Сценарий концерта, посвященный чувашскому языку.
Д: Язык – это богатство народа. Нет человека, который не любил бы свой язык и не гордился им. Сегодняшнее мероприятие посвящено чувашскому языку. И в концертной программе будут: песни, танцы, стихи на чувашском языке.
М: Чăваш чĕлхи-тăван чĕлхе.
Эс-чи пахи, эс-чун уççи.
Чăваш чĕлхи-тăван чĕлхе,
Пин чĕлхерен чи çепĕççи.
«Илемлĕ, илемлĕ…» юрă. Юралаканĕ Прокопьева Светлана.
Д: Тăван чĕлхе- тăван сăмах
Сана упратăп чĕремрех
Анне чĕлхи, атте чĕлхи,
Мана вăй кĕртĕн яланах.
М: « Чăваш ача-пăча вăййисем» выляканĕсем 7 мĕш В класс ачисем
Д: Калаçатăп чăвашла
Эп ташлатăп чăвашла
Эп юрлатăп чăвашла
Юрататăп чăваша
М: 2-мĕш В класри Афанасьева Елена «Кукамай» юрă юрлать
Д: Эх, тату пурнар-и,
Пĕрне-пĕри савар-и?
Пĕрне-пĕри савар-и?
Ĕмĕр пĕрле пурнар-и?- тесе юрлаççĕ 11-мĕш класра вĕренекенсем Евтихеева Юльăпа Филиппова Ирина .
М: Сирĕн умăрта « Шкул шăпчăкĕ» конкурсра çĕнтернĕ Смирнова Диана « Вăйăра» юрăпа тухать.
Д: Кто сказал, частушки вроде
В наши дни уже не в моде,
Да и разве дело в моде,
Если любят их в народе
«Сюита» юрă çаврăмĕ 5- мĕш класс ачисем юрлаççĕ
М: Урамра çилпе кашлаççĕ
Ешĕл тумлă йăмрасем.
Кайăксем чуна çĕклеççĕ
Янратаççĕ юрăсем.
Ку вăл – ман Тăван çĕр-шыв.- тесе юрлать Прокопьева Светлана.
: Ăçта кăна çитсе курмарăм,
Атте-анне çуртне манмарăм,
Тăван чĕлхе чысне упрарăм,
Чăваш çĕрне ялан мухтарăм
М: Атьăр мода пуçлар-и,
Сирĕн умма тухар-и?
Аннем куртăр савăнтăр
Пире пăхтăр, йăл култăр
Сирĕн умăрта хĕрачасен ушкăнĕ хăйсем çĕленĕ кĕписене кăтартаççĕ Ертÿçи Выйгетова Наталия Анатольевна
Пирĕн патра хăнара чăваш эстрада юрăçи Алина Выйгетова, кĕтсе илĕр, тархасшăн.
Д: 1-мĕш вĕренекен: «Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук»,- тенĕ чăвашсен паллă вĕрентекенĕ И.Я.Яковлев. Тăван чĕлхене пĕлмесĕр, унăн йăли-йĕркине те, уявĕсене те упраймăпăр. Тăван халăхăн йăли- йĕркине çулран-çул аталантарса пырар.
М: 2-мĕш вĕренекен: Çакăнпа пирĕн концерт вĕçленчĕ. Чипер юлăр! Тепре тĕл пуличчен!
Сценарий концерта, посвященный чувашскому языку.(7 Февраля)
Ырă кун хисеплĕ хăнасем!
Добрый день уважаемые гости!
Д: Язык – это богатство народа. Нет человека, который не любил бы свой язык и не гордился им. 2015 год — Год литературы в России, год Константина Васильевича Иванова в Чувашии. В этом году мы отмечаем 125-летие со дня рождения Константина Васильевича Иванова, поэта, переводчика, классика чувашской литературы, автора поэмы «Нарспи».
(Выход учащихся 4 г класса)
М. Сцена çинче 4-мĕш класра вĕренкенсем пулчĕç.
И в сегодняшней концертной программе будут: песни, танцы, стихи на чувашском языке.
Д: Калаçатăп чăвашла
Эп ташлатăп чăвашла
Эп юрлатăп чăвашла
Юрататăп чăваша
«Чăваш ташши». 3-мĕш класра вĕренкенсем ташлаççĕ. Ертсе пыраканĕ – Айкина Элина Николаевна.
М: Чăваш чĕлхи-тăван чĕлхе.
Эс-чи пахи, эс-чун уççи.
Чăваш чĕлхи-тăван чĕлхе,
Пин чĕлхерен чи çепĕççи.
4.5.6.) Пирĕн патра çамрăк чăваш эстрада юрăçи Катя Лукиянова. Кĕтсе илĕр, тархасшăн.
Д : Тăван чĕлхе- тăван сăмах
Сана упратăп чĕремрех
Анне чĕлхи, атте чĕлхи,
Мана вăй кĕртĕн яланах.
«Илемпи юрри…». Юрлаканĕсем Родионов Никитăпа Осташкова Мария.
М: «Ай илемлĕ çепĕç çуркунне, улмуççи те ларнă шурă çеçкене» тесе шăрантараççĕ 5Я класра вĕренекен хĕрачасем. «Анлă Атăл» юрă.
Д: Урамра çилпе кашлаççĕ
Ешĕл тумлă йăмрасем.
Кайăксем чуна çĕклеççĕ
Янратаççĕ юрăсем.
« Шкул шăпчăкĕ» конкурсра çĕнтернĕ Прокопьева Светлана «Пилеш кайăксем» юрăпа тухать.
Д : Юрлар ай савăнса,
Ташлар авкаланса
Хĕвел пăхтăр йăл кулса
Çынсем курччăр ыр сунса
Сирĕн умра «СУВАР» ташă ушкăнне çÿрекенсем «Чăваш ташши» ташласа параççĕ.
Д. Эпĕ ыйтрăм чечекрен
Чи хитри мĕскер?
Хуравларĕ вăл хуллен:
Вăл чăваш юрри тесе юрлаççĕ 5- мĕш класра вĕренекенсем.
М: Тăван çĕр-шыв эс мар-и
Чи илемли!
Тăван çĕр-шыв эс мар-и
Чи ăшши!
Тăван çĕр-шыв эс мар-и
«Шурă Шупашкар» юрă.
