ , анчах пехил сăмахĕсем ĕлĕкхиллех юлнă:
Салтакра лайăх служить ту. Тăван çĕршыва лайăх сыхла.
Службăна лайăх пĕтерсе киле чипер, сывă таврăн , ман тăпрана таптама таврăн.
Унтан
ăна сăра тултарса курка çине укçа хурса параççĕ çапла каласа:
Çак
укçана каялла илсе кил.
Вăл
укçана каялла илсе килме хушни мар, укçи ачана чипер-сывă каялла таврăнма
пулăшмаллине пĕлтерет. Унтан ăсатма пынă çынсем те укçа пехиллесе параççĕ.
Салтак ачи ура çине тăрса , ытамлашса , чуптуса ашшĕ- амăшĕпе, тăванĕсемпе
уйрăлать те пÿртрен юрласа тухать.
Тата
ĕлĕкрех мăн асаттесем салтака каяс кунĕ çитсен лашапа ял тăрăх чупнă. Кайнă
чухне ашшĕпе амăшне пуççапса чуптуса пиллĕх илсе кайнă. Ашшĕ çапла пииленĕ :
Ну, ачам , сана Турă пиллетĕр, сĕт çулпа кайса çу
çулпа килмелле пултăр, аçу- аннÿне ан ман, хут яр пире ,салам яр пире.
(Халĕ ĕнтĕ çыру вырăнне телефонпа нумайрах
чухне шăнкăравлаççĕ , смссемпе саламлаççĕ .)
Унтан
ÿлÿчерен тухсан салтак ана йăранĕ çине тăрса çапла калать:
Эй , Турă, мана çакă ана йăранĕ тăрăх утмалла ту,
каялла киле çавăр çакă çĕре ĕçлеме.
Вара
унтан пĕр пус укçа тата çăмарта , йăва пăрахаççĕ; çăмартин шĕвĕр вĕçĕ малалла
пулсан киле таврăнать , апла пулмасан начар тенĕ. ( Кун пек йăла Чакăллăра та
Юламанта та сыхланса юлман)
Тухса
каламалли
Ырă
кун пултăр, хисеплĕ жюри членĕсем. Эпĕ Йĕкĕрвар шкулĕн 8-мĕш класĕнче вĕренекен
Михайлов Виталий. Эпĕ сире хамăр ялти йăла-йĕркепе паллаштарасшăн. Манăн ĕçĕн
теми: МАН ÇИНЧЕ ÇĔР-ШЫВ ТЫТĂНСА ТĂЧĔ …
Мана çак ĕçе тума пулăшаканĕ Афанасьева Валентина Владимировна, чăваш чĕлхипе
литература вĕрентекен
Хамăн калаçăва эпĕ Ю. Сементерĕн сăввипе пуçлас тетĕп.
„Чăваш несĕлĕсем епле кĕрнеклĕ,
Юман тымарĕ мĕн тери тĕреклĕ,
Пĕвÿпеле эс çавăн пек пулсам,
Ачам”, — тенĕ вăл.
Çапла
çирĕп те кĕрнеклĕ пулма сунать кашни ашшĕ-амăшĕ хăй ачине. Çапла тĕреклĕ те
сывлăхлă пулма тăрăшать кашни ача. Çирĕп те сывă ачасем – çĕр-шыв тĕрекĕ,
çĕр-шыв малашлăхĕ. Çирĕп те сывă ачасем салтака каяççĕ, çĕр-шыва тăшманран
хÿтĕлеççĕ. Вĕсем çĕр-шыва тытса тăраççĕ.
Манăн ĕçĕн тĕллевĕ: Йĕкĕрвар ялĕнчи çамрăксене салтака ăсатас йăла-йĕркене
тĕпчесси, салтака ăсатас йăла-йĕркене упрама пулăшасси.
Ĕçĕн задачисем: Интернетри, литературăри тата вырăнти материалпа паллашаса
тĕрлĕ вырăнта салтака мĕнле ăсатнине пĕлесси, танлаштарасси; хамăр ял йăлине
хак парасси; анкета ыйтавĕсене хуравлани тăрăх ял халăхĕшĕн çак йăла мĕнле
пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртасси. Ĕçĕн эксперимент пайĕ: Йĕкĕрвар ялĕн çыннисемпе
тата шкул ачисемпе анкета ирттересси, интервью илесси.
Тĕпчев объекчĕ: Йĕкĕрвар ялĕн йăли-йĕрки
Ĕçĕн мелĕсем: тĕрлĕ источниксенче салтака ăсатнин йăли çинчен çырса кăтартнине
тупса вуласси, танлаштарасси; ял çыннисемпе тĕл пулса калаçасси.
Кашни салтака каякана ял йăлисене пăхăнса ăсатаççĕ. Халиччен пирĕн ялта мĕнле
йăласемпе салтака ăсатни çинчен пичетленнĕ ĕç пулман. Хăш чух вара салтак
ачисемшĕн йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ: мĕн тумалла, мĕнле юрăсем юрламалла? Эпĕ
çак йăлана тĕпчесе ун çинчен çырнă хыççăн, салтак юррисене пĕр çĕре пухса çырнă
хыççăн салтака каякансене те, ашшĕ-амăшне те çăмăлрах пулĕ тесе шутлатăп.
Салтак юррисене эпĕ пичетлесе, файл ăшне чиксе салтак тутрин çыххине çыхас
тетĕп: салтака каякансем те, ăсатакансем те вĕсене вуласа тухчăр, вĕренччĕр.
Хамăн ĕçĕн актуаллăхĕ çакăнта тесе шухăшлатăп.
Мĕн авалтан салтака каякан çамрăксене пĕтĕм тăванĕсем, кÿршисемпе тус-юлташĕсем
пĕрле пуçтарăнса ăсатса янă. Пирĕн ялта халĕ те çавăн пекех. Пухăннисем сĕтел
хушшине вырнаçса ларсан ашшĕ е амăшĕ ачин хул пуççийĕ урлă алшăлли çакать. Ялти
ватăсем каланă тăрăх, алшăллие амăшĕн çыхса ямалла. Ăна сулахай хул пуççи урлă
ярса сылтăм аяк çине çыхаççĕ. Çамрăксене ял тавра йĕркеллĕ кайса килме пил
параççĕ, кам-кам патне кĕрсе тухмаллине аса илтереççĕ. Салтака каякан çăкăр
чĕлли касать, пĕр пайне хăй çиет, теприне амăшĕ турă кĕтессине хурать. Вăл вара
унта салтак каялла киличчен упранать. Ăна сăнаса тăраççĕ: кăвакарни салтакăн
пурнăçĕ йывăррине пĕлтерет.Унтан вара çамрăксем карталанса тăраççĕ, пĕр-пĕрне
хул пуççичен ыталаса тытса ял урамĕсемпе утаççĕ. Ку ĕнтĕ салтака каякан тăван
ялпа сывпуллашни пулать. Çав вăхăтрах тата салтак ачи мĕн пур тăванĕсене хăй
ыран салтака каясса пĕлтерет, хăнана пыма чĕнет.
Урамсем тăрăх хĕвеле май çÿреççĕ. Урам тăрăх утнă май салтак юррисем юрлаççĕ.
Ку юрăсенчен чылайăшĕ авалтан упранса юлнă. Авалхи йăлапа Шемеккей текен
вырăнта чарăнса тăраççĕ. Ку вырăнта мĕн авалтан ял çамрăкĕсем вăйă ирттернĕ.
Салтака каякан вăйăра чарăнса тăрса çамрăксемпе сывпулашнă. Халĕ вăл вăйă çук
ĕнтĕ. Çав вырăнта чарăнса тăрасси упранса юлнă. Салтак ачине тăванĕсем,
юлташĕсен çемйисем хăйсен килне кĕртсе кăлараççĕ, хăналаççĕ, пиллеççĕ, алшăлли
çакаççĕ, укçа параççĕ. „Халĕ эпĕ сана парне (е укçа) паратăп, салтакран килсен
çак парнене мана каялла тавăрса памалла пултăр”, — теççĕ. Ку ĕнтĕ каялла
ырă-сывă таврăнса пире хăнана чĕнмелле пултăр тени пулать. Салтак ачи кил
хуçисемпе пĕрер çавра ташă ташлать те, каллех карталанса тăрса тухса каяççĕ.
Пÿрте кĕрсен сĕтел хушшине хĕвеле май çаврăнса кĕрсе ларнă. Каялла тухнă чухне
те хĕвеле май çаврăнса тухмалла.
