Ачасем класа илемлĕ кĕвĕ
янăранă май кĕрсе майлашăнса
тăраççĕ.
ВĔРЕНТЕКЕН:
Таймапуç
сире, юратнă аннесем!
Ырми-канми
ĕçленĕшĕн,
Ывăл-хĕр
ÿстернĕшĕн
Тавтапуç
сире!
Ырă
сăмахсемшĕн,
Çепĕç
аллăрсемшĕн,
Ăнланма
пĕлнишĕн
Тавтапуç
сире!
Тавтапуç
ĕçĕре пăхмасăр, вăхăта шеллемесĕр
паян пирĕн пата килнĕшĕн! Эпир паян чи ырă та чи
çутă уявсенчен пĕрне паллă тăватпăр! Паян
пирĕн «Анне кунĕ»!
1-мĕш ача.Саша Ырă кун,
савнă тăванăмăрсем!
2- мĕш ача. София Аван-и,
çывăх çыннăмăрсем!
Пĕрле: Пурне те хаваслă
кулă, ырă кăмăл, пысăк телей сунатпăр!
Наташа: Тем-тем сăмах каласшăн
Ача тăсать алне.
Вăл туртăнать хавассăн
Хăй амăшĕ патне.
Рома : Анне!
Çак ят чи çывăх,
Чи чаплă çĕр
çинче.
Пурнать вăл ĕмĕр сывă
Кашни çын чĕринче.
Оля: Хĕвел пек çутă
çыннăм, анне,
Çук санран çывăххи тĕнчере.
Эс кўретĕн кил-çурт илемне,
Юратса ўстеретĕн пире.
Эх, аннеçĕм, анне,
Яланах эс çĕклен чĕрене,
Тайма пуçăм сана.
Дима: Эс, анне, мана çуратнă
Ирхи шăпчăк пек пулма.
Çунат хушнă та ăсатнă
Çĕр çинче телей тума.
Катя:
Аннесем, ытарми хевелем,
Кун-сул
пиллерен эс мана,
Санпа
чухне эпир телейле,
Телейле
эс пуртан кана.
Аннесем,
йал кулан хевелем,
Пиллерен
эс мана кун-сул,
Эс
пуррипе эпир телейле
Эс
сук пулсан телей те сук.
Юрă
«Анне пурăн»
Максим:
Юрататaп анне куллине,
Aшшaн-aшшaн
куcран пaхнине,
Ыр
сaмах, пил парса суннине…
Тeнчере чих акли-ман анне
София
. Аннене эп юрататăп,
Чĕререн
cапла калатăп:
«Сывлăхлă
пулсам ялан,
Ан
чирле эс нихăcан».
Гордей: Кам ирттернĕ
маншăн куç хупмасăр
Çил-тăманлă вăрăм
каçсене?
Эсĕ мар-и чăтнă
çывăрмасăр
Талăкшарăн, хаклă çын – анне?
Аня: Пурнăç çулĕн
çĕн кун илемне,
Парнелерĕн сăпка юррине.
Ĕмĕр-ĕмĕр пурнан чĕрере,
Çепĕç чунлă юратнă анне.
Юра «С мамой я поссорился»
Саша: Инçете пурнăç
çулĕ чупсан,
Шурă çÿç тăнлава хупласан,
Ан хурланччĕ, анне, чĕререн
Ачусем аякка вĕçнĕрен.
Никита: Çунат хушнă ĕлккен
кайăкла
Таврăнатпăр тăван кил-çурта,
Çук санран çывăх çын
тĕнчер,
Пурте: Пурнăç панă юратнă анне!
Экран çинче: Анне –
пурнăç илемĕ!
Вĕрентекен: Анне… Мĕн тери
хаклă çын вăл! Мĕн тери çепĕç,
çывăх та таса сăмах вăл «анне»! Тĕнчери пур
чĕлхепе те вăл ачаш кĕвĕ пек янăрать. Шартлама
сивĕ çурçĕрте-и, тÿсейми шăрăх
кăнтăрта-и, вĕçĕ хĕррисĕр пуш хирте-и –
пур çĕрте те телейлĕ пуласлăх ачисем амăшĕн
кăкăрĕ еннелле кăпăшка аллисемпе
туртăнаççĕ.
Анне вăл – хĕвел
ăшши,
Анне вăл – тĕпел кукри,
Анне вăл – тĕнче
çути,
Анне вăл – пурнăç
тĕкки.
Вĕрентекен:Чÿк уйăхĕн
вĕçĕнче пирĕн çĕр-шывра Аннесен кунне
ирттереççĕ. Çак уявра вĕсене пурте
саламлаççĕ, телей сунаççĕ, парнесемпе
чыслаççĕ.
Экран çинче: Чÿк
уйăхĕн вĕçĕ — пирĕн çĕр-шыври
Аннесен кунĕ.
— Хăçан уявлама
тытăннă-ха çак чаплă уява?
— Аннесен кунне уявласси 19
ĕмĕрте Западная Вирджиния ятлă Америка штатĕнче
пуçланнă. Çавăнтанпа Америкăра пĕтĕм
çын çак кун хăйсен амăшĕсене уявпа саламлаççĕ,
чечексемпе парнесем параççĕ, открыткăсем çырса
яраççĕ.
Пирĕн çĕр-шывра
çак уява хальтерех çеç уявлама тытăннă . Уява
пуçарса яраканĕ Раççейĕн пĕрремĕш
президенчĕ Б.Н.Ельцин пулнă. (30 январь 1998çул). Аннесен
кунне ноябрь уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче паллă
тăваççĕ.Çак куна паллă туса эпир
хамăрăн аннесене чун-чĕререн юратнине, вĕсене хисепленине,
яланах пулăшма хатĕррине кăтартса паратпăр.Аннесен
уявĕ – çамрăк уяв, анчах та çулран çул уява
паллă тăвасси йăлана кĕрсе пырĕ тесе шансах
тăратпăр.
Вĕрентекен : Кашни
çыннăн пурнăçĕнче телейлĕ самант пур.
Аннесемшĕн вăл хăçан-ши? Тăнласа пăхар-ха.
(Ачасем хуравлаççĕ.)
Вĕрентекен: Çапла вара
аннесемшĕн чи ырă, чи телейлĕ самант – çĕр
çине эсир, вĕсен пепкисем, килни. Тин çеç
çуралнă пепке-и вăл, е ÿссе çитнĕ яш
каччă е пике, е самаях çулланнă çын- пуриншĕн те
анне чи хакли, чи çывăххи.
София : «Анне» тесенех пирĕн ума çĕр
çинчи чи илемлĕ те юратнă çывăх çын тухса
тăрать. Вăл пире ачашлать, йывăрлăхсене
çĕнтерме вĕрентет, ырлăхра пурăнма пиллет. Эпир унпа
чуна уçса калаçма, канашлама пултаратпăр.
Сценка
Ача Эп ыран çут тĕнчене курăп?
Турăçăм, пĕлтерсем тархасшăн, мĕн тумалла-ши
манăн, мĕн мана унта кĕтĕ-ши? Эпĕ питĕ
хăратăп?
Турă Ан кулян ачам? Эпĕ сана пирĕшти
парнелетĕп? Вăл ялан сан çумра пулĕ йывăр чухне
пулăшĕ Кичем чух савăнтарĕ.