М: 1-мĕш вĕренекен: «Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук»,- тенĕ чăвашсен паллă вĕрентекенĕ И.Я.Яковлев. Тăван чĕлхене пĕлмесĕр, унăн йăли-йĕркине те, уявĕсене те упраймăпăр. Тăван халăхăн йăли- йĕркине çулран-çул аталантарса пырар.
Д: 2-мĕш вĕренекен: Çакăнпа пирĕн концерт вĕçленчĕ. Чипер юлăр! Тепре тĕл пуличчен!
Сценарий на 26 февраля
Никита: Ырă кун хисеплĕ хăнасем, вĕренекенсемпе вĕрентекенсем!
Добрый день уважаемые гости, ученики и учителя!
Диана: Язык – это богатство народа. Нет человека, который не любил бы свой язык и не гордился им. 2015 год — Год литературы в России, год Константина Васильевича Иванова в Чувашии. В этом году мы отмечаем 125-летие со дня рождения Константина Васильевича Иванова, поэта, переводчика, классика чувашской литературы, автора поэмы «Нарспи».
(Выход учащихся 4 г класса)
Никита. Сцена çинче 4-мĕш класра вĕренкенсем пулчĕç.
Паян пирĕн патра сумлă хăнасем.
Геронтий Лукьянович Никифорв Геронтий Лукьянович Никифорв — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен секцийĕн ертÿçи, Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн тата вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн пайташĕ.
Владимир Васильевич Степанов — «Самант» журнал редакторĕ.
Халĕ Геронтий Лукьянович Никифорва сăмах паратпăр.
Диана : Тăван чĕлхе- тăван сăмах
Сана упратăп чĕремрех
Анне чĕлхи, атте чĕлхи,
Мана вăй кĕртĕн яланах.
«Илемпи юрри…». Юрлаканĕсем Родионов Никитăпа Осташкова Мария.
Диана: Чăваш чĕлхи-тăван чĕлхе.
Эс-чи пахи, эс-чун уççи.
Чăваш чĕлхи-тăван чĕлхе,
Пин чĕлхерен чи çепĕççи.
Халĕ Владимир Васильевич Степанова — «Самант» журнал редакторне сăмах. Вăл пире чăваш чĕлхин историйĕпе паллаштарать.
Родионов Никита «Тăван çĕршыв» юрăпа вĕçлет
2- мĕш вĕренекен: «Тăван кĕтес» — сăвă. Вулаканĕ 2-мĕш Г класри Смирнова Диана.
1- мĕш вĕренекен
2- мĕш вĕренекен: «Тăван ялăм» — юрă. Юрлаканĕ – Родионов Никита.
1- мĕш вĕренекен: « Уҫланкăра ҫырлара» ташлаканĕсем 1 В класс ачисем
2- мĕш вĕренекен: Ташларăмăр уявра,
Савăнар-ха йăл кулса
Юрă-кĕвĕ шăратар
Концертра янратарар
1- мĕш вĕренекен: «Тăрна» юрă 6 мĕш А класра вĕренекен Осташкова Мария юрлать
2- мĕш вĕренекен
«Хĕвел тух» 4мĕш Г класс ачисем юрлаҫҫĕ
1-мĕш вĕренекен: Тĕрлĕ тĕслĕ лĕпĕшсем уҫлăхра вĕҫеҫҫĕ тесе юрлать 5 мĕш Г классри Родионов Никита «Лĕпĕшсем» юрăра
Атьăр ташша пуҫлар-и?
- « Тюнькки-тюньки»
2-мĕш вĕренекен :
1-мĕш вĕренекен :
2-мĕш вĕренекен: Сирĕн умра- Афанасьева Галина Алексеевна. « Хăна юррисем» юрă.
Хĕвел шевлийĕ эс — анне!
Смирнова А. Г. |
1-мĕш ертсе пыракан:
Анне, аннеçĕм, аннем …
2-мĕш ертсе пыракан:
Анне… Чи ăшă та хаклă сăмахсем.
1-мĕш ертсе пыракан:
Мĕнре-ши аннен хăвачĕ?
2-мĕш ертсе пыракан:
Унăн пин-пин çул хушши пухăнса пынă ăсĕнче.
1-мĕш ертсе пыракан:
Анне… Çак сăмахсене асăнсанах — куç умне чи çывăх та юратнă çыннăмăр тухса тăрать.
2-мĕш ертсе пыракан:
Чÿк уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче пĕтĕм Раççейре Аннесен уявне паллă тăваççĕ. Ăна
1998 çултан чысласа ирттерме пуçланă.
Текста малалла вулăр…
Тинкеретпĕр малалла, кайрине те халь куратпăр
Кулакова С. П. |
Сцена çине 6-мĕш класс ачисем тухса тăраççĕ. Илемлĕ чаваш кĕвви янăрать. Ачасем умлăн-хыçлăн сăвăсем калаççĕ.
Çĕр-шывсем нумай тĕнчен,
Пĕринчен тепри илемлĕ.
Эпĕр — Улăп йăхĕнчен,
Чи ирĕклине иленнĕ.
Халăхсем нумай тĕнчен,
Пĕринчен тепри тĕреклĕ.
Эпĕр Улăп йăхĕнчен,
Сапăр та сатур чĕреллĕ.
Эпĕр -Улăп йăхĕнчен,
Чыс мĕнне аван чухлатпăр
Ĕмĕрхи ĕçре ĕçчен,
Вăрçăра, салтак чух паттăр.
Эпĕр -Улăп йăхĕнчен,
Шуххăн савăнма пĕлетпĕр —
Уявра чун каниччен
Юрă-ташăпа кĕрлетпĕр
Çеçпĕл – пирĕн чĕрере
Григорьева Л. М. |
Тĕллевсем: Çеçпĕл Мишшин пултарулăхĕпе кĕскен паллаштарасси; чăваш халăхне, чĕлхине чĕререн юратма, Çеçпĕл пек паттăр та хастар пулма хавхалантарасси; пуплеве аталантарасси.
Сцена çинче Çеçпĕл портречĕ, Станислав Репьях поэт çырнă сăвă йĕркисем:
Çеçпĕл, Çеçпĕл –
Паттăр та çепĕç чечек,
Çеçпĕл, Çеçпĕл,
Ман пуласчĕ сан пек.
Ертсе пыракан: Хаклăачасем! Паянхи мероприяти Çеçпĕл Мишшин çуралнă кунě ячěпе иртет.