Ялти хăш-пĕр çынсем салтак „чупакансене” урамра хăналаççĕ, алшăллине те урамрах
çакса яраççĕ.
Ял урамĕсене çаврăнса пĕтерсен, салтак ачисем клуба пухăнаççĕ. Кунта вĕсене
культура ĕçченĕсем ырă сăмахсем каласа пиллеççĕ, парне параççĕ. Унтан салтака
каяканпа пĕрле мĕн пур халăх ташлать.
Ирхине каллех каччă килĕнче пухăнаççĕ. Салтак ачи çине пĕр алшăлли çеç çакаççĕ.
Ку амăшĕ чи малтан çыхса янă алшăлли. Ашшĕ-амăшĕ пилленĕ хыççăн çамрăксем
карталанса пÿртрен юрласа тухаççĕ. Вĕсем хыççăн ыттисем утаççĕ. Çапла ял хапхи
патне çитеççĕ. Унта мĕн пур ял-йыш пуçтарăнать. Çынсем салтак ачине чипер
каялла таврăнма, салтак вăхăтне лайăх ирттеме сунаççĕ. Салтак ачи салтака кайса
килнĕ икĕ тусĕпе ыталанать те, автобус тавра виççĕ чупса çаврăнать, унтан
салтак ачи çăва еннелле кайса хăй тавра 3 хут çаврăнса аллине тытнă çăмартапа
тимĕр укçасене çăва еннелле ывăтса ярать. Чупасса хĕвеле май чупса çаврăнаççĕ,
хăй тавра çаврăннă чух та хĕвеле май çаврăнать. Енчен те çăмарта ванас пулсан
ку салтак каялла ырă-сывă таврăнасса пĕлтерет. Ванмарĕ пулсан вара – пĕр-пĕр
инкек пуласса. Çăмартапа тимĕр укçасене ывăтнă хыççăн салтак ачи автобуса
ларать. Ăна ял еннелле каялла çаврăнса пăхма хушмаççĕ, ку инкеке пĕлтерет.
Патмар пухса хатĕрленĕ „Чăвашсен 21-мĕш ĕмĕрти календарĕ” кĕнекенре çапла
калать: „Салтак ачи урапа çине тăрса малалла пăхса кайсан çав салтак е чирлесе
килет, вилет теççĕ. Каялла пăхса хытă сыв пуллашсан, салтак каялла сывах
таврăнать теççĕ”. Пирĕн ялăн йăли урăхларах пулнине куратпăр. Пĕр 5-6 çул
каялла салтака ăсатнă чухне амăшĕ те, ашшĕ те килтен тухман, вĕсен чÿречерен те
пăхма юраман иккен. Халĕ вара ашшĕпе амăшне военкомата чĕнеççĕ иккен, çавăнпа
та вĕсем ытти халăхпа пĕрле автобус çине ларса Çĕрпĕве каяççĕ.
Çĕрпÿ хулине çитсен пирĕн ялсем хăйсен юррипе военкомат умне пухăннă мĕн пур
халăха тĕлĕнтереççĕ. „Акварель” лавкка умĕнче карталанса тăраççĕ те военкомат
умне çити юрласа пыраççĕ. Ытти çынсем куна хăхнăхнă ĕнтĕ. Тÿрех: „Йĕкĕрварсем
çитрĕç”, — теççĕ. Военком шала кĕме чĕниччен вара салтак ăсатма тухнисем кунта
юрласа ташлаççĕ, фото ÿкерттереççĕ. Шала кĕмелли хушу пулсан салтака каяканăн
алшăллине салтса илеççĕ, мĕн пур çамрăксем ăна алă çине çĕклеççĕ те йăтса кĕрсе
каяççĕ.
Салтака ăсатнинче илем кÿрекенни вăл – тутăр çыххи. Урам тăрăх юрласа утнă чух
салтак ачин аллинче тутăр çыххи пулать. Юрланă май вăл ăна сулласа пырать. Эпĕ
çав тутăр çыххине тытса куртăм. Сире кăтартма илсе те килтĕм. Унта пĕтĕмпе 64
тутăр. Ялта кашни салтака ăсатмассерен çав çыхха пĕрер тутăр хушăнать. Çыхăра
халĕ салтака каякан çамрăксен ашшĕсен те тутрисем пурри тĕлĕнтерчĕ мана.
Салтака ăсатнин йăли-йĕркине тĕпченĕ май эпĕ ял хушшинче çак ĕçе йĕркелесе,
çамрăксене вĕрентсе пыраканĕсем камсем пулнине те ыйтса пĕлтĕм. Вĕсене эсир
слайдра куратăр. Вĕсем, паллах, хальхи çамрăксене купăс калама вĕренменшĕн те,
салтак юррисене юрлама пĕлменшĕн те ятлаççĕ. Çак çынсене ман маттурсем тесе
калас килет. Вĕсем тăрăшнипе салтака каякансене асатте-асаннесен йăлипе
ăсатаççĕ, çак йăла упранса пурăнать. Кунта вара пурне те пĕр ыйту
интереслентерет: кирлех-ши хальхи вăхăтра салтка каякансене ĕлĕкхи йăлана тытса
пырса ăсатни? Çак ыйту çине ответлес тесе эпĕ салтка кайса килнĕ çынсемпе тĕл
пулса калаçрăм, ыйтса пĕлтĕм.
Эпĕ калаçнă çынсем 1976-2011 çулсенче салтака кайнисем пулчĕç. Вĕсене пурне те
ял йăлисене пăхăнса ăсатнă иккен. Пĕри те вĕсенчен ку йăла кирлĕ марри çинчен
каламарĕ. Хăйсене çак йăлапа ăсатнипе кăмăллă вĕсем. Салтакра чухне ăсату каçне
аса илсе пайтах хавхаланнă иккен, пил сăмахĕсене те асра тытнă. Йывăр
самантсенче чăтăмлă пулма сунни те пулăшнă иккен. Апла пулсан авалхи йăласене
упрамаллах!
Паянхи шкул ачаисен, пулас салтаксен, шухăшне пĕлес тесе эпĕ вĕсемпе те ыйтăм
ирттертĕм. Ыйтăма 11-16 çулхи ачасем хутшăнчĕç.
Респондентсенчен 100% çамрăксене салтака 18 çул тултарсан илсе кайнине пĕлеççĕ,
пурте вĕсем каччăсен салтака каймаллах тесе шутлаççĕ, салтака каякансем
çĕр-шыва хÿтĕлеме кайнине те пурте пĕлеççĕ. Ыйтăма хутшăннисенчен 87%-чĕ
салтаксене ял тăрăх юрласа çÿресе ăсатнине курнă, çакă вĕсене питĕ килĕшет,
вĕсем те, салтака кайма вăхăт çитсен, „салтак чупсах” службăна каясшăн.
Хальлĕхе вара икĕ çыннăн çеç салтак ачисемпе пĕрле ял тăрăх юрласа çÿрес килет.
Ыйтăма хутшăннă хĕр ачасем салтака каясшăн мар, ку ĕç хĕрсене валли мар тесе
шутлаççĕ, хăшĕсем вара аннерен уйрăлас килмест тесе хуравларĕç.
Çапла
вара, эпĕ салтака ăсатас йăла-йĕркене тĕпчерĕм. Ку йăла ялта авлатан упранса
пырать. Хальхи вăхăтра та çынсем çав йăлана тытса пыраççĕ. Ку хальхи çамрăксене
те килĕшет. Малашне те салтака каякансем çав йăласемпех ăсату каçне
йĕркелесшĕн. Апла пулсан, Йĕкĕрварсем халăх культурине упраса пурăнакансем.
Эпир Г.Н.Волков каланă „Без памяти — нет традиций, без традиций — нет культуры,
без культуры – нет воспитания, без воспитания – нет духовности, без духовности
– нет личности, без личности – нет народа», — тенине асра тытатса пурăнатпăр.
Хамăн ĕçе тума пулăшнăшăн, салтака ăсатас йăла-йĕрке çинчен каласа панăшăн эпĕ
ялти çак çынсене тав тăватăп. (слайдра)
Тавах
ман итлешĕшĕн.