Ача Тавтапуç. Вăл мĕн ятлă.
Турă Ун ячĕ питех кирлĕ мар? Эс ăна
анне тесе чĕнĕн:
Саша :Анне… çак тăватă сас паллинче
ырă та çепĕç туйăм пытанса тăрать. Анне – чи
ăшă сăмахсем те, чи хаклă парнесем те
çителĕксĕр пулĕç сана тав тума.
Ĕмĕр-ĕмĕр парăмра эпир аннесен умĕнче.
Конкурс «Анне ячĕ» Анне ячĕн
пĕрремĕш сас паллисемпе пуçласа илемлĕ сăмахсемпе
вĕсене мухтатпăр.
София:
Анне! Санра мĕн чул сăпайлăх,
Ачашлăх,
тÿсĕмлĕх хисеп,
Хыпса
çунатăн чун хаваллăн
Ачу
çын пултăрччĕ тесе.
Тен,
пирĕншĕн пăлханнăран – тăр
Пушшех
те йывăр чĕрÿне.
Саша:Пĕр
татăк юлнă çăкăра та
Пире
паран тепĕр чухне.
Анне!
Такамшăн та нихçан та
Санран
хакли никам та сук.
(Катя, Наташа юрлаççĕ)
Экран çинче: Г.Н.Волков академикăн «Кил
илемĕ» кĕнеки
Вĕрентекен: Ĕлĕк çынсем
кĕнеке тавраш вулайман. Апла пулин те ачисене тĕрĕс воспитании
пама пултарнă. Чăвашсен паллă ăсчахĕ Г.Н.Волков
академик «Кил илемĕ» кĕнекере çапла çырнă.
(Малалла вĕренекенсем черетпе пĕрер предложении
калаççĕ.)
« Тăван килте анне хĕвел пулса
çÿрет, ачисене хĕвел пулса пăхать».
«Анне çук тăк хĕвел яраймăн ху
тĕлне, анне пур тăк чĕрÿне те хĕвел кĕрĕ».
«Виçĕ çулхи хĕр пĕрчи
сана пулăштăр, виçĕ çулхи арçын ача
хăвна хÿтĕлетĕр».
«Амăшĕ ĕçлĕ чух ачи ахаль
ан лартăр».
«Çакна ас ту амăшĕ: чи лайăххи –
ачасем валли».
« Амăшĕн мĕн чухлĕ
ĕçлеме тивнине ача-пăча пĕлсе тăтăр, вĕсен
ĕшеннĕ аллисемпе ывăннă куçĕсене курса
тăтăр».
Саша: Анчах темшĕн-çке хăш чухне эпир
аннесем ĕçрен ывăнса килни, вĕсене кăштах та пулин
пулăшмалли çинчен манатпăр. Аннесем яланах
çамрăк, илемлĕ пулччăр тесен пирĕн вĕсене май
килнĕ таран пулăшмалла. Мăн туса пулăшма
пултаратпăр-ха эпир вĕсене?
( Ачасем амăшĕсене мĕнле
ĕçсем туса пулăшни çинчен каласа
параççĕ.)
София: Кил-çурт аннесем çинче
тытăнса тăрать. Акă мĕн пĕлтерет кун çинчен
статистика. Пирĕн аннесем (çемьере икĕ ача пулсан) пĕр
çулталăк хушшинче 18000 çĕçĕ, вилка,
кашăк, 13000 тарелка, 8000 чашăк
çăваççĕ. Çак чашăк-тирĕк
йывăрăшĕ 5 тоннăна çитет. Лавккана
апат-çимĕç туянма утнă çул тăршшĕ 2000
çухрăмпа танлашать. Паллах, эпир аннесене пулăшсан çак
хисепсене пĕчĕклетме пултаратпăр.
Саша, Рома юрлаççĕ
Ертÿçĕ: Ачасем, Шупашкарта залив
хĕрринче мĕнле палăк пур?
Ачасем: «Управçă анне».
Ертÿçĕ: Ун çине çапла
çырса хунă: « Пĕр- пĕрне юратса,
тăнăçлăхра пурăнакан ачасем, пехил сире».
Экран çинче: «Управçă анне»
палăкĕ, ун çине çырнă сăмахĕсем.
— Юнашар юратнă атте-анне пулсан, шкулта
лайăх вĕренсен, юлташсем нумай пулсан сирĕн чĕрĕрте
телейпе киленĕç хуçаланать.
Ачасем «Виçĕ
амăш « сценка лартса параççĕ.
Вылякансем: Таня, унăн
амăшĕ, асламăшĕ тата автор.
Автор: Каç пуласпа Таня
урамран кĕрет. Хăйĕн пукани сĕтел айĕнче выртнине
курать.
Таня: Хĕрĕм,
ĕçÿсем мĕнле?
Каллех сĕтел айне ларнă
пытанса,
Каллех çимесĕрех
лартăн-и çапла?
Капла пурăнсан кайăн
чирлесе.
лар-ха ман çума,
çийĕпĕр пĕрле.
(Пуканине хăйĕн
çине çиме лартать.)
Автор:Таньăн амăшĕ
ĕçрен таврăнать. Ачи пуканепе выляса ларнине курать.
Амăшĕ: Хĕрĕм,
ĕçÿсем мĕнле?
Каллех урамра ирттертĕн-и
куна?
Каллех çимесĕрех
чупрăн-и çапла?
Капла пурăнсан чирлĕн эс
часах.
Лар-ха çумарах: капла
тутлăрах.
(Хĕрне çумнерех лартать
те çиме пуçлаççĕ.)
Автор: Часах асанне те
çитет.
Асанне: Ĕçÿсем
мĕнле, хĕрĕм? Каллех вăл ĕçре-
Пулман ĕнтĕ
вăхăт çиме апатне.
Хăв тухтăр- пĕрех
сывлăхна
Пĕлместĕн эс,
хĕрĕм, пачах упрама.
Часах кунашкал кайăн чирлесе.
Лар хам çума, çиер
апатне.
( Пурте сĕтел хушшине
лараççĕ, пĕр-пĕрин çине
пăхаççĕ.)
Пурте: Анне пулма
çăмăл мар!
Саша:
— Анне! Унăн ячĕпе темĕн чухлĕ
ырă та çепĕç сăмах калас килет. Анне
хăйĕн чун-чĕринчи мĕн пур лайăх енне пире халаллать,
куллен-кун телей пиллесе пурнăç пурăнма вĕрентет.
«Атте-анне паман ăса кĕнеке те параймĕ», — тенĕ ваттисем.
Мĕнле ваттисен сăмахĕсем
пĕлетĕр эсир атте-анне çинчен?
Экран çинче: ваттисен сăмахĕсем.
-Атте-анне сăмахĕ пăсăк мар.
-Ашшĕ-амăшне йĕртекен пархатар курман.
-Анне пуртан кил-çуртăм ăшă.
-Анне — чи хаклă çын.
-Аçупа аннÿне хисепле, хăвнах
ырă пулĕ.
-Аçу аннÿ пур чухне пыр та тутă,
çи-пуç та питĕ.
-Халĕ ачасем аннесем çинчен
çырнă такмаксем шăрантараççĕ.
Аннепе эпир ялан
Пурăнатпăр пит аван.
Яшкине вăл пĕçерет:
«Кил-ха, хĕрĕм, çи эс
,-тет.