Пыл хурчĕ
садикри аслă ушкăн ачисемпе хатĕрлемелли инсценнировка конспекчĕ
(Николай Ыдарай юмахĕ тăрăх)
Ертсе пыракан: Автанкасси ялĕнче пĕр тăлăх ача пурăннă. Вăл мĕнле те пулин апатлă пулас тесе пуян çын патĕнче кĕтӳ пăхма килĕшет. Ачана качака кĕтĕвĕ пăхма хушаҫҫĕ. Кĕтĕвĕ пысăках мар – виçĕ качака кăна.
Ирпе ирех ача качакасене кĕтĕве илсе тухать. Пĕрремĕш кунах тĕлĕнсех каять: качакасем каскăн иккен, кастарса çӳреме питех те юратаççĕ. Пăхса тăнă çĕртех пахчана, калча çине кĕрсе каяççĕ, каласан та, кăшкăрсан та итлемеççĕ. Мĕн тумалла?
Ача: — Кач, кач, качакин
Лăпăс-лăпăс сухалĕ,
Шĕп-шĕвĕркке мăйраки.
Кăкарам – и хурăнтан,
Кăшт ятлам – и хушăран:
Çиме çи те çиессе,
Пăрах эсĕ сĕкессе,
Калчасене ан кăшла,
Ан хуç манăн кăмăла!
Текста малалла вулăр…
Мечтаю стать солдатом
Цель: воспитание патриотических чувств обучающихся, уважения к защитникам Родины
Планируемые результаты: формирование навыков военно-прикладного направления: совершенствование физической подготовки и получение знаний основ военного дела; проявление личностных качеств, таких как умение работать в команде, способность к взаимовыручке и проявление духа товарищества.
Предварительная подготовка:
1) Дети заранее разбиваются на две команды. Каждая команда готовит домашнее задание – учится маршировать, петь песню (команда «Пилоты» — «Огромное небо» (муз. О. Б. Фельцмана, сл. Р. И. Рождественского))
Асаннепе пĕрле
Кушманова Н. В. |
(Г.Н.Волковăн «Юманкка» юмахĕ тăрăх)
Тĕллевсем:
1). Г.Н.Волковăн калавĕсене вуласа ăса хывасси.пуплеве аталантарассипе малалла ĕҫлесси;
2).тăван ҫĕре ,тавралăха юратма,унăн пурлăхне упрама хăнăхтарасси;
3). тăванлăха упрама,атте –аннене юратма,ваттисене хисеплеме вĕрентесси.
МĂН КУН — АСЛĂ КУН
Павлова А. В. |
Тĕллевсем: 1) Мăн кун уявĕн йăлине кăтартса парасси; 2) ачасен тавра курăмне анлăлатасси;
3) ачасен пултарулăхне аталантарасси.
1-мĕш ача. Мăн кун — Аслă кун,
Ҫут ҫанталăк чĕрĕлнĕ кун.
Клентĕр, премĕк, хĕрлĕ ҫăмарта —
Тутлă ҫимĕҫ ҫăварта. («Тантăш» хаҫатран)
Ертсе пыракан. Хаклă ачасем! Паян пирĕн Мăн куна халалланă уяв, эпир Мăн куна паллă тума пĕрле пуҫтарăнтăмăр. Ҫак уяв кашни ҫулах пирĕн пата ҫуркунне килет. Уява кĕтсе пурте пӳрт-ҫурта тирпейлеҫҫĕ, таса тум тăхăнаҫҫĕ, тутлă апат-ҫимĕҫ пĕҫереҫҫĕ, сухан хуппипе Христос ячĕпе ҫăмарта хĕретеҫҫĕ, килен-каяна хăналаҫҫĕ.
Текста малалла вулăр…
Волшебная сила тухьи
Афанасьева Любовь Юрьевна |
Цель — воспитывать эмоционально-ценностное отношение к чув. нар. иск-ву;
Расширять и закреплять знания о чувашском народном костюме;
Побуждать детей к творчеству через конкретные сказочные образы.
Зал украшен. Пол зала закрыто занавесом. Здесь волшебная страна Саркун. У горы сидит мудрый дедушка Шур Сухал. Перед занавесом слева изба, справа дуб. Дети свободно входят в зал в боковую дверь.
Муз. рук-ль: Ыр кун пултӑр, ачасем.
Дети: Сире те ҫавах (отвечают).
Муз. рук.: Ребята, я предлагаю вам отправиться в путешествие далеко-далеко.
Текста малалла вулăр…
Чи хаклă çын — анне
Урок тĕсĕ: класс тулашĕнчи класс сехечĕ
Сапăрлăх тĕллевĕ: Аннесене юратма, хисеплеме, упрама, вĕсен умĕнчи тивĕçе туйма вĕрентесси.
Пĕлÿ тĕллевĕ: Мартăн 8 – мĕшне уявлама тытăнни çинчен паллаштарни.
Аталантару тĕллевĕ: Амăшĕсемпе ачасем хушшинчи пĕр-пĕрне ăнланас, пулăшас туйăма вăйлатасси, ăшшăн калаçас, сапăр пулас хăнăхусене, çыхăнуллă пуплеве аталантарасси.
Урок меслечĕ: ыйту- хурав, ăнлантаруллă калаçу.
Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, тутăрсем, чечексем, хутран касса тунă пысăк чечек, тĕнче картти. «Манăн анне – чи хитри» хаçат (амăшĕсен сăн ÿкерчĕкĕсемпе), «Анне валли- чечек пуххи» ÿкерчĕксен выставки.
Класа ятарласа илемлетнĕ, амăшĕсене чĕннĕ.
Ачалăх телейлӗ тӗнче, юлать асăнмалăх кашнин чӗринче
(Пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтӗлемелли куна халалланă, ҫуллахи каникул вăхăтӗнче шкул ҫумӗнчи кану лагерьне ҫӳрекен 5-6-мӗш класс ачисем валли хатӗрленӗ вăйă)
Федорова И. Н. |
Вăйă тӗллевӗсем:
• Астăвăм ирӗклӗхне, тимлӗхне, фантазие аталантарни, тӗрлӗ танлаштарусем туса шухăшлама, пӗтӗмлетӱсем тума вӗрентни;
• пуплев этикечĕпе килĕшÿллĕн калаçăва тĕрĕс йĕркелеме, лару-тăрăва кура сăмахсемпе вырăнлă усă курма хăнăхни;
• вĕренекенсене ашшĕ-амăшне, тăванӗсене хисеплеме вӗрентни;
• ачалăхăн кашни самантне хаклама хăнăхни.