Хушса панă материалта эсир салтака ăсатнин сценарийĕпе, пирĕн ялсем юрлакан
салтак юррисемпе , ашшĕ-амăшĕ панă пил сăмахĕсемпе паллашма пултаратăр
В современных условиях под воздействием
политической и социально-экономической
нестабильности утрачиваются многие
нравственные ценности народа. Все это так или
иначе сказывается на содержании и характере
воспитания детей. Ведь человек, не знающий
истории, традиций, искусства своего народа, не
способен понять культуру других народов, их
самобытность и неповторимость. Возникла
объективная необходимость возврата и развития
национального самосознания и межнациональной
терпимости.
Развитие самобытной культуры чувашей
происходило и происходит в постоянной связи с
культурами других народов Поволжья. Ее изучение
предполагает внимательное отношение к
национальным особенностям, культуре, языку,
обычаям, песням и танцам других народов. Каждая
нация – часть человечества, его достояние.
В законах Российской Федерации и Чувашской
Республики “Об образовании” указывается, что
содержание образования должно содействовать
взаимопониманию и сотрудничеству между
народами, различными этническими группами. В
региональной программе одним из ведущих
направлений признается формирование у ребенка
начал национального самосознания, уважительного
и доброжелательного отношения к людям другой
национальности, интересов к национальной
культуре и традициям. В связи с этим мы
разработали программу духовного воспитания
школьников на традициях русского и чувашского
народов и используем эту программу в
воспитательной работе в своей школе. По этой
программе рассматривается проведение двух
больших общешкольных дел: праздники русской
народной культуры и чувашской народной культуры.
Каждый из них – это целый комплекс различных
воспитательно-развлекательных дел, в который
включаются учащиеся всех ступеней. Подготовка к
этим мероприятиям и их проведение растянуты по
всему учебному году. Каждое из этих двух дел
имеет логическое завершение: недели этих
культур. Представляем вашему вниманию
развернутый план недели культуры чувашского
народа.
Неделя чувашской культуры (с 24 по 30 апреля):
1). “В стране сказок и загадок” (1 ступень).
2). Конкурс рисунков по чувашским народным
сказкам (1 ступень).
3). Знакомство с символикой Чувашской
Республики.
4). “Улах” (3 ступень). Проводится в форме
вечерних посиделок. Это традиционный праздник
чувашской молодежи. Здесь звучат национальные
песни, исполняются народные танцы, ребята
выполняют традиционное рукоделие чувашей
(вышивают, вяжут, ткут, плетут). Ребята шутят,
разыгрывают друг друга, играют в народные игры,
вовлекая во все это зрителей.
5). Театрализованный обряд “Салтака aсатни” (4
ступень). Дело проходит в форме инсценировки, где
каждый выполняет свою роль строго по обычаям
предков. Имеет очень большое воспитательное
значение.
6). Конкурс “Тeпел” (2 и 3 ступень). Конкурс, где
девушки демонстрируют свое умение в
приготовлении национальных блюд и национальной
вышивки, исполнения песен и танцев, знания
чувашского фольклора.
7). “Акатуй” (1-4 ступень). В этот день проводится
состязания по чувашским народным играм, конкурс
по исполнению чувашских народных песен, танцев и
частушек, разнообразные конкурсы и аттракционы.
День заканчивается традиционным чувашским
молодежным развлечением “Чaваш вaййи”.
Классный час “Государственные символы
ЧР”.
Цели и задачи:
- Знакомство с государственной символикой
Чувашской Республики; - Формирование знаний по правоведению; по истории
ЧР; - Гражданско-патриотическое воспитание;
Основные понятия: гражданин, герб,
гимн, флаг.
Оборудование: конституция ЧР, флаг
ЧР, рисунок герба, компьютер.
Занятие в форме интеллектуальной игры. Класс
делится на 3 группы. Правильно ответившие на
вопросы получают жетоны.
Основные этапы классного часа:
- Гражданин.
- Права и обязанности граждан.
- Государственные символы Чувашской Республики.
- Тесты.
Ход классного часа
Первый этап занятия. Гражданин.
Вопросы:
- Как вы понимаете, отличаются ли понятия
“человек” и “гражданин”? - Мы являемся гражданами, какой страны?
- Какой документ свидетельствует, что мы являемся
гражданами своей страны?
Выслушиваются ответы учеников.
Учитель: Человек – существо, обладающее
даром мышления и речи, способностью создавать
орудия и пользоваться ими в процессе
общественного труда. (С.И Ожегов. Толковый
словарь русского языка.) гражданин – это житель
какой-то страны, имеющий право гражданства,
участник правовой и политической жизни. Все мы
живущие в Российской Федерации независимо от
социальной и национальной принадлежности
граждане своего отечества, своего государства –
России. Паспорт является основным документом,
свидетельствующим, что мы являемся гражданами
России.
Второй этап занятия.
Учитель: Быть гражданином – значит
пользоваться определёнными правами и нести
необходимые обязанности по отношению к своему
государству. Эти права и обязанности
определяются в основном законе страны –
Конституции.
Вопрос: В какой главе и в каких статьях
говорится о правах и обязанностях граждан
России? /учащиеся отвечают и вслух вычитывают
статьи из Конституции Российской Федерации/.
Третий этап занятия.
Приложение слайд 1
Учитель: Каждый гражданин должен знать
государственные символы своей страны. К
государственным символам любой страны относятся
государственный герб, флаг и гимн. Есть они и у
нашей Родины. В XX веке во всем мире установилась
обязательная традиция – каждой стране иметь
свой герб, флаг и гимн. Они нужны как воплощение
её истории и отражение настоящего, как выражение
патриотизма её граждан и обозначение на
международной арене, как её зрительный и
музыкальный образ.
/Класс разделен на три группы. Каждая группа
должна была подготовиться на знание
государственных символов. Были даны опережающие
задания/.
Каждая группа подготовила план выступления на
слайдах.
Герб Чувашской Республики (1 группа учащихся).
Приложение слайд 2
Ученики: Герб ЧР утвержден постановлением
Верховного Совета ЧР от 29 апреля 1992 года. Этот
день считается днем государственных символов ЧР.
Современный рисунок герба выполнил художник
Э.М.Юрьев. Звезды на гербе символизируют
старинную чувашскую эмблему — три солнца.
Изображение герба мы можем увидеть на фасадах
тех зданий, где работают руководители нашего
государства. На официальных документах. Его
помещают на пограничных столбах. Он присутствует
и на печатях государственных учреждений и
организаций
Государственный флаг ЧР (2 группа учащихся).
Приложение слайд 3
Ученики: Флаг ЧР утвержден постановлением
Верховного Совета ЧР от 29 апреля 1992 года.
Красный цвет символизирует красоту чувашской
земли, желтый- считается самым красивым цветом,
символизирует красоту и добро.
Флаг – наша святыня, и мы должны относиться к
нему с уважением и почитанием.
Государственный гимн Чувашской Республики (3
группа учащихся).
Приложение слайд 4-5
Ученики: Гимн Чувашской Республики утвержден
постановлением Верховного Совета ЧР от 29 апреля
1992 года. Государственный гимн Чувашской
Республики представляет собой
музыкально-поэтическое произведение,
исполняемое в случаях, предусмотренных
конституцией ЧР. Может исполняться в
оркестровом, хоровом, оркестрово-хоровом либо
ином вокальном и инструментальном варианте. При
этом могут использоваться средства звуко- и
видеозаписи, а также средства теле и
радиотрансляции.
Государственный гимн – один из главных
символов страны, поэтому его исполнение
сопровождается знаками наивысшего уважения –
все присутствующие встают, а военные отдают
честь или салютуют оружием. В международной
жизни исполнение гимна другой страны означает
выражение уважения её представителям. Сегодня
гимн является таким же атрибутом государства,
отражением её истории и знаком суверенитета, как
герб и флаг. Гимн как бы музыкально-поэтическое
воплощение страны и её народа, и поэтому должно
быть самое уважительное отношение.
Четвертый этап занятия (задания подготовлены
на слайдах).
Тесты: (выполняют все учащиеся).
Приложение слайд 6-10
1. Когда была принята Конституция Чувашской
Республики?
А) 12 декабря 1993 г.;
Б) 11 декабря 1978 г.;
В) 30 ноября 2000 г.;
2. Что (кто) является высшей ценностью в Чувашии,
по Конституции?
А) промышленный потенциал;
Б) государство;
В) человек, его права и свободы;
3. Что позволяет гражданину воспринимать свои
права как обязанности?