Анаталла-тăвалла
Анне килет лавккаран,
Илсе килчĕ пан улми,
Мана лекрĕ чи тутли!
Лар, аннеçĕм, юнашар,
Çуммăн ларса юмахлар,
Юмах юман тăрринче,
Хамăр хапха çумĕнче.
Эпĕ хамăн аннене
Юрататăп чĕререн.
Ак тыттарăп парнине
Хам алăпа тунине.
(Ачасем амăшĕсене хăйсем
аллипе тунă парнесене параççĕ.)
София: Анне -çĕр çинчи чи ырă
сăмах. Ача та калаçма вĕренсен чи малтан «анне» тет.
Çĕр çинче пур чĕлхере те çак сăмах
çепĕççĕн, ачашшăн янăрать. Анне
чĕри- чи ырри, анне алли- чи ăшши…
Гордей, Максим, Дима, Никита
юрлаççĕ
Саша:Халĕ вара вăйăсем ирттерме те
вăхăт.
«Аннÿне уйăрса ил». Сцена çине
амăшĕсемпе ачисем тухаççĕ. Ачисен
куçĕсене çыхаççĕ.Вĕсен алăсем
тăрăх хăйсен амăшĕсене тупмалла. Тупаймасан е
сăвă каласа, е юрă юрласа, е ташă ташласа памалла.
«Тĕлĕнмелле скульптурăсем».
Тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсенчен скотч тата фломастер
пулăшнипе çын кĕлетки тумалла. Пуçне тутăр
çыхтарма юрать. Кам маларах тата интереслĕрех пурнăçлама
пултарĕ?
«Çепĕç сăмахсем».Ертсе
пыраканăн аллинче- шур чечек. Çак шур чечекĕн кашни
çеçкине татмассерен аннене юратса çепĕç
сăмахсем каламалла.
София : Пирĕн уяв вĕçленсе пырать.
Аннесене, асаннесене, кукамайсене тепĕр хут уявпа саламлатпăр,
ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр.
— Атьăр-ха пурте пĕрле экран çине
пăхса сăвă йĕркисене харăс вулар.
Экран çинче: сăвă йĕркисем.
Тусăмсем! Ак
мĕн сире калатăп
Аннĕре ан манăр
нихăçан.
Юратма та упрама ыйтатăп:
Пурнăç лайăх аннесем
пулсан!
Хĕвел
шевли – анне кулли,
Анне
сасси – чĕкеç юрри.
Анне
пулсан – хаваслăрах.
Чи
хаклă мул – анне пурри.
Упрасчĕ аннесене… Вăл юнашар пулсан
тĕнче илемлĕ. Аннесене нихçан та манас марччĕ, вĕсен
чĕрисене çунтарса кун-çулне кĕскетесрен
сыхланасчĕ. Хамăрăн ырă ĕçсемпе кăна
чунĕсене савăнтарасчĕ, уявсенче те, ахаль кунсенче те аннесене
пĕчĕк парнепе, ăшă сăмах каласа чун-чĕрисене
ăшăтасчĕ. Вĕсен илемлĕ çўçĕ
вăхăтсăр ан шуралтăр, хитре сăнĕ-пичĕ ан
тĕксĕмлентĕр.
Анне пурри-телей
Ачасем ташапа «Маленькая страна» юрӑпа кереççӗ
Ертсе пыракан: Ырă хĕвел ăшшипе
Ирхи хĕвел куллипе
Ырă кун пултăр!
Чÿк уйăхĕн юлашки вырсарнинче – аннесен кунĕ. Сире пурне те Аннесен кунĕ ячĕпе саламлатпар. Аннесен кунĕ ячĕпе пурне те хаваслă кулă, ырă кăмăл, пысăк телей тата юрату сунатпар.
1.Савăнса кĕтсе илетпĕр
Аннесен уяв кунне.
Йышăнса илсемĕр тетпĕр
Парнине те саламне.
Вĕсене халь чыс тăватпăр,
Парнелетпĕр чечексем,
Ыр сунса сăмах калатпăр:
— Сывă пулччăр аннесем!
2. Анне кули –Хĕвел шевли.
Анне кули –Чи илемли.
Анне кулсан, чунра аван:
Юрлас килет, ташлас килеть.
«Анне» юрӑ
3.Анне, санпа эп мухтанатăп,
Пăхатăн ăшшăн, кăмăлтан,
Ачашласа эс чуп тăватăн,
Мана эс вăй-хăват паран.
4.Аннеçĕм, ытарми аннеçĕм,
Эс пуринчен те хитререх.
Эс манăн кăн-кăвак чечекĕм.
Тата та пул чипертерех.
5. Тÿпере хĕрÿллĕн
Сар хĕвел пăхать,
Ман аннем пит-куçĕ
Кулăпа çунать.
(Ачасем патне юмахри персонажсем килсе çитеççӗ: Маугли, Золушка, Буратино и Мамонтёнок).
Маугли: Ой, юлташсем, ащта эпир сиренпе кильтемер. Менчул хана пущтаранна.
Золушка: Ыра кун, юлташсем(хӑнасене). Ӑçта эпир килтӗмӗр?
Буратино: Кунта мӗнле уяв иртереççӗ? (икӗ ача тухаççӗ).
1- мӗш ача: эсир манса кайна им? Паян аннесен кунӗ.
2 — мӗш ача: Эсир хӑвӑр аннесене уяв ячӗпе саламлама манса кайнӑ пуль?
Буратино: Аннесен кунӗ? Мӗнле уяв вӑл?
1- мӗш ача: Анне чи çывӑх çын çӗр çинче.
Пире кам ачашшăн
Лăпкать пĕчĕкрен,
Чипер çын тăвасшăн
Çунать чĕререн?
Кам тĕлĕкĕнче те
Курать-çке пирех,
Килте пуринчен те
Тăрать иртерех?
2 — мӗш ача: Кам ыррăн, хавассăн
Пурне те пире,
Çапла лăш курмасăр,
Пăхса ÿстерет?
Кам пултăр? Пĕлеççĕ
Туссем вăл камне:
Вăл – пирĕн телей-çке,
Вăл пирĕн анне!
Ертсе пыракан: Анне пире çуратса, сӑпкара сиктерсе лăпкă ыйхă, ăшă тĕлĕк, телей сунса, юрӑсем юрласа ӳстернӗ. Çакна ачасем пĕчĕкренех хăнăхса пынӑ. Халӗ вара эпир те аннесене юрӑпа савӑнтарар.
Песня «Нас качая в колыбели»
Маугли: Мӗнле телейлӗ-çке эсир,ачасем. Сирӗн чи çывӑх та, чи юратнӑ анне çумра. Манӑн анне вара çук.
Эпе Маугли ачи. Вӑрманта ӳсекенскер.
Анне куллине курман. Анне ӑшшине туйман
Ӑçта эсӗ ман анне,Ыталасчӗ ман сана.
Буратино:
Эпӗ вут пуленкирен тунӑ Буратино.
Анне камне эпӗ пӗлмес
Мана вут пуленкире касса кӑларнӑ
Анне куллине курман. Анне ӑшшине туйман
Пӗрре хуть юратнӑ , лайӑх ывӑл ман пуласчӗ.