Кăтарту хатĕрĕсем: компьютер, мультимеди проекторĕ, экран.
Текста малалла вулăр…
Çĕнтерÿ çулĕсем: «Хыçра – Мускав!»
(«Калуга – Тула – Мускав» ( çул çÿрев урок сценарийĕ)
С. В. Петрушкина |
Умĕн калани.
Чăваш чĕлхипе ирттерекен класс тулашĕнчи ĕçсем ачасен пултарулăхне ÿстерме, харпăр хăй тĕллĕн шухăшлама, ĕçлеме тата уроксем хыççăнхи канăва усăллă йĕркелеме пулăшаççĕ.
Класс тата класс тулашĕнчи ĕçсене ирттернĕ чухне ачасене пĕлÿ çеç мар, воспитани парассине те ялан асра тытатпăр. Вĕсем программа материалĕпе çыхăнччăр, вĕренекенсен шухăш-ĕмĕчĕсене тивĕçтерччĕр, çав ĕçсене шкулти кашни вĕренекен активлă хутшăнччăр тесе тăрăшатпăр. Уроксем, мероприятисем вĕренекенсемшĕн те, ашшĕ-амăшĕшĕн те усăллă пултăр тетпĕр.
Текста малалла вулăр…
■ Светлана Вячеславовна Петрушкина.
Шупашкарти В.А. Архипов милиции генерал-майорĕ ячĕллĕ кадет шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен
Килех, Çĕнĕ çул!
Орлова Н. В. |
Ачасем кĕвĕпе зала кĕреççĕ, ёлка тавра карталанса тăраççĕ.
Ертÿçĕ: Хаваслă зал, мĕн тери паха.
Тĕрлĕ, тĕрлĕ çутăсем çунаççĕ.
Илемлĕ Çĕнĕ çул уявĕ
Тараватлăн хăй патне чĕнет.
Пырăр ёлка çывăхне ,
Пăхăр пурте ун çине:
Ай, мĕн чухлĕ теттесем ,
Çăлтăрсем, çаврашкасем.
Хĕрлĕ Калпак: Хаклă ачасем ! Сывлăх сунатăп сире! Эпĕ Хĕрлĕ Калпак. Паян эпĕ те сирĕнпе пĕрле савăнасшăн. Манăн кукамай халĕ чирлемест, сывалнă. Кашкăр та текех мана хăратаймĕ. Ав,мĕн чухлĕн эпир! Çапла — и?
Ачасем: Çапла.
Текста малалла вулăр…
«Чееленме те ăс кирлĕ» инсценировка
Молчанова Е. П. |
Автор: Хресчен ывăлĕ пурăннă тет. Ялта ăна пурте Чее çын тесе чĕннĕ.
1-мĕш çын: Куратăр-и, Чее çын пырать?
2-мĕш çын: Çакă-и?
3-мĕш çын: Çакă, çакă!
Автор: Тепĕр тесен, чееленме те ăс кирлĕ. Анчах та Чее çын тÿрĕ чунпа пурăнманнисемпе çеç чее пулнă.
Пĕррехинче Чее çын кил карти шăлма пуçлать.
Кайăксем — пирĕн туссем
Федорова Ирина Николаевна |
Уяв тĕллевĕсем:
• кайăксем çынсен пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннине ăнланса илме пулăшни;
• вĕçен кайăксене упрамаллине, пулăшмаллине, юратмаллине туйтарни;
• кайăксен ячĕсене аса илсе çирĕплетсе хăварни;
• ачасен калаçу чĕлхине, тавракурăмне тата тавçăрулăхне аталантарни.
Уяв эпиграфĕ: Сыхлар кайăксене!
Упрар вӗсене!
Вӗсем – пирӗн туссем!
Ҫут ҫанталăк ачисем!
Кирлĕ хатĕрсем: „Кайăксен сассисем” диск, кайăксен ӱкерчӗкӗсем, „Кайăксем – пирӗн ҫунатлă туссем” презентаци, плакат, компьютер, мультимедиапроектор.
Текста малалла вулăр…
Эпир — пулас космонавтсем
Васильева Н. Н. |
Пĕлÿ тĕллевĕ: ачасене космонавтика кунĕпе тарăнрах паллаштарасси;
Сапăрлăх тĕллевĕ: ачасен тавракурăмне, пултарулăхне аталантарасси;
Аталантару тĕллевĕ: тăван çĕр шыв паттăрĕсемпе мăнаçланма вĕрентесси,
тăван çĕр шывшăн усăллă çын пулма хавхалантарасси.
Курăмлăх хатĕрĕсем: конверт ăшĕнче кашни ушкăн валли хатĕрленĕ тĕрлĕ
ĕçсем, хутран касса кăларнă «ракета», тĕрлĕ тĕслĕ кăранташсем
Кăтарту хатĕрĕсем: компьютер, экран, мультимедиа проекторĕ.
Зала ачасен ÿкерчĕкĕсемпе, ĕç урокĕнче тунă сувенир-япаласемпе,
плакатсемпе, космос çинчен çырнă каларăшсемпе илемлетнĕ.
Текста малалла вулăр…
Упрар тăван чĕлхемĕре
(Литературăпа юрă-кĕвĕ композицийĕ.)
Иванова А. В. |
Тăршшĕпех ачасем калаçаççĕ
«Тăван чĕлхе» юрра итлени (сăвви Александр Савельев-Сасăн, кĕвви Михаил Луковăн, юрлаканĕ Михаил Луков)
«Кала, юлташ, мĕн хаклă саншăн
Хальхи пуян çак тĕнчере?» —
Тесе ыйтсан сывламăп ассăн.
Эп калăп пат: «Тăван чĕлхе!»
Чăваш чĕлхи!
Унпа чĕвĕлтететĕп эпĕ
Кăшт ураланнă ачапа,
Кун-çул пирки хĕрсех пуплетĕп
Хура-шур курнă ватăпа.
Атте-анне чĕлхи!