А) хорошее знание права;
Б) способность к служению – родине, государству,
обществу;
В) высокие нравственные качества;
Г) чувство патриотизма;
Д) всё перечисленное;
4. В каком соотношении находятся права и его
обязанности как гражданина?
А) обязанности имеют приоритет над правами;
Б) права имеют приоритет над обязанностями;
В) нет прав без обязанностей, нет обязанностей
без прав.
5. На что, по Конституции, направлена политика
Чувашской Республики?
А) на укрепление “силовых” министерств;
Б) на создание условий, обеспечивающих достойную
жизнь и свободное развитие человека;
В) на приобретение иностранных займов.
Пятый этап занятия.
Учитель: Быть гражданином России – это
большое счастье, высокая честь. Где бы ни был
Российский человек на своей земле или за её
пределами, он гордится принадлежностью к великой
России. Её гражданам присущи любовь к Родине,
забота о её процветании, ответственность за её
судьбу.
Приложение слайд 5
(Класс стоя исполняет гимн.)
Сценарий проведения обряда проводов в аримию
(Салтака aсатн).
Цель: ознакомить учащихся обрядами провод
в армию, чувашскими песнями, прощальными речами;
воспитать у учащихся патриотизм, потребность в
защите отечества; учить чувствовать богатство и
значение песен провод.
Регулярная армия создана в России при царе
Петре 1. Военная реформа 1705 ввела рекрутскую
повинность. Срок службы до 1793 точно не
определялся. Обычно служили до старости, многие
солдаты вообще не могли вернуться домой. В 1793—1834
солдаты служили 25 лет, 1834—14 — 15, с 1874 — в
сухопутных войсках — 6 лет, на флоте-7 лет. С
прошлых веков многое изменилось в армии, военном
деле. Но проводы в армию были и остаются самым
грустным обрядом. Рекрутская повинность
накладывалась на сельскую общину. Выбирали
определенное количество будущих рекрутов на
сельских сходах в присутствии старосты, волостного
старшины, писаря. Старались отдавать в солдаты
юношей-сирот, нередки были случаи, когда богатые
откупались деньгами или нанимали у бедных семей
за деньги одного из сыновей. Выбранных на сходах
юношей отвозили в волостной центр на жеребьевку.
Вынувший жребий становился рекрутом. Брали в
армию в 20, затем в 18 лет. К имени вернувшегося
через 25-15 лет службы в деревне навсегда
закреплялось слово “солдат” (Петeр салтак, Иван
салтак и т.д.).
После получения повестки о призыве новобранец с
друзьями готовил связку из разноцветных платков,
собранных девушками-сверстницами. На другой день
в доме новобранца собирались друзья. Всех их
усаживали за стол и угощали. Затем запрягали
лошадь или несколько лошадей: летом в тарантас,
зимой — в сани с задком или в обычную подводу. Под
дугу вешали колокольчик, гривы лошади
разукрашивали лентами, полотенцами. Новобранец
вместе с близким другом и гармонистом садился на
сиденье, остальные ехали стоя на коленях.
Новобранец размахивал платками, все пели
протяжные, печальные солдатские песни:
Процессия останавливалась у дома, где
участников обряда ждали с угощением. Заходили в
дом с песнями. После застолья начинались пляски и
частушки под гармошку. Родственники
благословляли новобранца, дарили подарки
(полотенца, деньги). Уходя, пели:
Накануне отправки новобранец с друзьями, тесно
обнявшись, с песнями под гармонь, связкой платков
ходил по улицам деревни по солнцу. Встречным
односельчанам низко кланялся. Всех приглашали на
проводы.
В день отъезда все друзья, родственники с
угощениями собирались в доме у родителей
новобранца, садились за стол. Затем новобранец
делал 3 круга вокруг стола по солнцу, при этом
вместе друзьями пел:
Мать давала сыну каравай хлеба. Он подрезал
горбушу. Если она падала навзничь, то служба
пройдет удачно, если ничком — то будут трудности.
Новобранец кланялся родителям, которых
усаживали на стулья. Друзья пели:
Родители благословляли сына, давали
напутствие: “Пусть Бог бережет, возвращайся
живым и здоровым и т.д.” Отец подносил к сыну
икону, сын цел ее, стоя на коленях. Родители и все
присутствующие давали новобранцу деньги с
пожеланием вернуть их обратно (означало
вернуться здоровым). Из дома выходили с песней:
Новобранец и друзья шли до околицы с
солдатскими песнями, в сопровождении
родственников и жителей деревни. Родители
оставались дома.
На околице будущему солдату преподносили кружку
пива. Выпив, кружку бросал вверх. Любимая девушка
дарила парню платок или кисет. Проводы
завершались песней прощания с родной деревней,
лесами, полями, лугами, озерами, реками. Дальше на
подводе отправлялся в место сбора новобранцев.
В советский период обряд хранился примерно в
таком же виде, но изменились слова песни. Мелодия
оставалась такой же, лишь в разных деревнях
имелись свои варианты исполнения.
Комсомол, организации, учреждения культуры
начали организовывать торжественные проводы в
армию по особому сценарию. В клубах давали
напутствие призывнику уважаемые люди села,
бывшие воины — защитники Родины, руководители
парт., сов. органов, колхозов и предприятий.
дарили призывнику подарки, в его честь выступал с
концертом коллектив художествен.
самодеятельности. К 2007 в районе проводится
силами работников администрации района,
поселений, райвоенкомата, учреждений культуры,
Советов ветеранов День призывника.
Конкурс для девушек 5-9 классов “Тeпел”.
Цель: ознакомить учащихся культурой быта
чувашского народа; способствовать формированию
чувства гордости национальной культурой,
навыков домашнего труда; воспитать
самостоятельность.
Оборудование:
На сцене оформлен фрагмент чувашской избы.
Выставка предметов традиционных чувашских
рукоделий.
Участники:
Ведущий, две команды девушек, жюри, болельщики.
Жюри подводит и объявляет итоги после каждого
конкурса.
Ход конкурса
Конкурс №1 “Разминка”.
Ведущий: Много дел и забот было в
крестьянском хозяйстве. Одни приходились на
лето, другие – на зиму; одни были заботой мужской,
другие – женской. Начнем нашу игру с определения
тех дел, которые традиционно считались женскими.
Команды по очереди, не повторяясь, перечисляют
те виды работ, которые они считают традиционно
женскими.
За каждый правильный ответ – 1 балл.
Варианты ответов: огородничество, вышивка,
заготовка воды, сбор грибов и ягод, жатва,
прядение, приготовление пищи, ткачество, рубка и
квашение капусты, шитье, уход за скотом,
воспитание детей, уборка в доме, растопка печи,
выпечка хлеба, стирка, вязание и др.
Конкурс №2 “ Рубашка”.
Ведущий: Во времена, когда все в доме делалось
своими руками, первейшей обязанностью женщины
было шить одежду для всех членов семьи. Но шитье
начиналось не с раскроя ткани, как сейчас, а с
выращивания льна, конопли и других волокнистых
растений. Почему? Ответ на этот вопрос и дадут
команды.
Команды получают конверты, в которых лежат
отдельные карточки с этапами изготовления
чувашской крестьянской рубашки. Задача –
составить цепочку технологии изготовления
рубашки.
За каждое верно поставленное звено – 1 балл.
Правильный вариант цепочки:
Посев конопли; прополка конопли; отделение
семян; вымачивание; сушка конопли; мятие конопли;
трепка конопли; чесание конопли; прядение кудели
в нитку; ткание на станках; выбеливание полотна;
кройка рубашки; шитье рубашки; вышивание
оберегов на рубашке.
Ведущий: Сейчас проведем практический
конкурс. Надо аккуратно сложить рубашку.
Конкурс№3 “Вышивка”.
Ведущий: Вышивка жила в каждом доме, с нею был
связан повседневный быт, без нее не обходились
посиделки. Вышивка отличается богатством узоров,
которые создаются с помощью симметрии.
Команды получают задания на составление узора.
Дается часть узора, составить узор:
- С помощью одной оси симметрии.
- С помощью двух осей симметрии.
- С помощью центральной симметрии.
Конкурс №4 “Старинные блюда”.
Ведущий: Поговорим о другой важной
обязанности хозяйки дома – готовить еду и
кормить семью. Начнем с того, что попросим
команды назвать блюда чувашской кухни, пришедшие
к нам из далекой старины.
Команды по очереди называют по одному блюду.
За каждый правильный ответ – 1 балл,
неправильный ответ или молчание в течение 30
секунд – право ответа переходит другой команде.