Анне çумӑнче пӗрре кӑна ман йӑпанасчӗ
Карло атте мана пӑхса ӳстернӗ
Юратнӑ, ачашланӑ вӑл манна
Золушка:
Эпӗ вара Золушка, ирӗн — каçӑн эп ӗçлеп.
Хам юратнӑ аннене ӑшшӑн ыталасчӗ.
Черерен юратнипе, ӑшшӑн чуп тӑвасчӗ.
Мамонтёнок:
Эпе пӗчӗк Мамонтенок. Аннене çухатрӑм.
Кашни кун сана шыратӑп, Ман юратнӑ çыннӑм.
Эсӗ маншӑн чи хакли, Чи хитри, чи илемли.
Эпӗ шанаç çухатмас,
Анне эпӗ сана шыраса тупатӑпах.
«Песня Мамонтенка»
Ертсе пыракан: Чӑнах та аннесӗр питӗ кичем те, тунсӑх. Аннесене хисеплемелле, йывар вахатра пулӑшмалла. Пирĕн юратнă аннесем ачисемшĕн тем те тума хатĕр. Килте тĕрлĕ ĕçе тăваççĕ. Вĕсем апат пĕçерекен те, вĕрентекен те, çĕвĕç те, кĕпе-йĕм çăвакан та, пахчаçă та, тухтăр та тата ыт. те.
Анне кулли –
Хĕвел çути,
Анне кулли –
Чи илемли.
Анне кулсан
Чунра аван:
Юрлас килет,
Ташлас килет.
Ташӑ «Арçын ачасен ташши»
Ертсе пыракан: Чӑннипех те питӗ юратаççӗ сире ачасем. Тата та нумай сӑввӑ вулама хатӗр вӗсем. Халӗ вара юмах керменне чӗнеççӗ.
Сценка «ТРИ МАМЫ»
Ведущий:
Часто, дети, вы упрямы,
Это знает каждый сам.
Говорят вам ваши мамы,
Но не слышите вы мам.
Ксюша под вечер с прогулки пришла.И куклу спросила.
Ксюша:
Как, дочка, дела?
Опять ты залезла под стол, непоседа?
Опять просидела весь день без обеда?
С этими дочками просто беда.
Скоро ты будешь как спичка худа.
Иди – ка обедать, вертушка.
Сегодня к обеду ватрушка!
Ведущий:
Ксюшина мама с работы пришла
И Ксюшу спросила.
Мама:
Как, дочка, дела?
Опять заигралась, наверно, в саду
Опять ухитрилась забыть про еду.
– Обедать, – кричала бабуля не раз, –
А ты отвечала: «Сейчас, да сейчас!»
С этими дочками просто беда.
Скоро ты будешь как спичка худа.
Иди – ка обедать, вертушка!
Сегодня к обеду ватрушка!
(Дочка садится за стол)
Ведущий:
Тут бабушка,
Мамина мама пришла
И маму спросила:
Бабушка:
Как, дочка, дела?
Наверно, в больнице за целые сутки
Опять для еды не нашлось ни минутки.
А вечером съела сухой бутерброд?!
Нельзя же сидеть целый день без обеда!
Уж доктором стала, а всё – непоседа.
С этими дочками просто беда.
Скоро ты будешь как спичка худа.
Иди – ка обедать, вертушка!
(Мама и бабушка садятся за стол)
Ведущий:
Три мамы в столовой сидят,
Три мамы на дочек глядят.
Что с дочками делать упрямыми?
Все вместе:
Ох, как непросто быть мамами!
Песня «Я на мамочку похожей быть хочу»
Тÿпере пиншер çут çăлтăр
Çуталать-çке йăлтăр-йăлтăр.
Кам-ши çутнă вĕсене?
Ма ÿкмеççĕ çĕр çине?
Вĕсене пĕрле пухатпăр,
Çăлтăрсен пуххи тăватпăр,
Анне кунĕ ячĕпе
Парнелетпĕр аннене.
(Амăшсене парне параççĕ.)
Песня «Мама-первое слово»
Ачасем пурте пĕрле:
Сывлăхлă, телейлĕ пулăр, аннемĕрсем!
Эпир сире питĕ юрататпăр!
Ертсе пыракан: Халӗ вара аннесемпе пӗрле вайӑ вылятпӑр.
Вӑйӑ-ташӑ: «Делай ушками вот так…»
Ырӑ кӑмӑллӑ аннесем,ӑш пиллӗ асаннесем, кукамайсем, сире эпир аннесен кунӗ ячӗпе саламлатпӑр. Çер çинчи чи ӑшӑ та çепӗç сӑмахсем калатпӑр. Сирӗн питре яланах хӗвел шевли вылятӑр, чунӑмра савӑк камал хуçалантӑр. Сывлӑх, телей, юрату сунатпӑр сире кӑмӑлтан. Сире çывхарса килекен аннесен кунӗ ячӗпе чӗререн саламлатпӑр.
6-7 классемпе ÿнер кружокĕнче ирттермелли заняти
сценарийĕ (Аннесен кунĕ е мартăн 8-мĕшĕ тĕлне ирттерме юрать)
ТЕМА: «Амăшĕ- пурнăç пуçламăшĕ».
Тĕллевĕсем:
1.Амăшĕн сăнарне уçса паракан тĕнчипе паллă ÿнер
ăстисен ĕçĕсемпе паллашасси.
2. Чăваш ÿнерçисен ĕçĕсене тишкерсе амăш сăнарне
уçса парас уйрăмлăха палăртасси.
3. Маларах илнĕ пĕлÿ çине таянса ачасене тĕрлĕ
материалсемпе (картон, пластик, пусма) типтерлĕн ĕçлес тата
инструментсемпе (хачă, клей пистолечĕ) асăрхануллă ĕçлес ăсталăха
малалла аталантарасси;
4. Ачасен сăнарлă шухăшлавне, тавракурăмне, илем
туйăмне ÿстересси, тĕрлĕ енлĕн аталантарасси.
5. Литература, музыка, ÿнер витĕмĕпе усă курса
аннесене хисеплемелли çинчен аса илтересси, вĕсене юратма, упрама
вĕрентесси
6. Аннесем валли парне хатĕрлесси.
Усă курмалли хатĕрсем:
компьютер, экран, проектор, А4 форматпа пичетленĕ амăшсен сăн
ÿкерчĕкĕсем,
презентаци: «Амăшĕ- пурнăç пуçламăшĕ» (Унта «Владимирская
богоматерь» турăш репродукцийĕ, Рафаэлĕн «Сикстинская мадонна»,
Н.В.Овчинниковăн «Чувашская мадонна», В.Нагорновăн «Анне-Пирĕшти»
палăкĕн ÿкерчĕкĕсем пулмалла).
Кĕвĕсем, сăвăсем: Дж.Каччини. Аве Мария,
«Богородица, Дева, Радуйся!» кĕлĕ, «Аннеçĕм» юрă (Сăвви Раиса
Сарпин, кĕвви Анатолий Никитинăн).
Материалсем пе инструментсем:
Сутăн илнĕ йывăç фоторамка, клей пистолечĕ, рама
шаблонĕ, А 4 форматлă тĕслĕ картон.
Чечек тума пластик кĕленчĕрен хатĕрленĕ
детальсем, чечек варри валли шăрçа е шултра пенопласт, сÿтĕлмен
симĕс пусмаран хатĕрленĕ çулçăсем.