Текста малалла вулăр…
Кĕрхи уяв
Захарова Г. В. |
(Уяв сценарийĕ, 3-мĕш класс валли)
Тĕллевсем: 1) кĕркунне çинчен вĕреннине çирĕплетесси, çав вăхăтăн илемне туйма, курма, ăна сыхлама, упрама вĕрентесси;
2) çут çанталăка юратас туйăма вăйлатасси, ачасене хăйсене çут çанталăк тусĕсем пулма вĕрентесси;
3) ачасен ăслайĕсене, пултарулăхĕпе тавра курăмне аталантарасси.
Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, «Кĕркунне çитрĕ» презентаци, çулталăкăн кĕркунне вăхăтне сăнлакан ÿкерчĕксем.
Класа çулталăкăн кĕркунне вăхăтне сăнлакан ÿкерчĕксем çакса хунă. Кĕркунне çинчен юрă янăрать.
Текста малалла вулăр…
Çĕрпÿ ярмăрккине каяр-и?
Ю. М. Александрова |
Урок тĕллевĕсем:
— ачасене Çĕрпÿ ярмăркки, Тихвин мăнастырĕ çинчен пĕлÿ парасси;
— халăхăн йăла-йĕркине упраса малалла аталантарасси;
— обществăлла вырăнта хăйсене тытма вĕрентесси;
— Тăван çĕр-шыва юратма, упрама, ваттисене хисеплеме вĕрентесси;
— ачасене пуплевне аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси, тавра курăмне ÿстересси.
Урок хатĕрĕсем: магнитофон, доска çинче — мăнастырь, ярмăрккă, карусель, сцена ÿкерчĕкĕсем, урапаллă лаша, ачасен фотографийĕсем, ярмăрккăра илнĕ хатĕрсем (шăхлич, матрешка, хăмпă, çил арманĕ тата ытти те), хамăр алăпа тунă хатĕрсем, ăсталанă карусель, икĕ ункă, карçынкка.
Текста малалла вулăр…
Праздник урожая
Кускова Л. А. |
Цель: обобщение и систематизация знаний о дарах осени.
Задачи:
образовательные – установить связь между сезонными признаками природы;
развивающие – развивать связную речь, дружеские отношения, умение работать в коллективе; смекалку, наблюдательность, любознательность
воспитательные – воспитывать любовь к замечательному времени года – осени.
В мире доброты
Константинова И. Г. |
Цель: стимулировать потребность в формировании доброго отношения ко всему окружающему
Задачи: образовательные — расширить знания о добрых словах и их применении в жизненных ситуациях;
коррекционно-развивающие — развивать у воспитанников способности анализировать свои действия;
корригировать речь, внимание путем выполнения заданий;
воспитательные — воспитывать чувство доброты, уважение друг к другу, окружающим.
Ход занятия.
Текста малалла вулăр…
■ Страницăсем: [1], 2, 3, 4.
(Хулари шкулта 5-6 классенче Ухсай Яккăвне халалласа ирттернẽ литературăпа музыка каςẽн сценарийẽ)
Пĕлÿ тĕллевĕ: чăваш халăх поэчĕн Ухсай Яккăвĕн пурнăçĕпе пултарулăхĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарасси.
Сапăрлăх тĕллевĕ: ачасен тĕнче ăнланăвне, тавра курăмне аталантарасси.
Илемлĕх тĕллевĕ: вăйăсемпе сăвă-юрă урлă чăваш чĕлхине юратма, аслисене хисеплеме хăнăхтарасси, тăван халăх культурине хаклама, упрама вĕрентесси.
Литературăпа музыка каςẽн юхăмĕ
Саламлани. (Сцена ςине «Илемлẽ, илемлẽ…» юрă юрласа ачасен ушкăнẽ тухать; сцена ςине ертсе пыракансем тухаςςẽ)
Илемлẽ, илемлẽ,
Илемлẽ, чӑваш тẽрри.
Илемлẽ, чӑваш тẽрри те
Тẽрлеме пĕлсен кӑна.
Ертсе пыракансем:
…Ентешсем, салам! Тусăмсем, салам!
Умăрта тăрса пуςăма таям.
Аллăмра — курка, куркара — сăра,
Пуς таяр, тăван, ςăкăр-тăвара.
1-мẽш ертсе пыракан: Ырă кун пултăр пурне те, сывлăх сунатăп! Сире ςак уявра курма питех те хавас!
Сăвă калакан: («Тăван Слакпуς» клип)
Туссем калаςнă чух, тăван чĕлхемĕм,
Шур акăш тẽкẽ евẽр эс ςемςе.
Санпа ман халăх чунẽпе илемлẽ
Çÿрет ςÿлте те ςẽр ςинче вẽςсе.
Юрланă чух сассу хитре те уςă,
Итлет вăрман та, хир те янраса,
Чулсем ςинче канми-тăми ςăлкуςẽ
Юхса йăпаннă пек сассу таса.
1-мẽш ертсе пыракан: Çак йẽркесен авторẽ — чăваш халăх поэчẽ Ухсай Яккăвẽ. Вăл ςав тери пултаруллă та пуян чẽлхеллẽ поэт. Хăйẽн сăввисемпе поэмисене Ухсай тăван чăваш халăхне халалланă.
Чÿк уйăхẽн 26-мẽшẽнче чăваш халăхẽ Ухсай Яккăвẽ ςуралнăранпа 109 ςул ςитнине паллă турẽ. Паянхи литературăпа музыка каςне эпир сумлă сăвăςăмăра халаллатпăр.
Ухсай Яккăвẽн биографийẽ: (Ачасем калаςςẽ)
1. Ухсай Яккăвẽ 1911 ςулта хальхи Пушкăрт Республикин Пелепей районне кẽрекен Слакпуς ялẽнче ςуралнă. Ухсай ςамрăклах, вун тăватă-вун пилẽк ςултах, ςырма пуςланă. «Аттерен эпẽ тăван чẽлхе пуянлăхне, аннерен чăваш чẽлхин янравлăхне, илемлẽхне вẽрентẽм», — тесе палăртнă сăвăς.
2. Ухсай — чăваш ςырулăхẽн вăйẽ, ςẽнтерẽвẽ, мухтавẽ. Унăн ятне пирẽн республикăра ςеς мар, ςẽршывẽпех лайăх пẽлеςςẽ, чылай хайлавне тẽрлẽ чẽлхене куςарса кăларнă. «Кẽлпук мучи»: «Ту урлă ςул», «Силпи ςăлкуςẽ», «Чапаевпа тẽл пулни», «Тутимẽр» тата ытти нумай произведение вулакансем пысăк хак пачẽς.