Ведущий: А сейчас выберите по одной поварихе
из каждой команды. Пусть они подойдут ко мне.
Проведем конкурс на приготовление “юсман
салма”.
Участницы готовят. Жюри оценивает работу по 5-ти
бальной системе.
Конкурс № 5 “Путешествие в чувашский
фольклор”.
Ведущий: Женщина-хозяйка была уважаема за
трудолюбие, умение выполнить любую работу.
Именно поэтому во многих русских сказках героини
справляются с самым тяжелым и хитроумным делом.
Чтобы доказать это, мы совершим путешествие в
чувашский фольклор.
Команды угадывают вторые половины пословиц и
поговорок.
По очереди исполняют по куплету песен о труде.
Завершающий этап.
Ведущий: Вот и подошла к завершению наша
встреча будущих хозяюшек. Мы увидели, что многое
они уже знают и умеют, а многому хотят и могут
научиться в будущем. Игра получилась интересной.
Для подведения итогов и награждения победителей,
а также наиболее активных болельщиков
предоставляем слово жюри.
Объявляются итоги, награждаются победители.
Использованная литература.
- Ахун В. Акатуй — праздник весны и труда.
Чебоксары. 1973. - Кулай М.И. Чаваш уявесем. “Вучах”. 1991.
- Михайлова З.П. и др. Народные обряды – устои
жизни. Чебоксары. 2003. - Патмар Э.И. Чавш хала календаре. Шупашкар. 1995.
- Иванов Н.Г., Никитин В.П. Чаваш самахлахе.
Шупашкар. 1993. - Патмар Э.И., Патмар И.А. Халах самахлахе. Канаш.
1994. - Чаваш юмахесем. Шупашкар. 1982.
- Чувашские праздники и обряды. Чебоксары. 1991.
11:36 14 ноября 2016 г.
Ǎсат, аннеҫĕм, йǎл кулса,
Ǎсат, анне, ална сулса.
Эс йǎл кулни чуна ҫĕклетĕр
Каяс ҫула телей пиллетĕр.
Пирĕн таврари салтак ачисем парне – алшǎлли ҫакса, алла тутǎр тытса, лаша кӳлсе урамсем тǎрǎх пĕр эрне яхǎн юрласа ҫӳренĕ. Ратне – тǎван, кӳршĕ – аршǎ, туссем салтак ачисене каяс кунчченех хǎналанǎ. Кам патне хǎҫан каймалли вǎхǎта ашшĕ – амǎшĕ йĕркелесе тǎнǎ.
Салтак пурнǎҫĕ нименле ĕҫршывра та, ĕлĕк те ҫǎмǎл пулман, паян та ансат мар. Салтакǎн кашни кун тĕрлĕ йывǎрлǎхсемпе тĕл пулма тивет.
Тăван çĕршыв — атте — анне çĕршывĕ, тăван кил, тăван ял — хула, тăван тавралăх… Ваттисем Тăван çĕршыва куç шăрçи пек упрама хушнă. Раҫҫей ҫарне халǎхпа, тус – юлташпа, тǎвансемпе Эльпусенчи культура ҫуртĕнче ǎсатасси йǎлана кĕрсе пырать.Иртнĕ шаматкун пирĕн Михаил Владимирович Борисов çĕршывăн мирлĕ пурнăçне, сыхлама салтак ятне тивĕҫ пулчĕ.
Залра халǎх йышлǎ пуҫтараннǎ — ку вǎл унǎн ҫывǎх тǎванĕсем, юлташĕсем тата ял – йыш. Вĕсем ǎна ырǎ сĕнӳсем парса, пулас салтак ачи вĕсене яланах асра тытасса, ҫар службинче тĕрекленсе, çирĕпленсе, малашне ял вăй — хǎвтне çĕклеме пулăшасса шанса тǎраҫҫĕ.
Салтака каякан ашшĕ – амǎшĕн чунĕсем еплерех ыратаҫҫĕ палах. Сǎпса пек ҫулǎхакан шухǎшсем канǎҫ памаҫҫĕ вĕсене. «Тĕрĕс – тĕкел ҫеҫ таврǎнтǎр», — пǎшǎлтатать кашниех. Алена Владимировна ǎна юратса та савса ӳстернĕ, нумай ҫывǎрман каҫсем те пулнǎ пулĕ. Çавǎн пекех, ашшĕ Владимир Михайлович мǎнаҫланма пултарать, мĕншĕн тесен вǎл хǎйĕн ывǎлне ҫеҫ мар чǎн – чǎн Çĕршыв хӳтĕлевҫине курать.
Пĕчĕк ачаран ҫирĕп, хӳхĕм яш каччǎ ӳссе ҫитĕнни ҫинчен презентации йĕркеленĕ. Михаил Владимировича Анастасия Моисеева илемлĕ юрǎсем парнелерĕ, шкулта вĕренекен ачисем хамǎрǎн юратнǎ Тǎван ҫĕршыва ҫирĕп сыхлама хушрĕҫ.
Салтак ачи каяс кун ашшĕ – амǎшĕ пĕтĕм тǎванĕсене хǎйсен патне пуҫтарать. Уяв каҫĕ салтак ачин килĕнче ҫĕрепех пырать: салтак юррине юрлаҫҫĕ, такмак каласа ташлаҫҫĕ. Сĕтел хушшинче таванĕсем, кӳршисем, юлташĕсем çар тивĕçне тӳрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыма , сĕт ҫулĕпе кайса хǎйма ҫулĕпе килме пил параҫҫĕ. Амǎшĕ ҫав вǎхǎтра хǎйĕн юратнǎ ывǎлĕ валли кутамкка хатĕрлет.
Ирхине салтак тухса каяс умĕн ҫывǎх тǎванĕсем вĕсен килне пуҫтарǎнса «пошшол пǎтти», теҫҫĕ пирĕн ялта, «салтак пǎттине» ҫиеҫҫĕ. Амǎшĕ ҫурта ҫутса, ывǎлне хĕрес ҫакса ярать, ырǎ ҫул пиллеть. Ывǎлĕ каснǎ ҫǎкǎр чĕлне турǎ кĕтесне хурать. «Ǎна турǎ сыхласа пурǎнтǎр, яла тĕрĕс – тĕкел таврǎнтǎр», тет.
Пулас воин сума суса килнĕ тǎванĕсем умĕнче аслǎ тивĕҫне аван туйса салтак ятне чыслǎ тытма, юратнǎ Тǎван ҫĕршыва ҫирĕп сыхлама сǎмах парать.
Юлташ ачисем салтак юрри юрласа ǎна килĕнчен илсе тухаҫҫĕ. Ашшĕпе амǎшĕн сĕтел хушшинчен тухма юраман. Вǎл ĕлĕкренпех ҫапла пулнǎ.
Амǎшĕшĕн чи пахи – ывǎлĕн иксĕлми вǎй – хǎват ялкǎшса тǎракан хĕлхемне, пуласлǎхǎн ҫутǎ ĕмĕтне яланлǎхах упраса хǎварасси.
Урампа пынǎ чух салтак ачин кашни ура пусǎмне утса пĕр ҫын пырать, унǎн пулас салтак ачине машина ҫине лартса янǎ хыҫҫǎн, мĕн каялла ашшĕ – амǎшĕн килне ҫитиччен урǎх ҫынсем патне кĕме юрамасть. Ку вǎл салтак ачин каялла киле килмелли ҫулĕ пулса тǎрать.
Пирĕн ялти салтак ачине тǎванĕсем, яшсемпе хĕрсем Канаша каякан чукун ҫул енчи укǎлча хапхине ҫити ǎсатнǎ. Салтак ачи ташласа хĕрсен тутрисене салатса панǎ. Савнǎ хĕрĕ, сǎмса тутри тĕрлесе, ǎна асǎнмалǎх юратнǎ савнине парнелет. Çул курки ҫине вак укҫа ярса параҫҫĕ. Ǎна пушатса пуҫ урлǎ хĕвелтухǎҫ енне ывǎтса ямалла. Черкки ваннипе ванманнине чупса кайса пǎхаҫҫĕ. Ваннǎ пулсан, салтака аван кайса килессе тенĕ. Урапа ҫине хǎпарса ларсан текех ял енне пахмалла пулман.
Çак йǎла – йĕркене манǎҫа каларас марччĕ пирĕн.