Заняти юхăмĕ.
1. Занятии темипе çыхăнтарса хатĕрленĕ литература, музыка, ÿнер
ĕçĕсемпе паллаштарасси
Анне… Кашни çыншăн мĕн тери хаклă çын! Анне вăл-
чи хитри, чи илемли, чи çепĕççи, чи маттури тĕнчере. Анне… Çак
тăватă сас паллире ырă та лайăх туйăм пытанса тăрать. Мĕн чухлĕ
юрă, сăвă, калав хывнă-çырнă аннесем çинчен.
Тăван аннене суйламаççĕ
Суйлас пулсан та
ăна,
Эп илĕттĕмччĕ
суйласа,
Тăван аннеçĕм, сана!
— тенĕ Р.Сарпи поэтесса.
Ÿнер тĕнчинче мĕн авалтан упранса пыракан юратнă темăсемпе сăнарсем
пур. Кашни ăру çав темăна хăйне евĕр ăнланса, аталантарса пырать,
анчах нихăçан та асран кăлармасть. Акă вĕсенчен чи пысăк та
пĕлтерĕшлисенчен пĕри — «Ача амăшĕ». Ĕмĕртен ĕмĕре ку тема ÿнер,
литература, музыка ăстисене пăлхатнă, хавхалантарнă. Юратса пурнăç
панă аннесем пуриншĕн те çав тери çывăх-çке. Çавăнпа этемлĕхе
пĕрлештерсе тăракан Турамăш сăнарĕ çуралнинчен те пĕрре те
тĕлĕнмелли çук. Чăвашсем те Амăшне час-часах турăпа танлаштарнă.
Акă пирĕн умра ача амăшне кăтартакан чи авалхи те илемлĕ
сăнарсенчен пĕри- «Владимирская Богоматерь» турăш. Ку турăша
Турамăшĕ пурăннă вăхăтрах 12-мĕш ĕмĕрте Лука апостол ÿкернĕ теççĕ.
Турăш хăвачĕ темиçе хут та Руçе — Раççее тăшмансенчен хÿтĕлеме
пулăшнă, хирĕçекенсене мирлештернĕ.
Тимлĕн пăхар-ха çак турăш çине. Ачи амăшĕн пичĕ
çумне çав тери ачашшăн сĕртĕнет. Çавăнпа ĕнтĕ амăшĕн сăнĕ юратупа
тулса таçтан шалтан ырă туйăмпа çуталса тăрать. Амăшĕ тата ачи!
Авалхи ÿнерçĕ сăрăсен тĕсĕсене те ятарласах суйланă ĕнтĕ: сарă,
хĕрлĕ, хăмăр, кĕрен, ылтăн тата вĕсен сĕмĕсем. Мĕн тери лăпкă, ăшă!
(«Богородица, Дева, Радуйся!» кĕлĕ янăрать)
Амăшĕн сăнарне пирĕн пата уççăн илсе çитерекен тепĕр сăнар — итали
ÿнерçи Рафаэль Санти (1483-1520 гг.) çырнă «Сикстинская мадонна» е
«Сикст мадонни». Кам-ха вăл мадонна? С.И.Ожегов словарĕ ăнлантарнă
тăрăх, католиксен тĕнне ĕненекенсемшĕн те Мадонна тени Турамăш
тенипе танах. Çирĕм çулхи Рафаэль, хăй те çамрăклах амăшĕсĕр тăрса
юлнăскер, ачипе амăшĕн сăнарне кăтартакан чылай картина çырать
(«Мадонна со щеглом», «Мадонна Конестабиле», «Мадонна в зелени»,
«Мадонна — садовница», «Мадонна в кресле»). Çапах та чи çутă, таса
сăнар «Сикстинская мадонна» пулса тăрать.
Çамрăк та илемлĕ херарăм ачине лăпкăн та манаçлăн йăтса утать.Унăн
сăнĕнче таса юрату туйăнса тăрать, мăнаçланать те вăл ачипе, унăн
пуласлăхĕшĕн хăрать те. Çак Библи сюжечĕпе çырнă картина Турамăш
сăнарне пирĕн умра çав тери çÿллĕ шая çĕклет, амăшĕн юратăвне
мухтать Ачи унăн — Иисус Христос. Унăн пулăслăхне пĕлсе тăрса амăшĕ
ăна чĕри çумне ачашшăн тытса хÿтĕлет, çав хушăрах унран ĕмĕрлĕхех
уйрăлассине те туять. Ачин куçĕнче те пăлхану курăнать. Кашни амăшĕ
çапла ачине вăхăт çитсен хăй ытамĕнчен уйăрать, пурнăçра савăнăçпа
йывăрлăха уйăрма тата чăтса ирттерме вĕрентет.
Ялан тенĕ пекех çветуйсене ÿнерçĕсем хăйне евĕр
ÿкереççĕ, вĕсен пуçĕ, кĕлетки тавра асамлă çутă курăнса тăрать.
Кунта вара Турамăшĕ çутă пĕлĕт тăрăх вĕçнĕ пек çăмăллăн утать,
ахаль хĕрарăм пек курăнать. Анчах ун умĕнче пурте хисепленине,
пăхăнса тăнине кăтартаççĕ.
Çак картина витĕмĕ пирки калас пулсан, тепĕр
пулăма аса илмесĕр иртсе каяс килмест. Çирĕммĕш ĕмĕрччен чиперех
упраннăскер, Иккĕмĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче пĕтме те пултарнă-çке
вăл. 1945 çулхи çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Германинчи Дрезден хули çине
акăлчан тата америка çарĕсем çав тери нумай бомба тăкнă. Хулана
тĕппипе аркатнă теме те юрать. Çакăнти чаплă керменсемпе картина
Галерейи чул купи пулса юлнă, ĕмĕртенпе упраннă чылай шедевр
яланлăхах çухалнă. Çийĕнчех совет специалисчĕсем шырав ĕçĕсем
ирттермен пулсан, «Сикст мадоннине» те текех никам та кураймастчĕ.
Картинăна ытти шедеврсемпе пĕрле ăнсăртран чул кăлармалли штольнăра
тупаççĕ. Çак çăлав ĕçĕсене хутшăннă совет салтакĕ Л.Волынский çапла
аса илнĕ: «Сăрламан чусран тунă ещĕке уçсан пирĕн ума пĕлĕтсем
тăрăх çара уран утакан ачаллă хĕрарăм тухса тăчĕ. Ку картин умне
чĕркуçленсе ларас килчĕ…». (Дж.Каччини. Аве Мария янăрать)
Калăр-ха, ачасем, çак картинăна сăнанă май мĕнле туйăмсем çуралчĕç
сирĕн чунра?
Мĕн çинчен шутлатăр эсир?
Çак икĕ ĕçĕн тĕп пĕлтерĕшĕ мĕнре?
Çапла, ««Владимирская Богоматерь» турăш та,
«Сикст мадонни» картина та ача амăшĕн мăнаçлă илемне, савăнăçĕпе
хуйхине мухтаса кăтартаççĕ. Анне вăл- пурнăç пуçламăшĕ, кил çути,
çемье ăшши.