Ухсай Яккăвẽн биографийẽ (Вẽрентекен вырăсла калать, презентаци кăтартать).
Литмонтаж.
Ухсай Яккăвẽн «Атăл ςинчен хунă юрă» сăвă.
Юррăмăр, хускал, ан татăл,
Атăл тăрăх кẽрлесем!
Хумханать юратнă Атăл,
Хÿхẽм унăн хẽррисем.
Пирẽн ẽмẽт халẽ аслă,
Ĕмẽт аслă сан пекех.
Пирẽн пурăнăς хаваслă
Пулẽ ẽмẽр-ẽмẽрех.
Шывупа пире чÿхерẽн
Сулхăн каς та уςă ир.
Ϛавăнпа кунта чиперрẽн
Паттăр ÿсрẽмẽр эпир.
Витẽр куςлă пирẽн халăх,
Чунẽ сан пекех таса,
Мухтанса юрлатпăр халẽ
Сан шыву пек шавласа.
2-мẽш ертсе пыракакан: Халẽ вара кăшт канса илер. (Залри куракансемпе пẽрле).
Пẽрре, иккẽ — вăйлă.
Виςςẽ, тăваттă — сивẽ.
Пиллẽк, улттă — хẽвел пăхать.
Çиччẽ, саккăр — ăшă.
Тăххăр, вуннă — маттур!
1-мẽш ертсе пыракан: Халẽ вара хамăр пултарулăха кăтартатпăр.
(«Ϛẽмẽрт ςеςки ςурăлать те…» юрă юрласа ачасен ушкăнẽ сцена ςине тухать).
Ϛẽмẽрт ςеςки ςурăлсан та,
Ϛẽмẽрт ςеςки ςурăлсан
Вӑрман витĕр курӑнать.
Вӑрман витĕр курӑнать.
2-мẽш ертсе пыракан:
Кам пултарẽ калама:
Сасă кирлẽ мẽн тума?
1-мẽш ертсе пыракан:
Сасă кирлẽ калаςма,
Сăвăлама — юрлама.
Ача: Атьăр, туссем, юрă юрлар!
«Пирĕн анне» юрă янăрать.
2-мẽш ертсе пыракан: Ϛитет пулẽ юрласа. Атьăр, вăйă выляр!
1-мẽш ертсе пыракан: Мẽнле вăйă выляр-ши, ачасем?
1-мẽш ача: «Ят пẽлмелле»!
2-мẽш ача (шутлать): Лечче, печче, пива, сава, ленки, лянки, лепече — тух!
Шутласа кăларнă ача урай варрине тухать. Ачасем ун тавра карталанса тăраςςẽ. Ушкăнпа утса вẽсем вăйă сăмахẽсене калаςςẽ:
Ларать, ларать, Таня ларать
Шẽшкẽ тẽмẽ айẽнче.
Ϛиет, ςиет, Таня ςиет
Шẽшкẽн сарă мăйăрне.
Вăхăт ςитсен тăрас пулать,
Ятне тẽрẽс калас пулать.
(Каласа пẽтерсен ачасем чарăнса тăраςςẽ. Ушкăнран пẽри хыςалтан пырса Таня куςẽсене хуплать. Таньăн унăн ятне пẽлмелле).
Ачасем: Пẽлеймерẽ! Мẽнпе савăнтарăн пире, Таня?
Таня:
Юмах ярам, юптарам…
Пẽр ςăмхан ςичẽ шăтăк. Мẽн-ши вăл? (пуς)
1-мẽш ертсе пыракан: Ачасем, тата мẽнле вăйă выляр-ши?
Ачасем: «Çẽрẽ валеςмелле»!
1- мẽш ача (шутлать): Такан тайми тайми пуςли, инчẽк, минчẽк Кавăрли, ытти, ςитти — тăм!
(Кам патне шутласа ςитнẽ, ςав куς хупать. Ϛẽрẽ параканẽ ςав хушăра ςẽрре пẽр ачана парать).
1-мẽш ача: Ϛẽрẽ камра, Сашук?
Сашук: Ϛẽрẽ Машăра.
1-мẽш ача: Сашук пẽлеймерẽ. Мẽнпе савăнтаратăн, Сашук?
Сашук: «Икẽ автан» сăвă калатăп.
Икĕ пĕчĕк сар автан
Тытӑннӑ вӑрҫма паян.
Эх, сӑхаҫҫĕ, эх, чаваҫҫĕ
Пĕр-пĕрне куҫран-пуҫран.
Илтĕм те патак — пĕрне
Хӑваларӑм кил енне.
Мĕн пустуй ҫапӑҫмалла?
Тус-юлташлӑ пулмалла.
А.Галкин
2-мẽш ертсе пыракан:
Мẽншẽн шăппăн тăратăр?
Мẽншẽн шăппăн тăратăр?
Шăппăн-шăппăн тăмашкăн
Шăпчăк чẽппи мар эпир!
1-мẽш ертсе пыракан:
Атьăр, ташă ташлар! Чăваш ташши.
Ташши, ташши,
Салакайăк ташши
Салакайăк ташши мар,
Пẽрремẽш шкул ташши!
(Ачасен ушкăнẽ чăваш ташши ташлать)
«Тух-ха, Ванюк, урама» (ачасем юрласа ташлаςςẽ)
Тух-ха, Ванюк, пирĕн ума,
Эсĕ ташша пит ӑста.
Кӑвва, кӑвва, кӑвва, кӑвва,
Кӑвва, кӑвва, тут, тут!
Ташласа пар, савӑнтар,
Эпир алӑ ҫупӑпӑр!
Кӑвва, кӑвва, кӑвва, кӑвва,
Кӑвва, кӑвва, тут, тут!
Никифор Ваҫҫанка
«Хурăн ςулςи ςурăлсан…» (Ачасем юрă юрласа сцена ςинчен тухса каяςςẽ)
Хурăн ςулςи ςурăлсан
Килет вӑрман илемĕ.
Хурăн ςулςи ςурăлсан
Каять вӑрман илемĕ.
2-мẽш ертсе пыракан: Чăваш тẽнчи ăςта вăл?
1-мẽш ертсе пыракан:
Чăваш тẽнчи юрăра
Тата чăн калаςура.