Паянхи кун Канаш хулине Тавайĕнчен 7 – 8 машинǎпа ларса каяҫҫĕ. Çамрǎк ǎру салтак юррисене питех пĕлсе каймаҫҫĕ. Хĕрсем тутǎр ҫыхманран пулмалла, тутǎр сулласа юрлани те курǎнмасть.
Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная клубная система» Янтиковского района Чувашской Республики
Проводы в армию по старинным чувашским обычаям. В селе Абашево Чебоксарского района решили возродить национальный обряд Салтака Асатни. Призывников в сельском поселении достаточно – девять человек уже признали годными к службе в армии, ещё двадцать семь проходят медицинское обследование. Однако главная сложность заключалась в том, чтобы уговорить ребят поучаствовать в проведении национального обряда.
Традиции забыты, но их нужно возрождать, говорит директор местного сельского клуба Ольга Ерилеева. Провести настоящие обрядовые проводы она хотела ещё пятнадцать лет назад. Но сколько призывников не уговаривала — все отказывались от участия в постановке.
«Молодежь не любит такие мероприятия или мало знает о них. Песни, традиции нашего чувашского народа восстанавливать очень тяжело», — говорит Ольга Ерилеева.
Игорь Кириллов ― первый, кто согласился участвовать не раздумывая. На подготовку ушло всего-то две недели. Идею поддержали и родственники. Отец Игоря не припоминает, чтобы в их селе в последнее время устраивали такие красочные проводы. Хотя в его годы некоторые обычаи всё же соблюдали.
«По-старинному с гармошкой провожали всей деревней, песни солдатские пели», — вспоминает отец Игоря Альберт Кириллов.
«Я изначально был не против, чтобы в честь меня организовали концерт», — говорит Игорь. Всё-таки это событие запоминающееся».
Все обряды показывали на сцене клуба. Вот как провожали в армию раньше: родственники и друзья призывника собирались за одним столом — каждому предлагали отломить по кусочку чёрного и белого хлеба. То, что останется, клали к иконе. Считается, что так вспоминают об умерших родных, которые будут оберегать солдата.
Еще одна обязательная часть обряда: каждый призывник заходил в дома односельчан. Гостю повязывали белые полотенца: чем больше их, тем проще пройдёт служба. Спеть чувашскую солдатскую песню – тоже обязательная традиция.
В Абашевском клубе – музее надеются, что теперь настоящие обрядовые проводы будут более популярны среди призывников.
Ҫимӗк — ҫуллахи сиплӗ вӑхӑтри таса уявсенчен пӗри, ваттисене асӑнмалли кун.
Уяв ячӗ «ҫиме» тенинчен тухнӑ. Ҫимӗкре вилнисене пӗрле апатланма, ӗҫме-ҫиме чӗнеҫҫӗ, масар ҫине кайса ӑсатаҫҫӗ. Ҫимӗкчен ача-пӑчан ҫичӗ тӗслӗ кӗпҫе ҫимелле, ҫичӗ хут шыва кӗмелле, ҫичӗ пусарлӑх чӗп курмалла. Ҫимӗкре яш-кӗрӗм вӑрмана кайса турат касса килнӗ.
Ваттисене ҫулталӑкра тӑватӑ хут асӑннӑ чухне пӗр йышши кӗлӗсемех каланӑ. Ҫав вӑхӑтрах Ҫимӗкӗн те, Юпан та хӑйсене расна сӑмахлӑхӗ пур. Тӗрӗссипе, кашни йӑлан мӗнле те пулин хӑйӗн кӑна кӗлли-сӑмахӗ палӑрать.
Ҫимӗк — кил-йышпа, ратнепе ирттерекен йӑла. Вӑхӑчӗ — кӗҫнерни кун, Мӑн кун хыҫҫӑн ҫичӗ эрнерен (ҫураки тӑсӑлса кайсан каяраха та хӑварнӑ). Ваттисем киле пухӑнса, кӑмака сакки ҫине ларса ирхине — килте, кӑнтӑрла иртсен масар ҫинче хӑналаннӑ. Елӗк тӑван-хурӑнташа ҫӑва ҫине масар-масарӑн, кашни йӑх-несӗлӗн уйрӑм кӗтесне пытарнӑ. Ҫавӑнпа мӗнпур тӑвана пӗр ҫӗре пухӑнса ӑсатма меллӗ пулнӑ. Вырӑс тӗнӗ килсе кӗнӗ хыҫҫӑн ҫынсене тӗрлӗ ҫӗре пытарма пуҫланӑ, вара ваттисене асӑнма ку чухне темиҫе масар ҫине ҫитме тивет.
Ҫимӗк эрнин пӗрремӗш кунне Аслӑ Ҫимӗк тенӗ, юлашкине — Кӗҫӗн Ҫимӗк.
Ҫимӗкпе ҫинҫе вӑхӑчӗ ача-пӑчапа яш-кӗрӗмӗн вӑййисен тапхӑрӗпе пӗр килет. Вӑйӑсем икӗ-виҫӗ эрне пыраҫҫӗ, хӗр парса хӗр илесси те вӑйӑ вӑхӑтӗнче пулса иртет. Питравккара вӑйӑ пӑрахаҫҫӗ.
Ҫимӗк йӗрки
297
Ҫимӗке чӑвашсем Мункун иртсен ҫичӗ эрнерен, кӗҫнерни кун, тӑватчӗҫ. Ҫимӗк кун ирхине, тул ҫутлачченех, хӗрсем вӑрмана кайса темиҫе тӗрлӗ курӑк татса килетчӗҫ те мулча хутатчӗҫ, татса пуҫтарнӑ курӑка чукунпа пӗҫеретчӗҫ, мулчара вара ҫав шывпа ҫӑвӑнатчӗҫ, пӑртак ӗҫетчӗҫ. Ҫимӗк мулчине кӗме тул ҫутӑлсанах тӑратса илсе каятчӗҫ, унта пире курӑк шывӗпе ҫӑватчӗҫ, ӗҫме те паратчӗҫ. Мулчаран тухсан пурте шур пиртен ҫӗленӗ ҫӗнӗ кӗпесем тӑхӑнаттӑмӑр.
Кӑнтӑрла ҫитсен вилнисене хыватчӗҫ. Вӗсене Мункун чухнехи пекех хыватчӗҫ, алӑк патне ҫурта анчах лартмастчӗҫ. Хӗвел каҫ еннелле сулӑнсан вилнисене асӑнма ҫӑва ҫине каятчӗҫ. Ҫемьере ҫын вилсен ӑна асӑнма ҫӑва ҫине виҫӗ Ҫимӗкре каятчӗҫ, виҫӗ ҫултан вара кайма пӑрахатчӗҫ. Ҫӑва ҫине кайнине «Ҫимӗке каяс» тетчӗҫ. Ҫимӗк кунӗ унта халӑх пасар пек нумай пухӑнатчӗ. Пурте лайӑх тумсем тӑхӑнса шор лашапа, шӑнкӑравпа пыратчӗҫ. Виле тӑпри ҫине кӗҫҫе саратчӗҫ, унта сӑра, эрех кӑларса лартатчӗҫ, ҫӑмарта, ҫуллӑ пӑтӑ, пыл, икерчӗсем, кулачӑсем кӑларса хуратчӗҫ. Ҫимӗке пынисем тупӑк тӑпри тавра ларса вилнӗ тӑванне асӑнса хыватчӗҫ, хӑйсем те ӗҫетчӗҫ, ҫиетчӗҫ, ҫынсене те ӗҫтерсе ҫитеретчӗҫ.
Мӑн Ҫырма ялӗнче Ҫимӗк чух тата Сӗрен тӑватчӗҫ. Ҫамрӑксем (каччӑсемпе хӗрсем) хӗвел ансанах пӗрле пухӑнатчӗҫ те килтен киле юрласа шӑпӑр каласа ташласа ҫӳретчӗҫ. Кил хуҫисем вӗсене кӳртсе сӑра ӗҫтерсе яратчӗҫ, икӗ ҫӑмарта, пӗр кулачӑ паратчӗҫ. Ачасем сӑвӑ каласа юрлатчӗҫ «Ик ҫӑмарта, пӗр кулач» тесе. Тул ҫутӑлсан вӗсем ялтан тухатчӗҫ те таса ҫӗрте Турра ҫӑмартапа, кулачӑпа чӳклетчӗҫ. Чӳклесе пама вӗсем патне пӗр ватӑ ҫын тухатчӗ.