2. Вăйă: «Ваттисен сăмахне каласа пĕтер»
Атьăр-ха, чăвашсен аннесем çинчен каланă
ваттисен сăмахĕсене аса илетпĕр. Ваттисен сăмахĕнче авалтан упранса
юлнă пурнăç чăнлăхĕ упранать.
-
Анне вăл хĕвел те, уйăх та,… çÿл тÿпери çăлтăр та.
-
Анне кăмăлĕ… хĕвелтен ăшăрах.
-
Анне апачĕ…пылтан тутлă.
-
Амăшне йĕртекен…ыр кураймĕ.
-
Амăшĕ йÿçĕ çисен те…ачисем пылак çинĕ.
-
Амăшĕ ачине çуратнă чух…çунат парать.
-
Амăш çумĕнче ачи…шăнмасть.
-
Амăш сĕчĕпе кĕменни…качака сĕчĕпе кĕмест.
-
Анне ăшши…пурне те çитет.
-
Аннерен çывăх тăван…çук.
Çапла, аннерен çывăх тăван çук.
«Анне! Çак ят чи çывăх,
чи чаплă çĕр çинче.
Пурăнать вăл ĕмĕр сывă
кашни çын чĕринче,» — çапла çырнă А.Воробьев
поэт. Чăнах та, кам-ха манĕ тăван амăшне? Никам та мар, вăл-çке
пире ачашласа ÿстернĕ, ăс панă.
Ачасем, эпир сирĕнпе темиçе ĕмĕр витĕр пирĕн
пата çитнĕ ÿнер ĕçĕсене тишкертĕмĕр. Эсир мĕнле шутлатăр, паянхи
чăваш ÿнерçисене ача амăшĕн сăнарĕ хавхалантарса пырать-и? Паллах.
Паян эпир сирĕнпе Раççей тата Чăвах халăх
художникĕн, Николай Васильевич Овчинниковăн пысăк пултарулăхĕн
пĕчĕк пайĕпе паллашатпăр. Николай Васильевич 1918 çулта Сĕнтĕрвăрри
районне кĕрекен Мишули ялĕнче çуралнă. Унăн ĕçĕсем тĕнчери 39
çĕр-шыври музейра упранаççĕ. Çак паллă ÿнерçĕшĕн те ача амăшне
халалланă тема ют пулман. Хăй чăваш пулнăран, чăваш хĕрарăмĕн,
хĕрупраçĕн сăнарĕсене сахал мар калăпланă вăл, куракан патне
этемлĕхĕн черчен пайĕ епле ĕçчен те пултаруллине, сăпайлă та
çаврăнăçуллă пулнине çитерме тăрăшнă. Акă пирĕн умра Николай
Васильевич Овчинниковăн «Чăваш мадонни» («Чувашская мадонна»).
Ку картинăна курсан тÿрех чуна ăшă пулса каять.
Чи малтанах, ÿнерçĕ усă курнă тĕссем-сăрăсем куракан çине çапла
витĕм кÿреççĕ. Кайран вара мĕн ÿкернине асăрхатпăр. Йĕтем çинче
типнĕ тырă çÿллĕ ылтăн хум пек курăнса выртать. Çакăнтах çамрăк
амăшĕ ларать. Тĕрленĕ шурă кĕпе тата тутăр çыхнăскер, ача ĕмĕртет.
Хĕвелпе тата ĕçпе пиçĕхсе тĕксĕмленнĕ аллипе ачине епле ачашшăн та
çемçен тытать вăл. Ачи çине куç илмесĕр юратса пăхать. Çак самантра
пĕтĕм тĕнче шăпланнă темелле. Тырă аламалли машина та шавламасть,
йĕтем çинчи халăх та йывăç кĕреçисене хăварса канма кайнă. Мĕн
чухлĕ символ ку картинăра! Ача- этем пуласлăхĕ, пурнăç тăсăмĕ,
ылтăн тырăпа тулнă йĕтем — тулăх пурнăç, тăнăçлăх, ăшăлăх,
лăпкăлăх. Çакăн çинчен ĕмĕтленмест-и-ха кашни çын, кашни чăваш?
Кашни амăшĕ ачине çапла ырă тулах пурнăç, телей сунать. Чăнах та
мадонна тесех калас килет ку сăпайлă чăваш хĕрарăмне.
Çуркуннепе анне сăнарĕ
Мана пĕр евĕр туйăнать.
Телей сунса, аннемĕр
мар-и
Çурхи кун пек пире
лăпкать.
Çут хĕвелпе анне сăнарĕ
Мана пĕр евĕр туйăнать.
Ытарайми аннемĕр мар-и
Пире вăй — хал парса
тăрать.
Çĕр — шывпала анне сăнарĕ
Мана пĕр евĕр туйăнать.
Çĕр — шывăм пек аннемĕр
мар-и
Пире вăй -хал парса
тăрать.
(П.Афанасьев).
Калăр-ха ачасем, чăваш хĕрарăмне, амăшне халалланă тата мĕнле
ÿнер ĕçĕсене пĕлетĕр эсир?
Шупашкарта пĕтĕм Чăваш Республикин символĕ
«Анне-Пирĕшти» монумент пур. Вăл çÿллĕ вырăнта Шупашкар кÿлмекĕ
хĕрринче вырнаçнă. Скульптура наци тумне тахăннă хĕрарăма сăнлать,
аллисене вăл сарса тытнă. Хăйĕн ачисене кĕтсе илнĕн е çупарланăн
туйăнса тăрать вăл. Постамент çине вырăсла тата чăвашла «Килĕшÿпе
юратура пурăнакан ачамсем пиллĕхлĕ» тесе çырнă . Ку ĕçĕн авторĕ —
Владимир Нагорнов скульптор. Монумента 2003 çулхи çу уйăхĕн
9-мĕшĕнче уçнă, унăн çÿллешĕ — 46 метр. Çакăн пек символа чăвашсем
ахальтен суйласа илмен. Халăх сăмахлăхĕнче çапла ваттисен сăмахĕ
сыхланса юлнă: «Анне Кепе, унпа вăрçма юрамасть». Чăваш мифологинче
Кепе — Турă е Турра ăраскал валеçме пулăшаканĕ пулса тăрать. Амăшĕ
— этемлехĕн пуçламăшĕ, унăн чи ырă йăли-йĕркине, кăмăл-сипетне,
тăван чĕлхене упраканĕ. Анне — Турăпа тан.
3.Кану саманчĕ. Юрă «Аннеçĕм»
(Сăвви Раиса Сарпин, кĕвви Анатолий Никитинăн). (Ура çине тăрса юрă
çеммипе лăпкă ташă хусканăвĕсем туса канса илетпĕр)
4. Практика ĕçĕ
Хамăр аннесем умĕнче эпир яланах парăмра. Вĕсен
юратăвĕ пире яланах пулăшса, вăй парса пырать. Паянхи кун эпир те
хамăр аннесене савăнтарма чĕререн юратса парне хатĕрлĕпĕр.
Мĕнле парне юратаççĕ-ха пирĕн аннесем? Паллах,
чечек кăмăллаççĕ! Эпир паян чечексемпе анне сăнÿкерчĕкне лартмалли
рамкăна илемлетĕпĕр. Аннесем — мĕн тери хитре вĕсем! Чечек ăшĕнче
вара — пушшех илемлĕ курăнĕç. Хамăр ĕçе тирпейлĕ тума тарăшăпăр.