Чăваш тẽнчи тẽрẽре,
Тẽлẽнтермẽш кẽвẽре.
Чăваш тẽнчи — эс те эп,
Хамăрăн пẽтми хисеп.
Хẽр ача:
Эпẽ ыйтрăм пиччерен:
Эс мẽнле лайăх пẽлен?
Арςын ача:
Чăвашла лайăх пẽлеп.
Эп вулатăп чăвашла.
Эп ташлатăп чăвашла.
Эп юрлатăп чăвашла.
Юрататăп чăваша.
2-мẽш ертсе пыракан: Мẽнех, ςак йẽркесемпе эпир хамăрăн уява вẽςлетпẽр. Тавтапуς сире пирẽнпе пẽрле савăннăшăн! Малашне те ирẽклẽн чăвашла калаςар! Сывă пулăр!
1-мẽш ертсе пыракан:
Тепре тẽл пуличчен!
Чаршав хупӑнать.
Сценарии праздников -Хĕр сăри (улах сăри)(анатри чăвашсен йăли-йĕрки тăрăх хатĕрленĕ) Вылякансем: Улька аппа – хăй пÿ,ртĕнче хĕр сăри ирттерме килĕшнĕ тăлăх карчăк Тарье, Марье, Елюк, Иван – пĕр урамри тус-тантăшсем, Улька аппан кÿ,ршисем пулаççĕ. Микулай – ятарласа хĕр сăри валли укçалла тытнă вăйăç. Çтапанпа Варук — пĕрне-пĕри килĕштерекен сăпайлă мăшăр Хĕрсем, каччăсем, ют ял хĕрĕсемпе каччисем, курма килнĕ ачасемпе ватçынсем
Ялти пÿрт ăшчикки. Сĕтел. Икĕ еннелле вăрăм саксем е пукансем лартса хунă. Алăкран кĕрсенех тумтир çакмалли вырăн. Сĕтел çинче пăтă, чăкăт, икерчĕ, çĕрулми, йÿ,çĕтнĕ купăста, кукăль тата сăра кăкшăмĕ. Улькка аппа пикенсех сĕтел-çи хатĕрлет, саксем çине пиртен тĕртсе тунă сак сармисем сарать. Алăкран шаккани илтĕнет. — Шак! шак! шак! Улька аппа: (алăк патнелле утса) Хĕрсем çитрĕç те –ши вара? Хĕрсем: Улька аппа, эпир-ха ку, хĕрсем. Улька аппа: (алăка уçать) Кĕрĕрех, иртĕр, салтăнăр. Питĕ хăвăрт тумланса килтĕр вара эсир. Пÿрте Тарье, Марук, Елюк кĕрсе тăраççĕ. Вĕсем малтан Улька аппа патĕнче пăтă пĕçернĕ, сăра вĕретнĕ пулнă. Ытти каччăсемпе хĕрсем Улька аппана хăй пÿ,ртĕнче хĕр сăри ирттерме ирĕк панăшăн вутă çурса купалама пулăшнă. Халĕ вĕсем пурте килĕсенчен капăр тумĕсене тăхăнса палăртнă вăхăта Улька аппа патне пуçтарăнаççĕ. Тарье: Ара, эпир тумĕсене ик эрне каяллах хатĕрлесе хунă вĕт. Хĕрсем хăвăрттарах салтăнса Улька аппана пулăшма тытăнаççĕ Улька аппа: (Хĕрсен капăр тум-тирĕсем çине пăхса) Эх, эпир те хĕр чухне пĕр-пĕринчен капăртарах тумланма тăрăшаттăмăр, тухья, тевет, ум çаккисене темиçе эрне маларах хатĕрлеттĕмĕр. Ватăлтăм çав, вăхăт иртет. Çак самантрах алăкран шаккаçĕ. Хĕрсем пурте: Кĕрĕр, кĕрĕр! Алăкран Иван, Микулай тата икĕ хĕр кĕрсе тăраççĕ. Микулай — укçалла тытнă вăйăç. Марье: Атя иртĕр, салтăнăр. Хăнисене чĕнме тахçанах кайнă ĕнтĕ. Халь те çук. Урамра шавлани илтĕнместчĕ-и унта, Иван: Камсене янă эсир вара чĕнме, Елюк: çтапанпа Варука янă та-ха. Иван: Эй, ку икĕ «кăвăкарчăна» янă пулсан, часах кĕтсе илесси çук-ха. Вĕсен пĕр-пĕрне ăшă сăмахсем каламалли пайтах нумай. Каччă çак сăмахсене каласа кăна пĕтерет, алăкран Варукпа çтапан тата хăна хĕрĕсемпе каччисем кĕпĕрленсе кĕрсе тăраççĕ. Хуçасем вĕсене кăмăллăн кĕтсе илеççĕ. Хĕрсем: Акă, çитрĕç те. Кĕрĕрех, иртĕр, салтăнăр. Хуçа хĕрĕсем хăнасене салтăнма пулăшаççĕ. Варук: Кĕтсе ывăнтăр та пуль пире, хĕрĕсем часах пуçтарăнманнипе нумайччен кĕтмелле пулчĕ. Хĕрсем: Атьăр-ха, сĕтел хушшинерех иртĕр.Эпир пĕçернĕ апат-çимĕçе, эпир тунă сăрана «тутанса» пăхăр-ха. Хăнасене сĕтел хушшине кĕртсе вырнаçтарнă хыççăн Улька аппа тур кĕтессине çурта çутать. Пĕр каччăпа пĕр хĕре сăра ĕçтерекенни тăваççĕ. Улька аппа сăмах пуçлать. Улька аппа: Эй, ырă асатте-асаннемĕрсем, атте-аннемĕрсем, тăван пĕтенсем! Паян эпир хĕр сăри уявне пухăнтăмăр. Эсир те килĕр. Пил тăвăр. çырлахăр. Çтапан Анук аппана алтăрпа сăра тыттарать. Анук аппа хĕрт-сурта асăнса сăрана ĕçсе ярать те пил сăмахĕ калать. Улька аппа: Эй, турă, кăçал та пирĕн çамрăксем авалхи пекех йăлана пăрахмасăр хĕр сăри туса ирттерес терĕç. Эсĕ вĕсене сывлăх, чăтăмлăх, ырлăх, телей пар. Вĕсем ĕçлеме, савăнма, ваттисене хисеплеме вĕренччĕр. Килти хĕрт-сурт, паян çамрăксем уяв туса шăв-шав кÿ,нĕшĕн ан çилен, вĕсемпе пĕрле савăн. Кил-çурта вут-пушартан сыхла. çамрăксем хушшинче хаяр сăмахсем ан пулччăр, вăрçă-харçă ан тухтăр. Эсир, хĕр сăрине пуçтарăннă çамрăксем, пурте ырă кăмăллă пулăр, савăнса-кулса, юрласа-ташласа пĕр-пĕрне килĕштерĕр. Пурте ырă пулăр, пурте çителĕклĕ пултăр. Çтапанпа Варук хĕр-сăрине курма пынă ватăсене (вĕсем алăк патăнче тăраççĕ) пурне те, сăра ĕçтерсе çÿ,реççĕ. Вĕсем те сăра куркине алла тытсан, пил сăмахĕ калаççĕ. Хĕрсепе каччăсем хĕр-сăри юрри пуçласа яраççĕ.