298
Ҫимӗке вырӑссен Троицинчен малтан, кӗҫнерни кун, ирттернӗ. Уяв тӗлне сӑра вӗретнӗ. Уяв кунӗ ирхине икерчӗ, ҫӑмарта хӑпартни пӗҫернӗ, сӗт вӗретнӗ. Кӑнтӑрлахи апата тӑвансене пухнӑ та пӗр-пӗрин патӗнче хӑналанса «ӗрет хывнӑ». Вилнисене асӑннӑ, икерчӗсене тӗпретсе кашни вилнӗ тӑвана ятран уйрӑммӑн ҫапла каланӑ:
— Асатте, пехил ту!
Пухӑннӑ татӑксене кил хапхи ҫумне тухса тӑкнӑ.
Кайран вара пӗтӗм тӑвансем ҫӑва ҫине «шилӗке» тухаҫҫӗ. Унта хӑпартнӑ ҫӑмарта, ҫӑкӑр, сӑра илеҫҫӗ. Кашни ҫемье ыттисенчен уйрӑм ушкӑна ларать. Ачасене вилнисен пуҫӗ вӗҫне лартаҫҫӗ. Кашни ҫемье уйрӑм кӗлӗсем калать:
Эй, Турӑ, ҫак ватӑсем пире пиллесе вилнӗ, вӗсем канлӗхре пулччӑр. Мӗн айӑпа кӗнӗ, айӑпран хӑтӑлччӑр. Мӗн ӗҫ туса ҫылӑха кӗнӗ, ҫӑлӑнччӑр. Атте Турӑ, вӗсем санӑн аллӑнта, чӑнлӑхра. Канлӗхлӗ вырӑнта, ҫӳлти патшалӑхра пулччӑр. Йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр! Эпир сире вӑхӑтпа асӑнатпӑр, эсир те пире вӑхӑтсӑр ан асӑнӑр. Эпир ӗнтӗ сире сума суса ҫӑкӑрпа, ҫимӗҫпе асӑнатпӑр, эсир те пире вӑхӑтсӑр ан асӑнӑр.
Кӗлӗ хыҫҫӑн апатланма пуҫлаҫҫӗ. Ҫӑкӑр татӑкӗсене пуҫ юпи патне хываҫҫӗ. Кайран киле таврӑннӑ чухне кӳршисене хӑйсем патне хӑнана чӗнеҫҫӗ. Хӑнасем пырсан ҫапла калаҫҫӗ:
— Асаттесем-асаннесем патне килтӗмӗр.
Килте асӑнни
299
Малтанхи икерчӗ пиҫсе тухсан ӑна алӑк умӗнчи сак ҫине хурса ак ҫапла калаҫҫӗ:
Эй, ваттисем! Эпир паян сире асӑнатпӑр, эсир пире ҫиленнӗ пулсан каҫарса ҫак пӗлӗме ҫисе ярӑр.
Асатте, асанне, пил ту, атте, анне, пил ту. Пӗр турам пӗр ҫӑк пултӑр. Сӗт кӳл ҫинче пул, мамӑк минтер ҫинче пул!
Унтан тата кӑшт тӑрсан витрене сӑра ярса икерчӗ тураҫҫӗ те урама пӗр кӗтесе тухса тӑкаҫҫӗ. Ҫав тӑкнине пӗр-пӗр йытӑ пырса ҫисен пире ваттисем хапӑл илсе ҫисе ячӗҫ теҫҫӗ. Тата ҫырмаиа, вилнисене тӑхӑнма тесе, пӗр-пӗр кивӗ кӗпе пӑрахаҫҫӗ.
— Эй, ватӑ ҫынсем, эсир пире ан пӑрахӑр, эпир асӑннине хапӑл илӗр, эсир кайнӑ ҫӗре никам та каймасӑр юлмасть, — теҫҫӗ.
Ҫапла кӗлтусан ҫиме пуҫлаҫҫӗ.
Масар ҫинче асӑнни
300
…Тепӗр сехетрен тем чул урапа пӗри теприн ҫумне ҫитсе чарӑнчӗ. Ҫӑва ҫине халӑх пухӑнса ҫитсен тӑватӑ мучи масар варрине тухрӗ. Унтан арӗ-арӑмӗ ҫавсем тавра пухӑнса тӑчӗ. Мучисем хуллен кӗлӗ калама пуҫларӗҫ, чӑн ҫӗре кайнисем валли Турӑран канӑҫлӑх тархасларӗҫ. Унтан вӗсем чӗркуҫленчӗҫ те, пӗтӗм халӑх чӗркуҫленсе тӑчӗ.
Кӗлӗ пӗтсен кашни харпӑр хӑй лавӗ патне кайса ӗҫме-ҫиме илсе килчӗ, хӑйсен тӑванӗсен тӑприсем ҫине йӑтса кайрӗ. Кашни пӗри вил тӑпри ҫине, ура вӗҫне, пӗр виҫ аршӑн тӑршшӗ шалча ҫапса лартрӗ, шалча тӑррине шурӑ тутӑрсем, вӑрӑм сӗлкӗсем ҫака-ҫака ячӗ. Унтан вил тӑпри ҫине кам мӗн пултарнӑ таран темиҫешер аршӑн пир тӑрӑхӗ сара-сара тухрӗҫ, юрлӑраххисем пӗрер татӑк пир тӑрӑхӗпех ҫырлахрӗҫ. Пир тӑрӑхӗ ҫине икшер пысӑк йывӑҫ чара лартрӗҫ те вара мӗнпур апат-ҫимӗҫне пӗр чари ҫине кӑлара-кӑлара лартрӗҫ. Апат-ҫимӗҫӗ темех мар: пуҫламан ҫӑкӑр, тулӑ е урпа кулачисем, тӑпӑрчӑ икерчисем, чӑкӑт кӑшӑлӗсем, пӑтӑ таврашӗ. Хӑшӗ-пӗри кӑна ваттисем валли чаплӑ кучченеҫ — шӑрттан татӑкӗсемпе сурӑх ашӗ илсе килнӗ. Сӑра пичкисемпе эрех савӑчӗсене те вил тӑпри патне йӑтса килсе лартрӗҫ. Вара кашни вил тӑпри патӗнче пурте пӗр вӑхӑтра ӗлӗкхи йӑлапа асӑнма пикенчӗҫ. Аслисенчен тытӑнса ҫичӗ-сакӑр ҫулхи ачасем таранах кашни ҫимӗҫренех пӗрер татӑк алӑ валли хуҫа-хуҫа илчӗҫ, пӗрер ҫӑвар ҫыртса пӑхрӗҫ те ваттисене ҫапла каласа асӑнчӗҫ:
Эпир сире асӑнатпӑр, сирӗншӗн темскер те шеллеместпӗр, сирӗншӗн Турра кӗлтӑватпӑр, витӗнетпӗр, тархаслатпӑр. Ӗнтӗ эсир те тӑнӑҫ тӑрӑр, ан хирӗҫӗр, ан ятлаҫӑр, пире хӗн-асап ан ярӑр, вӑхӑтсӑр пырса-туса ан ҫӳрӗр!
Унтан вил тӑпри пуҫ вӗҫне кӗпесем, тӑласем, ҫӑпатасем, пуянраххисем тата кивӗрех сӑхмансем пыра-пыра хыврӗҫ. Хӑйсем вара уйрӑлса кайнӑ тӑванӗсемпе чарӑна пӗлмесӗр, чӗрӗ ҫынсемпе калаҫнӑ пекех калаҫрӗҫ те калаҫрӗҫ…
301
…Кил-йыш нумай пулмасть вилнӗ ҫын тӑпри тавра пухӑнать, пир-авӑр тӗркине, халатне-шупӑрне сарса хурать те ӗҫме-ҫиме кӑларса лартать.
Вил тӑпри умӗнче виҫӗ хутчен пуҫ тайнӑ хыҫҫӑн халь хаҫҫӑн вилнӗ ҫынна асӑнма, унӑн пурнӑҫри ырӑ ӗҫӗсене калама пуҫлаҫҫӗ. Унтан пуҫ юпи ҫине сурпан ҫакаҫҫӗ, вил тӑпри ҫине шӑтӑк тӑваҫҫӗ, унтан алтӑрпа сӑра тултарса тытаҫҫӗ те ҫапла калаҫҫӗ:
— Тав сана, пирӗн сывлӑхшӑн кӗлӗ ту. Пире инкек-синкекрен упра та леш тӗнчере тӗрӗс-тӗкел пурӑн. Пуян пул та хаваслӑ ҫӳре. Эпир ватӑлса ҫитиччен пире ху патна ан ил вара…
Асӑнакансенчен кашниех шӑтӑка сӑра тумлатать, хӑйне панӑ ҫимӗҫрен пӗр татӑкне катса хурать.