Ĕç йĕрки:
-
Сăн ÿкерчĕкне илемлетме килĕшекен шаблон
формине суйласа илетпĕр. Шаблона тĕслĕ картон çине хурса
йĕрлетпĕр, ытлашши пайне касса кăларса илетпĕр.
Фоторамка шаблонĕсем тата пулас чечексене
вырнаçтармалли тĕслĕхсем.
-
Чечексем вырнаçтармалли вырăнсене палăртса
хуратпăр. -
Клей пистолечĕпе асăрханса ĕçлемелли йĕркене
аса илнĕ хыççăн пластик кĕленчĕрен хатĕрленĕ детальсенчен
чечексем пуçтарма пуçлатпăр. -
Чечексем хушшине çулçăсем вырнаçтаратпăр.
-
Хатĕр картон рама айне анне ÿкерчĕкне
вырнаçтаратпăр, иккĕшне пĕрле сутăн илнĕ йывăç рама ăшне кĕртсе
лартатпăр. -
Курав йĕркелетпĕр.
7. Пĕтĕмлетÿ тăватпăр.
Ачасем, хăвăр ĕçсене хак парăр. Килĕшеççĕ-и
вĕсем сире? Мĕн ытларах килĕшет? Ĕçĕн хăш тапхăрĕ йывăртарах пулчĕ?
Хăшне çăмăллăнах пурнăçларăр? Пĕтĕмĕшле паянхи заняти мĕнле
туйăмсем çуратрĕ? Мĕнле шутлатăр, сирĕн парнесем аннесене
савантарĕç-и?
Мĕн тери илемлĕ те кăмăллă çынсем — пирĕн
аннесем. Эсир капăрлатнă рамкăсем вара вĕсен сăнне пушшех илем
кÿреççĕ. Паянхи занятинче мĕн çĕнни пĕлтĕр? Пирĕн аннесене чăваш
мадоннисем теме пулать-и?
Юрататăп анне куллине,
Ăшшан-ăшшăн куçран пăхнине.
Ыр сăмах, пил парса суннине,
Тĕнчере чи хитри эс — анне! — тенĕ чăваш поэчĕ
В.Круглов.
Анне-пирĕн пурнăçăн пуçламăшĕ. Апла пулсан,
аннесене уявра кăна мар, кашни кун пулăшса пымалла, савăнăç кÿме
тăрăшмалла. Ун чух кăна вĕсем яланах илемлĕ те çамрăк пулĕç.
Поиск по сайту
Сценарий внеклассного занятия по изобразительному искусству для учащихся 5-6 классов ко Дню Матери (на чувашском языке)
Предмет: | ИЗО, МХК |
---|---|
Категория материала: | Конспекты |
Автор: | Шашкина Любовь Аркадьевна |
Тип материала: | Документ Microsoft Word (doc) |
---|---|
Размер: | 627.7 Kb |
Количество скачиваний: | 3 |
Скачать
Просмотров: 31
Похожие материалы
- Урок по изобразительному искусству на тему «Одежда говорит о человеке. Изображение одежды» (5 класс)
- Урок по изобразительному искусству на тему «Натюрморт в графике» (6 класс)
- Конспект урока по скульптуре в 1 классе по теме: «Композиция на тему басен И.А. Крылова»
- Осенние плоды в твоём натюрморте. 1 урок.
- Осенние плоды в твоём натюрморте. 2 урок.
- Конспект урока по ИЗО на тему «Чудо-дерево».
- Красота осеннего пейзажа в живописи графике. 1 урок.
- Красота осеннего пейзажа в живописи графике. 2 урок.
- Человек и земля-кормилица. Праздник урожая как завершение трудового и природного цикла.
- Ярмарка как периодически устраиваемый торг и обмен культурно – промышленными товарами и форма общения между людьми.
(Хулари шкулта 5-6 классенче Ухсай Яккăвне халалласа ирттернẽ литературăпа музыка каςẽн сценарийẽ)
Пĕлÿ тĕллевĕ: чăваш халăх поэчĕн Ухсай Яккăвĕн пурнăçĕпе пултарулăхĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарасси.
Сапăрлăх тĕллевĕ: ачасен тĕнче ăнланăвне, тавра курăмне аталантарасси.
Илемлĕх тĕллевĕ: вăйăсемпе сăвă-юрă урлă чăваш чĕлхине юратма, аслисене хисеплеме хăнăхтарасси, тăван халăх культурине хаклама, упрама вĕрентесси.
Литературăпа музыка каςẽн юхăмĕ
Саламлани. (Сцена ςине «Илемлẽ, илемлẽ…» юрă юрласа ачасен ушкăнẽ тухать; сцена ςине ертсе пыракансем тухаςςẽ)
Илемлẽ, илемлẽ,
Илемлẽ, чӑваш тẽрри.
Илемлẽ, чӑваш тẽрри те
Тẽрлеме пĕлсен кӑна.
Ертсе пыракансем:
…Ентешсем, салам! Тусăмсем, салам!
Умăрта тăрса пуςăма таям.
Аллăмра — курка, куркара — сăра,
Пуς таяр, тăван, ςăкăр-тăвара.
1-мẽш ертсе пыракан: Ырă кун пултăр пурне те, сывлăх сунатăп! Сире ςак уявра курма питех те хавас!
Сăвă калакан: («Тăван Слакпуς» клип)
Туссем калаςнă чух, тăван чĕлхемĕм,
Шур акăш тẽкẽ евẽр эс ςемςе.
Санпа ман халăх чунẽпе илемлẽ
Çÿрет ςÿлте те ςẽр ςинче вẽςсе.
Юрланă чух сассу хитре те уςă,
Итлет вăрман та, хир те янраса,
Чулсем ςинче канми-тăми ςăлкуςẽ
Юхса йăпаннă пек сассу таса.
1-мẽш ертсе пыракан: Çак йẽркесен авторẽ — чăваш халăх поэчẽ Ухсай Яккăвẽ. Вăл ςав тери пултаруллă та пуян чẽлхеллẽ поэт. Хăйẽн сăввисемпе поэмисене Ухсай тăван чăваш халăхне халалланă.
Чÿк уйăхẽн 26-мẽшẽнче чăваш халăхẽ Ухсай Яккăвẽ ςуралнăранпа 109 ςул ςитнине паллă турẽ. Паянхи литературăпа музыка каςне эпир сумлă сăвăςăмăра халаллатпăр.
Ухсай Яккăвẽн биографийẽ: (Ачасем калаςςẽ)
1. Ухсай Яккăвẽ 1911 ςулта хальхи Пушкăрт Республикин Пелепей районне кẽрекен Слакпуς ялẽнче ςуралнă. Ухсай ςамрăклах, вун тăватă-вун пилẽк ςултах, ςырма пуςланă. «Аттерен эпẽ тăван чẽлхе пуянлăхне, аннерен чăваш чẽлхин янравлăхне, илемлẽхне вẽрентẽм», — тесе палăртнă сăвăς.
2. Ухсай — чăваш ςырулăхẽн вăйẽ, ςẽнтерẽвẽ, мухтавẽ. Унăн ятне пирẽн республикăра ςеς мар, ςẽршывẽпех лайăх пẽлеςςẽ, чылай хайлавне тẽрлẽ чẽлхене куςарса кăларнă. «Кẽлпук мучи»: «Ту урлă ςул», «Силпи ςăлкуςẽ», «Чапаевпа тẽл пулни», «Тутимẽр» тата ытти нумай произведение вулакансем пысăк хак пачẽς.