Иван: (сиксе тăрса) Атьăр-ха, ташлар-ха! Ман ура тупань кĕçте пуçларĕ. Мукулай, тăсса яр купăсна! Микулай ташă кĕвви кала пуçлать. Каччăсем хĕрсем такмак каласа ташлаççĕ.
Хĕр сăри курма пынă ватăсемпе ачасем юрласа ташланине, савăннине пăхса тăнă хыççăн пÿ,ртрен тухса каяççĕ. Улька аппа вĕсене ăсатса, пÿ,ртрен кăларса ярать те, хăй кÿ,ршĕ карчăкки патне каçса каять. Хĕрсемпе каччăсене хăйсене анчах хăварать. Тарье: Хĕрсем, каччăсем! Атьăр вăйă вылятпăр! Иван: Мĕнле вăйă вылятпăр? Тарье: Ал тутри пăрахмалла выляр-ха. Иван, эсĕ ертÿ,çи пулатăн. Тарье Ивана тĕрлесе илемлетнĕ, хĕррисене чĕнтĕрлесе çыхнă икĕ ал тутри парать. Хĕрсемпе каччăсем урай варрине карталанса тăрса тухаççĕ. Купăсçă кĕвĕ калать. Кĕвĕ çеммипе Иван «карта» тавра утса çаврăнать, пĕр хăна хĕрĕпе каччă хыçне ал тутрисене пăрахса хăварать. Кĕвĕ чарăнсан пурте хыçалалла çаврăнса пăхаççĕ. Кам хыçĕнче ал тутри выртать — илеççĕ те варрине тухаççĕ. Иван: çак каччăпа хăна хĕрне мĕн тутаратпăр, Тарье: Юрлаттаратпăр. Каччăпа хĕр пĕр-пĕрин çине пăхса илеççĕ те, «Юрласа парар-ха эппин», — текелесе юрă пуçлаççĕ. («Акăш тытассăм килет») .
Çамрăксем юрлакансене мухтаса алă çупаççĕ. Иван: Шăпчăксем пекех юрлатăр вара эсир. Каччăпа çĕр кулкаласа хăйсен вырăнне кайса тăраççĕ. Иван Варукпа çтапан хыçне ал тутрисем пăрахса хăварать. çтапанпа Варук урай варрине тухаççĕ. Иван: Çак чипер пикепе маттур каччăна мĕн тутартаратпăр? Тарье: Пĕр-пĕрне çепĕç сăмахсем калаччăр апла. Кам ытларах калама пултарать. Çтапан: Пикеçĕм, чунăмçăм, ылтăнăм, акăшăм, чĕкеçĕм, çутă çăлтăрăм, хĕвелĕм, кăвакарчăнăм, чиперукăм, телейĕм… Варук: Урхамахăм, кĕмĕлĕм, кăйкăрăм, çутă уйăхăм, чунăмçăм, савниçĕм, ырă çыннăм, савăнăçăм… Иван: Иксĕр те маттур! Чунăрти ăшă сăмахсене каласа кăтартрăр, халĕ ĕнтĕ евчĕ яма та юрать. Пурте кулаççĕ. Хĕрпе каччă вăтанкаласа хăйсен вырăнне кайса тăраççĕ. Иван икĕ хĕр хыçне ал тутрисем пăрахса хăварать. Икĕ хĕр урай варрине тухса тăраççĕ. Иван: Мĕн тутарттаратпăр-ха ку икĕ чиперккене? Хĕрсем: Ташă ташлаччăр! Микулай, пуçла мĕнле те пулсан ташă кĕвви. Микулай Аххаяс ташă кĕввине пуçласа ярать. Икĕ хĕр ташша пуçлаççĕ.
Хĕрсем ташланă вăхăтра Улька аппа кÿршĕрен каçать. Хăна хĕрĕ: Çутăла та пуçларĕ. Киле каяс пулать. Тавах сире, пире тарават кĕтсе илнĕшĕн. Ыран каç хамăр пата хĕр сăрине чĕнме килетпĕр сире. Хатĕр пулăр. Хуçа хĕрĕсемпе каччисем: Пырăпăр, сирĕн пата та çитĕпĕр. Киле каяс умĕн хĕрсем кил хуçине (Улька аппана) тав туса сăра ĕçтереççĕ Тарье: Улькка аппа, тавах сире, пире хĕр сăри тума ирĕк панăшăн Улька аппа: Хăвăра та тем пысăкăш тав. Мана вутă çурса пани тем пек пулăшу пулчĕ. Эсир пулмасан, мана тăлăха, ватăскере кам çурса паратччĕ-ха. Иван: Улька аппа, эсĕ тепĕр чухне именсе ан тăр, мĕн ĕçлемелли пур – чĕн. Эпир пулăшма хатĕр. Тепĕр хут сире тем пысăкăш тав. Халь эпир вара каятпăр ĕнтĕ. Чипер юлăр. Хăнасем киле кайма хатĕрленеççĕ. Пиншакĕсене тăхăннă вăхăтра улах юрри юрла пуçлаççĕ. çак юрăпах килтен юрласа тухса каяççĕ. Хуçасем хăнасене пĕрле юрласах ялтан ăсатса кăларса яраççĕ. Улька аппа вĕсене килтен кăларса ярать.
ЧАРШАВ Сценари авторĕ – Владимирова Л.Н. |