302
… Вӗсем масар ҫине ҫитсен лашисене масар тулашне тӑварса хӑвараҫҫӗ те харпӑр хӑй тӑванӗсен виллисене пытарнӑ тӑпри ҫине тӑрса:
— Пил тӑвӑр! — тесе ҫӳхисем, икерчӗсем, хӑпартусем таткаласа пӑрахаҫҫӗ тата сӑра-эрех тӑка-тӑка акӑ ҫапла вилли ятне асӑнса ӗҫсе ҫиеҫҫӗ:
Эпир ӗҫетпӗр, ҫиетпӗр, умӑнта пултӑр! Эпир сана ҫӑвӗн-хӗлӗн асӑнатпӑр, эсӗ те пире ан пӑрах. Сан чунушӑн эпир кӗлтӑватпӑр, эсӗ пире хӑ(вӑ)нтан юлнисене хапӑл туса лайӑх ҫулпа пыртар.
Ҫапла пур тӗрлӗ ялтан пырса харпӑр хӑй раттинчи виллисене асӑнса хываҫҫӗ. Вӗсем унта пӗр-пӗринпе вилесем савӑнччӑр тесе юрлаҫҫӗ, ташлаҫҫӗ.
303
Масар ҫинче ӑратти-ӑраттипе хӑйсен вилнӗ ҫыннисене пытарнӑ тӑприсем патне пырса хываҫҫӗ, кашни ӑратне хӑйсен вилнӗ ҫыннисене ытти ҫынсем вилнӗ ҫынсенчен ӑрасна ҫӗре — пурте пӗр ҫӗре пытараҫҫӗ, ҫавӑнпа ҫимӗкре кашни ӑратне хӑйне ушкӑн пуҫтарӑнса хываҫҫӗ. Хываҫҫӗ тӳрех ҫӗре, ҫимӗҫпе пӗрле тата камӑн пурри симӗс сухан хывать, унтан эрехпе сӑра хываҫҫӗ. Кашни татса пӑрахмассерен вилнӗ ҫынсене асӑнаҫҫӗ:
Ҫавӑн умӗнче пултӑр, ҫавӑн умӗнче пултӑр, эпир асӑнатпӑр, эсир ан асӑнӑр. Сӗт кӳлӗ пултӑр умӑнта.
Унтан вара ҫавӑнтах ӑратнипе ларса ӗҫсе ҫиеҫҫӗ.
304
Атте, анне… сана икерчӗ хыватӑп, умӑнта пултӑр, пил ту. Атте, анне… сана пӳремеҫ хыватӑп, умӑнта пултӑр, пил ту. Хӗрлӗ ҫӑмарта хыватӑп, умӑнта пултӑр, пил ту. Сӑра хыватӑп, умӑнта пултӑр, пил ту. Эрех хыватӑп, умӑнта пултӑр, пил ту. Ачасене пехиллӗхне пар, выльӑха-чӗрлӗхе уҫлӑхне пар. Вӑхӑтлӑ пырса, вӑхӑтлӑ кил. Йӑмӑксене, тӑвансене, тетесене, инкесене, ачамсене, шӑллӑмсене — пурне те умӑрта пултӑр. Пил ту, пехиллӗхне пар. Пӗлнисене, пӗлменнисене те, тӑлӑхсене, ҫулта вилнисене те, шыва кайса вилнисене те, ҫын ҫапса вӗлернисене те, пурне те умӑнта пултӑр, пил ту. Пехиллӗхне пар!
305
Ҫимӗк каҫ кашни килтен сӑра, эрек тата тӗрлӗ ҫимӗҫсем илсе масар ҫине вилнисене хывма каяҫҫӗ. Вӗсем ҫимӗҫӗсене илеҫҫӗ те харпӑр хӑй тӑванӗн тӑпри ҫине тураҫҫӗ. Туранӑ чухне ак ҫапла сӑмахсем калаҫҫӗ:
Акӑ сире тӗрлӗрен ҫимӗҫ хыватпӑр, тата сӑрапа хыватпӑр, ҫак ҫимӗҫпеле ӗҫсе-ҫисе савӑнса ташласа кайӑр, эпир сире асӑнар, эсир пире ан асӑнӑр.
Пӗлни пулӗ, пӗлменни пулӗ, эсир ан асӑнӑр, ваттисем ҫамрӑккисене валеҫсе парӑр. Пӗр турамран пин турам пултӑр.
Ҫӑтмахра пул, тутӑ пул, эпир ӗҫнине эсӗ те ӗҫ. Пӳлӗх пӳрсен эсир те ӗҫӗр.
Вил тӑпри ҫине сӑра тӑкнӑ чухне каланӑ.
Тепӗр киличчен чипер пурӑнӑр, хисепсӗр ан пырӑр, кӗркуннеччен ан пырӑр.
Масар ҫинчен тухас умӗн каланӑ.
306
Телейрен иртекен ҫутӑ тӗнче,
Пирӗнтен те юлӗ ҫак тӗнче…
Асран кайми хаклӑ тӑвансем —
Никӗс тӗппи аслӑ асатте,
Несӗл тӗппи аслӑ анне!
Вӗсен мӗнпур ачи-пӑчисем,
Ватӑлнисем, яшла кайнисем!
Сирӗн ятсем пирӗнпе пӗрле,
Сирӗн ырӑ ӗҫсем халӑхпа пӗрле,
Ҫавӑнпа асӑнатпӑр ҫулсерен,
Ҫавӑнпа ыр сунатпӑр кунсерен.
Ӗмӗртен иртекен ҫутӑ тӗнче,
Йӑхран-йӑха ан ман, ҫут тӗнче!
Кайӑк-кӗшӗк килет кӗрлесе,
Ватӑ ҫынсен сасси ҫавӑ вӑл.
Шурӑм пуҫӗ тухать кӗрлесе,
Ватӑ ҫынсен сӑнӗ ҫавӑ вӑл.
Кайӑк-кӗшӗк кӗр каять те ҫур килет,
Эсӗ пӗр кайсан килес ҫук.
Ҫулҫӑ кӗр тӑкӑнать те ҫур чӗрӗлет,
Эсӗ пӗр такӑнсан тӑрас ҫук.
Ятсӑр ялта шур пӳрт лартрӑмӑр,
Чӳречисем умне сат чӗртӗр.
Тӑвансемпе килсен пӗрле ларӑпӑр,
Эпир килессине ан кӗтӗр.
Сат пахчине сар кайӑксем пухӑнчӗҫ,
Эп юратнӑ кайӑк сасси ҫук.
Тӑванӑмсем пӗрле пухӑнчӗҫ,
Хаклӑ тӑван, санӑн сассу ҫук.
Ӑсату сӑмахӗсем
307
Эпир сире асӑнатпӑр, тутлӑ ӗҫме-ҫиме паратпӑр, мӗн пуррине пӗрле пайлатпӑр. Аслӑ турӑсене, ырӑсене кӗлтӑватпӑр, тархаслатпӑр, витӗнетпӗр. Кӗске ӗмӗрӗмӗрсене сирӗн пекех чыслӑ ирттерме тупа тӑватпӑр. Несӗл ятне ҫӗртекене кун ан парӑр, тӑван ятне ҫӗклекене сӑвап ярӑр. Ентӗ эсир те тӑнӑҫ тӑрӑр, ан хирӗҫӗр, ан ятлаҫӑр. Тавлашу тухсан ӑспа сӳтсе явӑр. Сирӗн ӑшӑ кӑмӑлӑрсем тӑванлӑха упраччӑр.
Масар ҫинчен киле таврӑннӑ чухне вилнӗ ҫынсене ячӗсенчен калаҫҫӗ:
…*, халӗ сире асӑнма килтӗмӗр, тепӗр ҫулччен ан тухӑр, пире, пирӗн ача-пӑчамӑрсене хӗн-асап парса ан ҫӳрӗр, выльӑха-чӗрлӗхе хӗн-асап ан парӑр.
* Вилнӗ ҫынсен ячӗсем.
PDF тиесе ил (0,1 Mb)