Ухсай Яккăвẽн биографийẽ (Вẽрентекен вырăсла калать, презентаци кăтартать).
Литмонтаж.
Ухсай Яккăвẽн «Атăл ςинчен хунă юрă» сăвă.
Юррăмăр, хускал, ан татăл,
Атăл тăрăх кẽрлесем!
Хумханать юратнă Атăл,
Хÿхẽм унăн хẽррисем.
Пирẽн ẽмẽт халẽ аслă,
Ĕмẽт аслă сан пекех.
Пирẽн пурăнăς хаваслă
Пулẽ ẽмẽр-ẽмẽрех.
Шывупа пире чÿхерẽн
Сулхăн каς та уςă ир.
Ϛавăнпа кунта чиперрẽн
Паттăр ÿсрẽмẽр эпир.
Витẽр куςлă пирẽн халăх,
Чунẽ сан пекех таса,
Мухтанса юрлатпăр халẽ
Сан шыву пек шавласа.
2-мẽш ертсе пыракакан: Халẽ вара кăшт канса илер. (Залри куракансемпе пẽрле).
Пẽрре, иккẽ — вăйлă.
Виςςẽ, тăваттă — сивẽ.
Пиллẽк, улттă — хẽвел пăхать.
Çиччẽ, саккăр — ăшă.
Тăххăр, вуннă — маттур!
1-мẽш ертсе пыракан: Халẽ вара хамăр пултарулăха кăтартатпăр.
(«Ϛẽмẽрт ςеςки ςурăлать те…» юрă юрласа ачасен ушкăнẽ сцена ςине тухать).
Ϛẽмẽрт ςеςки ςурăлсан та,
Ϛẽмẽрт ςеςки ςурăлсан
Вӑрман витĕр курӑнать.
Вӑрман витĕр курӑнать.
2-мẽш ертсе пыракан:
Кам пултарẽ калама:
Сасă кирлẽ мẽн тума?
1-мẽш ертсе пыракан:
Сасă кирлẽ калаςма,
Сăвăлама — юрлама.
Ача: Атьăр, туссем, юрă юрлар!
«Пирĕн анне» юрă янăрать.
2-мẽш ертсе пыракан: Ϛитет пулẽ юрласа. Атьăр, вăйă выляр!
1-мẽш ертсе пыракан: Мẽнле вăйă выляр-ши, ачасем?
1-мẽш ача: «Ят пẽлмелле»!
2-мẽш ача (шутлать): Лечче, печче, пива, сава, ленки, лянки, лепече — тух!
Шутласа кăларнă ача урай варрине тухать. Ачасем ун тавра карталанса тăраςςẽ. Ушкăнпа утса вẽсем вăйă сăмахẽсене калаςςẽ:
Ларать, ларать, Таня ларать
Шẽшкẽ тẽмẽ айẽнче.
Ϛиет, ςиет, Таня ςиет
Шẽшкẽн сарă мăйăрне.
Вăхăт ςитсен тăрас пулать,
Ятне тẽрẽс калас пулать.
(Каласа пẽтерсен ачасем чарăнса тăраςςẽ. Ушкăнран пẽри хыςалтан пырса Таня куςẽсене хуплать. Таньăн унăн ятне пẽлмелле).
Ачасем: Пẽлеймерẽ! Мẽнпе савăнтарăн пире, Таня?
Таня:
Юмах ярам, юптарам…
Пẽр ςăмхан ςичẽ шăтăк. Мẽн-ши вăл? (пуς)
1-мẽш ертсе пыракан: Ачасем, тата мẽнле вăйă выляр-ши?
Ачасем: «Çẽрẽ валеςмелле»!
1- мẽш ача (шутлать): Такан тайми тайми пуςли, инчẽк, минчẽк Кавăрли, ытти, ςитти — тăм!
(Кам патне шутласа ςитнẽ, ςав куς хупать. Ϛẽрẽ параканẽ ςав хушăра ςẽрре пẽр ачана парать).
1-мẽш ача: Ϛẽрẽ камра, Сашук?
Сашук: Ϛẽрẽ Машăра.
1-мẽш ача: Сашук пẽлеймерẽ. Мẽнпе савăнтаратăн, Сашук?
Сашук: «Икẽ автан» сăвă калатăп.
Икĕ пĕчĕк сар автан
Тытӑннӑ вӑрҫма паян.
Эх, сӑхаҫҫĕ, эх, чаваҫҫĕ
Пĕр-пĕрне куҫран-пуҫран.
Илтĕм те патак — пĕрне
Хӑваларӑм кил енне.
Мĕн пустуй ҫапӑҫмалла?
Тус-юлташлӑ пулмалла.
А.Галкин
2-мẽш ертсе пыракан:
Мẽншẽн шăппăн тăратăр?
Мẽншẽн шăппăн тăратăр?
Шăппăн-шăппăн тăмашкăн
Шăпчăк чẽппи мар эпир!
1-мẽш ертсе пыракан:
Атьăр, ташă ташлар! Чăваш ташши.
Ташши, ташши,
Салакайăк ташши
Салакайăк ташши мар,
Пẽрремẽш шкул ташши!
(Ачасен ушкăнẽ чăваш ташши ташлать)
«Тух-ха, Ванюк, урама» (ачасем юрласа ташлаςςẽ)
Тух-ха, Ванюк, пирĕн ума,
Эсĕ ташша пит ӑста.
Кӑвва, кӑвва, кӑвва, кӑвва,
Кӑвва, кӑвва, тут, тут!
Ташласа пар, савӑнтар,
Эпир алӑ ҫупӑпӑр!
Кӑвва, кӑвва, кӑвва, кӑвва,
Кӑвва, кӑвва, тут, тут!
Никифор Ваҫҫанка
«Хурăн ςулςи ςурăлсан…» (Ачасем юрă юрласа сцена ςинчен тухса каяςςẽ)
Хурăн ςулςи ςурăлсан
Килет вӑрман илемĕ.
Хурăн ςулςи ςурăлсан
Каять вӑрман илемĕ.
2-мẽш ертсе пыракан: Чăваш тẽнчи ăςта вăл?
1-мẽш ертсе пыракан:
Чăваш тẽнчи юрăра
Тата чăн калаςура.
Чăваш тẽнчи тẽрẽре,
Тẽлẽнтермẽш кẽвẽре.
Чăваш тẽнчи — эс те эп,
Хамăрăн пẽтми хисеп.
Хẽр ача:
Эпẽ ыйтрăм пиччерен:
Эс мẽнле лайăх пẽлен?
Арςын ача:
Чăвашла лайăх пẽлеп.
Эп вулатăп чăвашла.
Эп ташлатăп чăвашла.
Эп юрлатăп чăвашла.
Юрататăп чăваша.
2-мẽш ертсе пыракан: Мẽнех, ςак йẽркесемпе эпир хамăрăн уява вẽςлетпẽр. Тавтапуς сире пирẽнпе пẽрле савăннăшăн! Малашне те ирẽклẽн чăвашла калаςар! Сывă пулăр!
1-мẽш ертсе пыракан:
Тепре тẽл пуличчен!
Чаршав хупӑнать.